АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăçсен кашлавĕ - ĕмĕре

20 октября 2010 г.

«Йывăç лартмасăр пĕр çул та сиктермен, - пуçларĕ калаçăва А.Максимов сад ăсти. - Улмуççи хунавĕсене чылай чухне пасарта туянатăп. Хăшне-пĕрне хам та çитĕнтеретĕп, кайран тепĕр сортпа сыпатăп».

Эх, сад, виноград...

Пахчари ватă улмуççисемпе юнашарах çамрăк хунавсене курма пулать. Вĕсене ятарласа çак мелпе ÿстерет иккен Аркадий Ильич. Пурнăç курнисене касать, ешĕллисене - хăварать. Мĕн тĕрлĕ улмуççи, ытти çимĕç йывăççи çитĕнмест пулĕ унăн садĕнче! Груша, пан улми, алыча, абрикос, 4-5 тĕрлĕ слива, черешня, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан... Виноград ÿстерес тĕлĕшпе те вунă çул ĕçлет. «Мăнуксем юратаççĕ, - тет вăл «Изабелла» сортăн йывăр сапакисене алла илнĕ май. - Тĕрĕссипе, виноград çитĕнтерме кăткăс мар, çум курăк евĕрех вăл. Абрикос вара пирĕн тăрăхра ÿсесшĕн мар, сивĕ тивет ăна». Акă груша патне çывхаратпăр. «Кăна Алтайран çыртарса илнĕччĕ, - малалла сăмахлать сад ăсти. - Çуллахи тата хĕллехи сортсем пур. Хунава типтерлĕн чĕркесе ярса пачĕç». Хăй çавăнтах ăна пасарта туянма шанчăксăр пулнине пĕлтерет. «Паллакан çынран илмелле, - тет вăл. - Пĕррехинче çарăк вăрри туянтăм пĕр хĕрарăмран. Анчах ун вырăнне анра çарăк шăтса тухрĕ».

Çĕр ĕçне ачаранах килĕштерет А.Максимов. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех суха тунă, каярахпа СТЗ-30 трактор прицепщикĕ пулнă. «Ял ачи пĕчĕкренех çĕр ĕçĕпе çитĕнет. Çут çанталăка юратма вĕренет, йывăç вырăнне йывăç лартмаллине ăша хывать», - чунне уçса калаçать ватă. Аркадий Ильич хăй ĕмĕрĕнче нумай хунав лартнă. Çак пархатарлă ĕçе çамрăк ăрăва та явăçтарнă. Хăй вăхăтĕнче Ураскилт, Мăн Вылă шкулĕсенче вăй хунăскер, тĕрлĕ çул 20 гектар лаптăк çинче ачасемпе йывăçсем лартса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем тÿпенелле кармашаççĕ. Хăйĕн пахчи таврашĕнче те тирек, йăмра, хурăн ÿсет. Максимовсем пыл хурчĕ ĕрчетессипе те ăста. Ытларах вĕсене Римма Мироновнăпа кĕçĕн ывăлĕ Эдуард пăхаççĕ. «Алă-ура сыпписем ыратнине туймастпăр, ытти чир-чĕр те аптратмасть пире. Пыл хурчĕсемпе ĕçлени пулăшать пулĕ», - тет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Кăçалхи тухăçпа та кăсăклантăм. «Пыл аванах юхтарса илтĕмĕр, пăшăрханмалли çук», - терĕç Максимовсем. Малалла сăмах ылтăн хуртсем çине куçрĕ. «Вĕсем те çын пекех чирлеççĕ. Ăсчахсем каланă тăрăх кĕсье телефонĕн çыхăнăвĕн вышкисем хурт-кăпшанкăна та сиен кÿреççĕ иккен. Пирĕн тăрăхра - 11 вышка. Çын сывлăхне хавшатни вара куç кĕретех», - пăшăрханарах калаçать ватă.

Максимовсен хуçалăхĕнче вăтăра яхăн хурт çемйи. Вĕсене ятарлă пÿртре хĕл каçараççĕ. Хурт-хăмăр ăсти çавна май апат та, эмел те янтăланă.

ЫрĂ ят

Аркадий Ильич 42 çул шкул сукмакне такăрлатнă. Мăн Вылăра ĕçленĕ чухне Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Хими, биологи тата ял хуçалăх техникипе ĕçлеме вĕрентекен специальноçа алла илнĕ. Анчах та ĕмĕрĕпех ачасене физика вĕрентнĕ. «Хам пурнăçра 14 предмет вĕрентме тиврĕ, - тет вăл. - Вырăс чĕлхипе литературин вăрттăнлăхĕсене çеç уçса кăтартаймарăм». Мăшăрĕ те вĕрентекен пулнă. Вăл - математик. Туслă мăшăр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, виççĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Хĕрĕ Люба хăйĕн кун-çулне ашшĕ-амăшĕн ĕçĕпех çыхăнтарнă. Вăл Мăн Вылă шкулĕнче вăй хурать. Аслă Максимовсем паян тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ. Кил тĕрĕшри пысăк ĕçсене тума вĕсене ачисем пулăшаççĕ. Ара, картиш тулли выльăх усраççĕ, пахчара та улма-çырла, тĕрлĕ çимĕç куç тулли çитĕнет. «Ĕлĕк учительсене çĕр памасăр тертлентеретчĕç, - хаш сывлать Аркадий Ильич. - Чылай çул пахча çимĕçе 25 сотăй лаптăк çинче ÿстерсе пурăнтăмăр. Халĕ пирĕн 1 гектар çĕр. Мĕн кирлине хамăр çитĕнтеретпĕр. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама трактор та туянтăмăр».

Юратнă ĕçрен уйрăлма çăмăл пулман Максимовсене. «Тивĕçлĕ канăва тухсан малтанхи çулсенче çав тери шкула каяс килетчĕ, - тет Аркадий Ильич. - Чуна лăплантарма вăрмана çул тытаттăмăр. Пĕр çулхине юратнă ĕçшĕн тунсăхласах 600 кило юман йĕкелĕ пуçтартăмăр».

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн чылай Хисеп хучĕ илме тивĕçнĕ кил хуçи. Вĕсенчен те хаклăраххи, сумлăраххи - вĕренекенĕсем сума суни, йĕри-тавра хăй лартнă йывăçсем кашлани, çĕр çинче ырă ячĕ юлни.

В.Петрова,

Элĕк районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика