20 октября 2010 г.
ЧЕРЕТЛĔ НОМЕР
Кĕрхи çил варкăшĕпе «Капкăнăн» 16-мĕш номерĕ вулакансем патне çитрĕ. Унăн хуплашкийĕн-чех кĕр мăнтăрĕ курăнать: кăмпаçă вăрман пуянлăхне турттарса кайма лав ыйтать. Пурнăçпа тан утакан журналăмăр юпа уйăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене, суйлава, халăх çыравне тата ытти уява та асăрхамасăр хăварман.
Яланхи пекех «Капкăнра» пурнăç тумхахĕсемпе, тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхпа çынсен кăмăлне пăснă «паттăрсемпе» паллашма пулать. Хальхинче танатана Канаш лесничествин Тăвай участокĕн лесничийĕ А.Кайсаров, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри Н.Мешкова «шĕветÿçĕ», тăванне кастрюльпе тата чейникпе хĕнесе «чапа тухнă» Р.Егоров, çул-йĕр правилисене пăхăнмасăр машинăпа пысăк авари туса айăпне виле çине йăвантарма хăтланнă А.Нечепуренко тата ыттисем çакланнă.
Шÿт-кулăша юратакансене яланхи пекех «Çÿпçипе хупăлчи», «Кун пекки те пулкалать», «Пултаракансемпе култаракансем», «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» рубрикăсемпе кун курнă хайлавсемпе ÿкерчĕксем, «Капкăн каçмăш» савăнтарĕç. Ырă пушă вăхăт тĕлне пултăр «Капкăн» журнала илсе вулама!
***
Икĕ хĕр тĕл пулнă. Пĕри ыйтать:
- Çĕнĕ çуртра мĕнле пурăнатăн-ха?
- Лайăхах. Малтанах хама унта ют пек туяттăм, халĕ ĕнтĕ пĕтĕм кÿршĕпе вăрçăнса тухрăм.
***
- Анне электрочейник тÿрлетме ыйтрĕ.
- Вара мĕн? Эсĕ электрик-иç.
- Пĕр-ик сехет чакалантăм пулĕ. Пăхман вырăн хăвармарăм. Анне чейнике розеткăна чикмен иккен.
***
Университет преподавателĕ деканата савăнăçлăн чупса кĕрет. Вăл тин кăна 20 сехетлĕ курсăн юлашки лекцине вуланă.
- Эсĕ мĕн питĕ савăнăçлă?
- Юлашки лекцире те пулин мана пĕрремĕш ыйту парса курчĕç.
- Мĕнле ыйту пачĕç вара?
- «Каçарăр та, кантăк уçма юрать-ши?» - терĕç.
***
Çÿп-çап купи патĕнче икĕ бомж лараççĕ.
Пĕри:
- Илтнĕ-и эс, тĕнчере кризис пырать!
Иккĕмĕшĕ:
- Мĕне пĕлтерет-ха вăл?
- Мĕнле калас, санăн паллакан олигархсем пур-и?
- Çук.
- Малашне вара пулĕç.
***
Автобус лăк тулли. Алăк патĕнче аран-аран тăракан арçын:
- Халăх! Хĕсĕнĕр-ха кăштах, атту пуçсем тăрăх утса кайăп.
Пĕр арçынĕ шакла пуçне йĕпе аллипе сăтăрса илет те:
- Эс тулĕккĕш шуса ан ÿк.
- Ан пăшăрхан, ман пушмак тĕпĕ пăталлă.
***
- Тĕнчере чи ухмах чĕр чун хăшĕ-ши?
- Ĕне. Хăй шыв ĕçет, çынсене вара сĕт парать.