АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăх сыхлавçи

20 октября 2010 г.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ çак кунсенче тăван халăха тепĕр ырă ят тавăрса пачĕ.

Иван Николаевич Юркин «1863-1943 çç.» хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăвашлăха хÿтĕлессине халалланă. «Хамăр чăваш çынни», «пирĕн чăваш хĕрĕ», «хамăр халăхăмăр» - çапларах çаврăнăшсем чĕлхе çине килнĕ вăл чăваш пирки сăмах тапратсан.

«Эпĕ çамрăк чухне чăвашла çырса асапланаттăм, - аса илнĕ Юркин. - Пĕлекен çынсем, ял-йыш, юлташсем эпĕ çапла çырнине пĕлсе манран кулатчĕç. Чăваш чĕлхипе çырни мĕне кирлĕ; Чăваш чĕлхи нихăçан та кирлĕ пулас çук. Чăвашсем сахалтан, вырăсла çырăва вĕрентнĕ пирки, малашне пурте вырăса тухса кайĕç. Çырăва вĕренменнисем тутарсен хушшинче тутара тухĕç. Чăваш чĕлхи питĕ начар чĕлхе... нимĕн те çырма хал çук, тетчĕç. Çапла калаçакансемпе эпĕ кирек хăçан та темĕн тĕрлĕ тавлашаттăм. Пирĕн чăваш халăхĕ часах ирĕлсе кайса çухалас çук. Чăвашсем ĕмĕр-ĕмĕрех чăвашсем пулса тăрĕç. Пирĕн чĕлхе пуян чĕлхе. Пирĕн сăмахсене ют çынсем те темĕн чухлĕ йышăннă: астăвăр вырăссене, арабсене, перссене тата ыттисене те».

Юркин-кĕрешÿçĕ чăваш халăхĕн мăнаçлăхне, вăй-халне ĕненнĕ, ыттисем - ĕненмен. «Сыхлăр авалхи тумăра, чăвашсем, пуян пулăр ĕмĕре!» - тет вăл пĕр тĕрленчĕкĕнче.

Сыхлăр авалхи чĕлхĕре, сыхлăр авалтан килекен йăла-йĕркене... Канăçсăр чĕреллĕ çыравçă çак сăмахсене ĕмĕрсем урлă паянхи чăвашсене калать тейĕн.

Иван Юркинăн повеçĕсене пухса йĕркелекенĕ тата «Духовное пространство Ивана Юркина» кĕнеке авторĕ Юрий Яковлев тĕпчевçĕ çапла калать: «Пурнăç çиппине тăсма кăна килмен çакăн пек çынсем çĕр çине - килнĕ вĕсем пурнăçăн хуплана пуçланă çăл куçĕсене уçма, тасатма... Килеççĕ вĕсем халăха халăх пек тума - авалхи капăр тумсене сыхлама кăна вĕрентмеççĕ вĕсем... Аса илтереççĕ авалхи тасалăха, чаплă вăхăта... Наци чысĕ пирки шухăшлама вĕрентеççĕ».

Кĕнекесене гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн библиотекинче туянса вулама пулать.

Т.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика