15 октября 2010 г.
Илĕртÿллĕ мăшăрччĕ. Пĕтĕмпех килĕшÿллĕччĕ вĕсен: сăнĕ, хусканăвĕ, тумĕ, пĕр-пĕрин çине ытараймасăр пăхни, алăран тытни... Туйăмлă та чĕрене пырса тивекен юрăсем шăрантаратчĕç Николайпа Любовь Гордеевсем.
Шел, çак мăшăр çинчен каласа панă чухне иртнĕ вăхăтпа усă курма тивет. Юррисен ячĕсем те çапларахчĕ: «Пулнă, пулнă, пулнă пуль...», «Иртнĕ çамрăк ĕмĕр», «Шăппăн ларар-и?», «Иртеç çулсем», «Эс телейлĕ-и манпа?»...
Мăшăр кăвакарчăнран пĕрне халĕ хăй юрланă пекех «курассăрăр, ай, килсен те пырса кураймастăр вĕт».
Мĕн хистенĕ-ши Николая студент чухнех «Каятпăр вĕт» хурлăхлă чăваш юррине çырса илме, каярах сцена çине кăларма; Хăйшĕн сыв пуллашу юрри пуласса пĕлнĕ пулсан-и;.. Çак юрăпах юлашки çула ăсатрĕç ăна, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне...
Николай Гордеевăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнăранпа октябрĕн 29-мĕшĕнче пилĕк уйăх çитет. Гордеевсен пултарулăхĕпе кăсăкланакансем Люба сцена çине тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Иккĕн кăна мар, пĕччен те юрланă-çке Люба. Лайăх юрланă. Мĕнлерех-ши халĕ унăн шухăш-кăмăлĕ; Туртать-и ăна сцена хăй патне; Кĕтсе илĕç-и ăна куракансем;
- Сцена çине тухатăп, паллах, -пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ Любовь Петровна. - Тухмасан Коля каçарман пулĕччĕ. Пĕрле юрлама палăртнă, анчах ĕлкĕреймен юрăсене халăх патне çитермеллех манăн.
Иккĕн юрланă юрăсене итлетĕп те... Турăçăм, пурте хурлăхлă-çке...
- Тен, çавăнпах халăх асĕнче юлаççĕ те. Чăваш халăх фольклорĕпе сăмахлăхĕнче те савăнăç юррисем сахал вĕт.
- Концертсенче тăнч-тăнч юрăсене итлеççĕ-ха, сиксех ташлаççĕ, анчах алă çупаççĕ те манса каяççĕ.
Çĕнĕ çул умĕн Кольăпа икĕ юрă çырса юлнăччĕ: «Ылтăн туй» тата «Манас çук». Юлашкинне сăввине те, кĕввине те Арсений Тарасов çырнăччĕ.
«Çĕмĕрт çеçкине ахалех çурчĕ пуль,
Хура çĕмĕрчĕ пĕрех пиçеес çук.
Пирĕн юрату та иртсе кайрĕ пуль,
Савăк каçсене, савнă куçсене
тек курас çук».
Унтан çине-çинех «манас çук» сăмахсем каяççĕ: манас çук савăк каçсене, савнă куçсене, санăн куллуна, сан сăнна... Тĕлĕнмелле илемлĕ те хурлăхлă юрă. Пĕр-пĕринчен куç илмесĕр юрланăччĕ ăна... Пуçласа çак юрăпа тухас тетĕп сцена çине, Кольăсăр...
Иккĕн тепĕр юрă та çырма пуçланăччĕ. Ун чухне пĕтерейменнине халĕ вĕçлерĕм. Ăна та Кольăна халалласа юрлăп:
«Аса илетĕн-и, манаймастăн-и
Савăк каçсене.
Аса илетĕн-и, манаймастăн-и
Ман ытамсене».
Пĕлетĕн-и, халĕ юрлама питĕ йывăр. Кашни юрă çаврăмĕ хыççăн пыра чул катрамĕ ларать.
- Каçарăр чунăра татах хускатнăшăн.
- Паян макăрасшăн марччĕ... Анчах макăрмасăр пĕрех кун иртмест. Юрать ĕçри хĕрсем, хамăн сутуçăсем, лайăх. Пĕрле макăрма та çын кирлĕ.
Пуçра ялан иккĕн юрланă «Кăвайт çунатчĕ» юрă çаврăнать.
«Кăвайт çунатчĕ, ялкăшатчĕ
çулăм -
Шăпа çырни, тен, çапла пулчĕ.
Вĕлтĕртетсе вĕçет-вĕçет
сар çулçă -
Сан çутă тĕлĕке ман тунсăх
çитĕ-ши?»
Ырату. Сăмахпа виçейми, ытама кĕрейми ырату. Ку вăл манăн ырату. Маларах аттепе аннешĕн кăна хуçăлса макăрма пулать тесе шухăшланă. Халĕ ăнланатăп. Аттепе-аннешĕн çапла макăрман. Макăрма та пултарайман.
Ман Коля çынсене пăхма, тен, кăрарах курăнатчĕ-и; Анчах та килте пĕчĕк ача евĕр ачаш пулнă. Унăн хÿттинче тĕнчери чи телейлĕ хĕрарăм пулнă эпĕ. «Эпир хитрисене мар, хамăра юратакансене юрататпăр» теççĕ. Ку вăл - пирĕн çинчен.
Кăçал пĕрремĕш хут çуралнă кун Кольăсăр иртрĕ... Мĕн кăна тумалла марччĕ пирĕн. Июньте мăнукăма чăваш тумĕ çĕлесе тăхăнтартса клипсем ÿкересшĕнччĕ. Çĕнĕ юрăсем çырасшăнччĕ...
- Хăвăрах çĕлетĕр-и?
-Хамах. Кольăна валли нумай çĕлеттĕм. Хам валли çĕленĕ евĕр. Шăлаварĕ, куртки, ветровки, кĕпи таран. Ун чухне, 80-90 çулсенче, хитре тум тупса илме йывăртарахчĕ. Коля ĕç укçи илсе килсенех пусма таврашĕ сутакан лавккана чупаттăм. Çимелĕх кăна хăвараттăм, ыттине пĕтĕмпех пĕтерсе килеттĕм. Анчах уншăн ÿпкев сăмахĕ илтмен. Пĕр кино ахаль курса ларман, ялан çĕлеттĕм. Ачамсене - вĕсен пĕр-пĕрин хушши çулталăк та çукчĕ - çывăрма вырттараттăм та çĕлеттĕм. Кольăна гастроле яма ялан хитре тумлантарнă.
Çывăрмалли пÿлĕмре Кольăн шкафĕ ларать. Япалисем маннинчен икĕ хут нумай. Концерт тумĕсем те çакăнса тăраççĕ. Вĕсене пуçтарса курупкăна чикме алă çĕкленмест. Пулччăрин. Ман мĕн, вырăн çитмест-и?
- Вăхăт сиплет теççĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ-ши?
- Пĕлместĕп. Алăк хăлăпне тытатăп-и, шкаф алăкне уçатăп-и, куç кĕскинчен пăхатăп-и, кравать çине ларатăп-и - пур çĕре те Коля сĕртĕннĕ, пăхнă, сывланă. Халĕ çак чĕлхесĕр япаласем маншăн пушшех хаклă. Вĕсенче Кольăн чун ăшши юлнă. Коля телефонне халĕ те сÿнтерместĕп. Çыхăну ан татăлтăр...
- Сцена çине хăçан тухасшăн; Куракансен ăçта пымалла?
- Октябрĕн 30-мĕшĕнче Света Григорьева Трактор тăвакансен керменĕнче хăйĕн концертне ирттерет. Çавăнта тухса юрласшăн. Вăй çитеретĕп пулĕ тетĕп.
_ Малтанлăха туссен концерчĕсене хутшăнатăр, кайран, тен, хăвăр та йĕркелĕр-ха.
- Çук, пĕччен йĕркелеместĕп. Укçа-тенкĕшĕн çунмастăп. Кам ăçта ĕçлесе илет. Мана хамăн лавкка та çитет.
_ «Любава» лавккана тĕп хулара пурăнакансенчен нумайăшĕ пĕлет. Бизнеса та çĕлеме юратниех илсе кĕчĕ-тĕр сире.
- Маларах пусма илсе килĕп те çĕлесе сутăп тесе шухăшлаттăм. Ятарласа çĕвĕçе вĕренмен. Анне лайăх çĕлетчĕ. Сăмах май, çемьере 4 хĕр - пурте çĕлеме пĕлнĕ. Эрне сутаттăм та материалĕ пĕтсе каятчĕ. Татах илме каяттăм. Çĕлесе сутасси пулмарĕ, пусми хăй сутăна пуçларĕ.
Пурăна киле Кольăпа пусма лавкки уçрăмăр. Халĕ пире тăрантараканни вăл. Мăшăрсăр юлсан кĕрен-тухан «хупăнатăр ĕнтĕ» теме пуçларĕ. Мĕншĕн хупăнмалла? Коля кăна та каçарман пулĕччĕ. Бизнеса ăна хам явăçтартăм, вăл вара мана сцена çине кăларчĕ. Çичĕ çул иртрĕ унтанпа.
- Чăваш эстрадине епле хаклатăр? Такам та пур вĕт-ха унта.
- Такам та пултăр. Такам та пĕр пĕччен концерт параймасть. Халăха улталаймастăн. Халăха хитре сасăпа та тĕлĕнтерейместĕн. Халăха хăй çине пăхтаракан, куçа курăнман илĕртÿлĕх, вăй кирлĕ. Иовлевăнах илер. Халăх юратать-и? Юратать. Кузнецовăна курма çÿреççĕ-и; Çÿреççĕ. Халăх хăйне мĕн кирлине хăй суйлать, хăй пĕлет.
Пулаççĕ унта вĕлтĕр-вĕлтĕр тухса юрлакансем, анчах халăх асĕнче юлмаççĕ.
- Тепĕр тесен кашни артистăн хăйĕн кураканĕ.
- Çапла. Пĕри Трактор тăвакансен керменне пин çын пуçтарать. Тепри пилĕк çĕр вырăнлă Агрегат завочĕн залне пухать. Виççĕмĕшĕ 40-50 çын пухайсан та хĕпĕртет.
...Чылайччен калаçса лартăмăр Любовь Петровнăпа. Кашни сăмахĕнче, хусканăвĕнче унăн чун ыратăвĕ палăрчĕ. Çемье бизнесне тытса пыма халĕ ăна ачисем, Егорпа Гриша, пулăшаççĕ. «Кольăпа инçе çула тухсан çул тăршшĕпе çывăрса каяттăм. Ачасемпе - куç хупăнмасть. Чун вырăнта мар». Виçĕ çул тултаракан Даша мăнукĕ вара - чун уççи. Илемлĕ чул катăкĕ тупать-и, хĕп-хĕрлĕ пилеш çупкăмĕ татса кĕрет-и - чи малтан юратнă асламăшне тыттарать.Тепĕр чух иккĕн тан ахăлтатсах кулаççĕ. Пурнăç малаллах. Ÿкнĕ сарă çулçă урăх ешермесен те пурнăç пур пĕр малаллах.
Е. Николаева.