13 октября 2010 г.
Кавала каякан автобусра вырнаçса ларма та ĕлкĕреймерĕм, салона вашават хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. «Çакăнта Шупашкартан килнĕ хăна пур-и?» - терĕ васкаса. Сăмах ман пирки пынине ăнлантăм, паллашрăмăр. «Сире хирĕç тухрăм, атьăр, машинăпа кайăпăр», - малаллах хыпаланса калаçрĕ хайхискер.
«Ока» çăмăл машинăпа çула тухрăмăр. «Хурçă ут» хуçи - Н.Алексеева почтальонка. Юрăри пекех вăл кашни кунах çул çинче, кашни кунах руль умĕнче. Хăй каланă тăрăх почта таварне те унпах турттарать.
Ăруран ăрăва
Надежда Апполоновнăн амăшĕ Нина Николаевна Табакова та хăй вăхăтĕнче почтальонра вăй хунă. Çавна май ачисене те çак ĕçе хăнăхтарнă. Пиллĕкĕшĕнчен виçĕ хĕрĕ хăйĕн кун-çулне почта ĕçĕпе çыхăнтарнă. Пĕри, Галина, Мускавра та вăй хунă. Кĕçĕн хĕрĕ Надя халĕ Кавал çыннисене хаçат-журнал валеçет. Вăл та ку ĕçе ачисене явăçтарать. Çапла, почта сумкине 55 çул йăтать çак çемье. Малашне те ăна ют алла парасшăн мар вĕсем. Алексеевсен вăтам хĕрĕ Валерия та почтальон пуласшăн. «Хаçат-журнал валеçме кăмăллатăп», - тет вăл. Амăшĕ ерçмест пулсан хаваспах портфельне почта сумкипе улăштарать.
Хăйĕн ĕçне чăннипех юратнине Надежда Апполоновна кăçал Мускавра çирĕплетнĕ. Почтальонсен ятарлă конкурсне Раççейĕпе 8 çын хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне виçĕ тапхăрта тĕрĕсленĕ: тавçăрулăха палăртнă, конкурсантсем хăйсемпе паллаштарнă, юрă-ташăпа савăнтарнă. Кавал хĕрĕ хĕрÿ ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă, хаклă парнене - скутера - тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна вара Калуга облаçĕнчи С.Скороходов тухнă. Ăна çăмăл машинăпа чысланă.
«Кирек хăш ĕçе те юратса тусан çитĕнÿ тума пулать», - тет Н.Алексеева. Хăй Раççей шайĕпе палăрасса ĕненмен те, шанман та. Кăçалхи март уйăхĕнче пичетленнĕ «Почта России» журналăн хуплашкине Кавал хĕрĕ илем кÿнĕ.
Чыс-хисеп кунпа кăна вĕçленмен-ха. Çĕнтерÿçе Хура тинĕс хĕррине канма кайма путевка та панă. «Çемйипех кантăмăр, - аса илет çуллахи кунсене Надежда Апполоновна. - Анчах та килти ĕç-пуç пирки пĕр кун та шухăшламасăр пурăнаймарăм. Ара, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Сумалли ĕне çеç виççĕччĕ. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама аслă хĕре Таньăна шантăмăр».
Почтальонка та, вĕрентекен те
Ялта хушма хуçалăхсăр епле пурăнăн? Алексеевсен 60 гектар çĕр. Ăна сухаласа хатĕрлеме, тухăçа пуçтарма трактор, комбайн пур. Çĕр улми, тĕш тырă, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ вĕсем. Кил хуçи Геннадий Николаевич «Якрав» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. «Кăçал çĕр улми аван çитĕнчĕ, - тет Надежда Апполоновна. - Çавна май сутса тупăш та турăмăр».
Паллах, пилĕк авмасăр, вăй хумасăр тухăç илеймĕн. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр уй-хирте ĕçлеççĕ Алексеевсем, виçĕ хĕрĕ те ашшĕ-амăшĕ пекех тăрăшуллă. Кĕçĕн хĕрĕ Карина ача садне çеç çÿрет-ха, çапах та мĕн вăй çитнĕ таран амăшне пулăшать.
Н.Алексеева почтальонка çеç мар, вĕрентекен те. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн 16 çул вăл вырăнти шкулта ачасене «Тăван ен культурине» вĕрентет. Хăй вăхăтĕнче «Учитель çулталăкĕ» конкурса хутшăнса районта финала тухнă. Почта сумкине вара пĕр канмасăр 8 çул йăтать вăл. «Хамăн ĕçе чун-чĕререн юрататăп, - чунне уçать хастар хĕрарăм. - Çынпа калаçма килĕшет. Ватăсене тепĕр чухне пулăшма та тивет. Хаçат валеçнĕ вăхăтрах пĕрне качака суса пулăшатăп, теприне урăх ĕç туса паратăп». Чăн та, урамри ватта-вĕтте чĕнмесĕр иртме пултараймасть вăл. Кашнинпех ăшшăн калаçать.
«Надя пилĕк çынна тăрать, - тет Кавалти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Ланина ăна хакласа. - Вăл хăйĕн ĕçне чунпа парăннă».
Н.Алексеева 300-е яхăн киле хаçат-журнал валеçет. Ял халăхĕ «Хресчен сасси», «Хресчен сасси-Кил» кăларăмсене кăмăлласа çырăннине пĕлтерчĕ. Пĕр çулхине асăннă хаçатсене ытларах çырăнтарнăшăн Издательство çурчĕ ăна парнепе чысланине те палăртрĕ.
Мускав парни
Пултаруллă, вашават хĕрарăм пур çĕре те ĕлкĕрни тĕлĕнтерчĕ. Кил-çурчĕ те тирпейлĕ унăн, ĕçре те çитĕнÿ тăвать, çемйи те таса та тутă, спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнать, пултарулăхĕ те тапса тăрать. «Епле ĕлкĕретĕн?» - терĕм тĕлĕнсе. «Кăмăл пулсан пур çĕре те ĕлкĕрме пулать. Турă вăй-хăват парать мана. Чылай ĕçе пурнăçлама çак «хурçă ут» пулăшать, - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ «Ока» çине кăтартса. - Малашне вара скутера та алран ямăп».
Хăй каланă тăрăх мăшăрĕнчен маларах вĕренсе права илнĕ вăл. «Инçе çула тухма шикленетĕп. Район центрне вĕçтерсе кайса килетĕп, почта ĕçĕнче усă куратăп, вăрмана çырла-кăмпа пуçтарма та унпах çула тухатăп», - терĕ калаçăвне пĕтĕмлетсе.
Кил картинче ларакан Мускав парни те хуçине кĕтет. Тур лаши пек «тапăртатса тăрать», малтан мала каясшăн çунать.
Вăрмар районĕ.