20 октября 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăй илсе пырать. Мĕнлерех иртет вăл пирĕн республикăра?
ЯЛТА
Çырава переписчикпа пĕрле çула тухас кăмăла пĕлтерсен Валерий Никитин хаваспах килĕшрĕ: «Паян çанталăк лайăх, пылчăк ытлашшиех çăрăлмасть, çÿреме çăмăлрах пулĕ».
Унтан мана ыйту çине ыйту пама тытăнчĕ: çыравпа экзамен тыттарчĕ тейĕн. «Çынсем час-часах çыравпа кăсăкланаççĕ, ыйтаççĕ, ăнлантарма тивĕ».
Валерий Петрович халăх çыравне переписчик пулса пĕрремĕш хут хутшăнать. Шупашкар районĕнчи Шорчекассинче çуралса ÿснĕскер кунтах ял клубĕнче вăй хурать, вырăнти фольклор ансамбльне ертсе пырать. Ку тăрăхри кашни çемьене, çынна аван пĕлет темелле. Çапах умри яваплăх, шанса панă ĕç ăна тăрăшарах вăй хума, тимлĕрех пулма хистет.
- Шорчекассинчи çырав участокĕнче виçĕ переписчикăн 1200 ытла çынпа тĕл пулмалла, - ăнлантарать вăл. - Куллен 45-47 çын çинчен хыпар пухса ĕлкĕрмелле.
Ялта регистрацире тăрса вăхăтлăх аякра ĕçлесе пурăнакансем самаях. Вĕсене шута илесси чăрмавлă, çапах та сиктерсе хăвараймăн. Кăнтăрла хуçисене килте тытма йывăртарах, çавăнпа переписчик каçхине те çÿрет. Çурма тĕттĕм урампа пылчăк çăрса утасси çăмăл мар. Шорчекассине асфальт тахçанах çитнĕ-ха, анчах такăр çул тĕп урампа кăна иртет. «Хăрамастăн-и?» - ыйтатăп унран. «Çук, манăн хунар пур, усал-качкаран сыхланма - шăхлич. Милици те пулăшма хатĕр». Уяр çанталăка пăхмасăр Валерий Петрович мана резина атă тăхăнма сĕнет. Чăн та, Вăрманкаса çырма урлă каçса çитнĕ тĕле атă кăна-и, хамăр та вараланма ĕлкĕртĕмĕр. Кирпĕчрен купаланă капмар çурт хуçи урама тухсах кĕтсе илчĕ, пÿрте чĕнчĕ. Ольгăпа Алексей Алексеевсен кĕçĕн çулхи виçĕ ача. Аслисем иртнĕ çырава та хутшăнма ĕлкĕрнĕ, анчах иккĕрен иртнĕ Катя çĕршыв историне малтанхи хут çырăнать. Амăшĕн чĕрçи çинче лараканскер переписчик çине тимлĕн сăнаса пăхать. Ахăртнех, хăйне сиктерсе хăварасран хăрать?
Çемье ыйтусем çине уçăмлă, татăклă хуравлама тăрăшрĕ.
= Çырав кăна эпир мĕнле пурăнни-сывланине уççăн кăтартса парĕ. Эпир акă нумай ачаллă çемьесене пулăшма мерăсем йышăнасса кĕтетпĕр, = шухăшне пĕлтерчĕ А.Алексеев. = Тата ялсенче ĕç вырăнĕсем тумалла. Ялтан çамрăксем тарса пĕтеççĕ капла, пулăшмалла вĕсене.
- Сирĕн нацилĕхе мĕнле кăтартмалла? = калаçăва тăсать переписчик.
- Чăваш пулнă, чăвашах юлар, -терĕ кил хуçи. - Хулара ĕçленипе тăван халăхран ютшăнмалла-и? тĕп хулара та тутарла калаçаççĕ, эпир вара вырăсланма хăтланатпăр. Йĕркеллĕ-им çакă?
Алексеевсене çĕршыв историне çырнă хыççăн кил хуçисемпе сыв пуллашса кÿршĕсем патне васкатпăр. Ивановсен çемйи те йышлă. Çуртра виçĕ ăру пурăнать. Эппин, хыпар пухма вăхăт та самай кирлĕ.
Тавралăх тĕттĕмленсен çаврăнса çитрĕ килне Никитин. Ывăннине пăхмасăр кăмăлĕ савăк. Ара, çак кун вăл 59 çынна çырава хутшăнтарма ĕлкĕрчĕ. «Ыран та çапла тухăçлă кун пулсан хамăр ĕçе палăртнинчен маларах та вĕçлĕпĕр».
ХУЛАРА
Шупашкарти В.Никитинский вăрçă ветеранĕ те пĕлтерĕшлĕ мероприятирен юлмарĕ, малтанхи кунсенчех çырăнма кăмăл турĕ.
Шăнкăрав янăраса кайсанах Владимир Дмитриевич алăка уçма васкарĕ. Çыравçă çитессе асăрхаттарнăччĕ-ха ăна тата ир-ирех кам çÿретĕр;
- Анастасия, çыравçă, - хăйпе паллаштарчĕ кил хуçине хĕр. - Акă манăн удостоверени, паспорт.
Кăвак сумка çĕкленĕ, çавăн тĕслех шарф çыхнă пикене, чăн та, ыттисенчен çăмăллăнах уйăрса илме пулать. Çапах вăл инструкцие пăсмарĕ, документсене кăларса кăтартрĕ, хуçи чĕннипе шалалла иртрĕ. Яваплă тапхăра пĕрремĕш хут хутшăннипе-и, çыравçă кăштах пăлханни те сисĕнет. Ветеран ыйтусем çине лăпкăн, уçăмлăн хуравлама тăрăшрĕ. Çырав уншăн çĕнĕлĕх мар, 86 çулти вăрçă ветеранĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче çĕршыв историйĕнче темиçе те çырăнма ĕлкĕрнĕ.
- Кирлĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, - терĕ В.Никитинский. - Вăл Раççейĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине, демографи лару-тăрăвне тĕрĕс уçса парать. Мĕнле-ха айккинче юлăн;
Владимир Дмитриевич Чулхула облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Алла аттестат илнĕ çамрăкăн малалла вĕренес вырăнне вăрçа тухса кайма тивнĕ. 19 çулта каччă вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Орел, Курск хулисене фашистсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Днепр çинчи çапăçура йывăр аманнă. Салтак çартан 1950 çулта çеç таврăннă. Тинех ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ _ аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Чăваш Енре хими комбиначĕ тума тытăнсан çемйипех куçса килнĕ. «Химпрома» аталантарма вăй-халне шеллемен. Çирĕм çула яхăн предприятин производство службине ертсе пынă. Паян та вăл алă усса лармасть: вăй çитнĕ таран пахчара тăрăшать. Тунсăх пуссан аллине мандолина тытать.
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă май Владимир Дмитриевич Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ уяв парадне хутшăннă. В.Никитинский 2010 çулхи халăх çыравне те хутшăнма тÿр килнĕшĕн савăннине пытармарĕ. Анчах çĕршывăн çĕнĕ сăн ÿкерчĕкĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă юлташĕсем пулайманнишĕн чунĕ хурланать унăн.
Перепись хутĕнчи ыйтусене тултарма Настьăна çичĕ минут та çителĕклĕ пулчĕ. Кил хуçине ăшшăн тав туса вăл ыттисем патне васкарĕ.
«КАШНИНЕХ ШУТА ИЛЕСЧĔ»
Шупашкар хулин Калинин район администрацийĕ çуртĕнчи çырав стационарĕн пунктĕнче те ĕç вĕресе кăна тăрать. Переписчиксем кашни килех çитме палăрт-нă-ха. Çапах хăйсен ирĕкĕпе стационар пунктĕнче çырăнас текенсем те пайтах. Çыравăн малтанхи тапхăрĕнчех Калинин район пуçлăхĕ О.Бирюковпа ун ĕçтешĕсем ыйтусем çине «хăçан, ăçта çурални, çемьелĕх, наци, ĕç, уйрăм çурт-йĕр пурри тата ыт.те» хуравлама ĕлкĕрнĕ.
Калинин районĕн çырав комиссийĕн председателĕ О.Иванов ытти участокра та яваплă тапхăр йĕркеллĕ иртессе шанса тăрать. Виçĕ çул каяллах халăх çыравне хатĕрленме тытăннă. Районта уйрăм çынсем, хăйсем тĕллĕн тунă çуртсем нумай пулнипе адрес хуçалăхне йĕркелессипе самай ĕçлеме тивнĕ. Çапах кăçалхи октябрь тĕлне мĕн палăртнине йăлтах пурнăçланă. Мероприяти ирттерме пÿлĕмсем те, кадрсем те хатĕрлесе çитернĕ. Яваплă ĕçе право органĕнче вăй хуракансем те пĕрле туса пыраççĕ.
- Пирĕн тĕллев - кашни çыннах шута илесси, - терĕ комисси председателĕ. - Çырава хутшăнасси, паллах, кашнин хăйĕн ирĕкĕ, анчах пĕри айккинче юлсан та кăтарту тĕрĕс пулаймĕ. Çĕршывшăн кашни çын шутра.
Л.Никитина.