АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыш хушăнать

15 октября 2010 г.

Чăваш Енре пенсин патшалăх софинансировани программине 77, 8 пин çын хутшăннă, çав шутран 2010 çулта - 19 пине яхăн. Раççейĕпе вара - 3 миллиона яхăн çын.

Çулталăк пуçланнăранпа пухăнса пыракан пенсин хушма взносĕ 16 миллион тенкĕпе танлашнă. Раççейĕпе çак программăна хутшăнакансем кăçал 1, 72 млрд тенкĕ куçарнă.

Аса илтеретпĕр, пенсин патшалăх софинансировани программи вăл - ĕçлекен çынсене патшалăх пулас пенсине пысăклатма май туса пани. Енчен те гражданин хăйĕн пулас пенсине çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран хывать пулсан, патшалăх çак суммăна икĕ хут ÿстерсе ăна çав çыннăн пенси счетне куçарать.

Пенсин патшалăх софинансировани программине вунă çуллăха «пĕрремĕш взнос хывнă самантран» палăртаççĕ. Программăпа килĕ-шÿллĕн взноссене уйăхсерен е çулталăкне пĕрре предприяти бухгалтерийĕ, çавăн пекех кирек хăш банк урлă куçарма пулать. Взноссене перекет банкĕн тÿлев терминалĕсем урлă та хывма юрать. Çапла тума вырăнти Пенси фончĕн уйрăмĕнчен илнĕ штрих-кодлă квитанципе кăна усă курмалла.

Пенси çулне çитнĕ «хĕрарăмсемшĕн - 55 çул, арçынсемшĕн - 60 çул», анчах та пенси илме пыман тата пухăнакан пенсине хăйсем тĕллĕн укçа куçаракансен взносне патшалăх 4 хут ÿстерет.

Паян пенсин патшалăх софинансировани программине патшалăх пулăшăвĕн интернет-порталĕ «www. gosuslugi.ru» урлă та кĕме пулать. Порталта регистрациленнĕ кашни çынах çак пулăшупа усă курма пултарать - Раççей Пенси фончĕн уйрăмне кĕрсе заявлени формине кăна тултармалла.

Çавăн пекех Раççей Пенси фончĕн уйрăмĕнче программа пирки тĕп-лĕнрех ыйтса пĕлме консультаци центрĕ уçнă. Талăкĕпех тÿлевсĕр ĕçлекен телефонпа «8 800 505 55 55» пенсин патшалăх софинансированийĕпе çыхăннă кирек епле ыйту çине те хурав илме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика