АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнтермĕш çăл куç

13 октября 2010 г.

 Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕ 90 çул тултарнă май

Республикăри чи пĕрремĕш музыка шкулĕ питĕ йывăррăн уçăлнă. Хăйĕн уйрăм çурт та, музыка инструменчĕсем те, вĕренÿ пособийĕсемпе нотăсем те пулман. Вăл çулсенче пур çĕрти пекех Чăваш Енре те инструментсене çынсенчен пуçтарса учрежденисен хушшинче валеçнĕ. Шкула клавишлă виçĕ инструмент уйăрса панă, унсăр пуçне педагогсемпе вĕренекенсем килĕсенчен илсе килнĕ çичĕ сĕрме купăс çеç пулнă. Анчах та пĕтĕм чун-чĕрипе шкулшăн çунакансем пуç усма паман. Тихон Данилович Алексеев «шкулăн пĕрремĕш директорĕ», Федор Павлович Павлов «пĕрремĕш учитель, шкула тата республикăри мĕнпур музыка культурине пуçарса яраканĕ» йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантарсах тăнă.

ЙЫВĂРЛĂХСЕНЕ ПАРĂНМАСĂР

ЧР патшалăх тĕп архивĕнче Шупашкарти музыка шкулĕ хăçан, епле условисенче уçăлни тата пĕрремĕш занятисем пуçланни пирки документсем упранаççĕ. Доклад текстĕнче çакăн пек палăртнă: I тата II пусăмлă музыка шкулĕ 1920 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче уçăлнă. Занятисем çак çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче пуçланнă.

Хăш-пĕр документра малтанхи çулсенче вĕреннĕ çамрăксен аса илĕвĕсем упранса юлнă. Акă мĕн çырать вĕренекенсенчен пĕри - Тамара Михайловна Смирнова: «Çав çулсенче музыка шкулĕнче ачасем кăна мар, каччăсемпе хĕрсем те пĕлÿ пухатчĕç. Музыка шкулĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан II пусăмлă шкулта вырнаçнăччĕ. Вĕренмелли условисем япăхчĕ. Мĕнпур заняти каçхине кăна иртетчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта мĕнле те пулин мероприяти пынă чухне эпир, вĕренекенсем, педагогсемпе пĕрле сехечĕ-сехечĕпе пÿлĕм пушанасса кĕтсе тăраттăмăр. Занятисем ытларах чухне краççын лампи çутнă сивĕ пÿлĕмсенче иртетчĕç. Çутă çитместчĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă педагогсем - В.П.Воробьев, С.Ф.Иванов, Е.М.Сиверс, Н.В.Будникова, Н.В.Зеленецкая, И.К.Кузьмин - тăрăшнине кура шкул ниме пăхмасăр малалла талпăннă, вĕренекенсене те тарăн та çирĕп пĕлÿ панă. С.М.Максимов директор шкул ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Эпĕ ăна ачасемпе яланах питĕ тимлĕ те чăтăмлă пулнине астуса юлнă».

1929 çулхи октябрьте Шупашкарти музыка шкулĕ вырăнне Шупашкарти музыка техникумĕ «халĕ Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищи» уçăлать. Техникум пулса тăнă май преподавательсен йышĕ пысăк квалификациллĕ специалистсемпе пуянланать.

1941 çулхи çулла, вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май, музыка шкулĕнче те, училищинче те занятисем вăхăтлăха чарăннă. Преподавательсенчен чылайăшĕ фронта тухса каять. Училищĕре çар казарми туса хураççĕ. Чăтăмсăррăн шкул уçăласса кĕтекен ачасемпе учительсемшĕн хаяр вăрçă çулĕсем вĕçленессĕн те туйăнман. Çав йывăр тапхăрта хулара тăрса юлнă преподавательсем çар объекчĕсенче ĕçленĕ. Пушă вăхăтра çар госпиталĕсенчи салтаксем валли концертсем лартнă, ăшă япаласем çыхнă. Вăрçă пынине пăхмасăрах 1943 çулхи октябрьте музыка шкулĕнче занятисем çĕнĕрен пуçланнă, тепĕр çултан - училищĕре. Музыкăна вĕренес текенсен йышĕ тÿрех ÿсме пуçлать. Экзамен тытмашкăн шкул алăкĕ умне 9-11 çулсенчи шăпăрлансем кĕпĕрленсех килсе тăраççĕ. Вĕсен хушшинче пултаруллисем, юрра-кĕвве ăнланаканнисем сахал мар пулнă. Хăшĕ-пĕри музыка инструменчĕсемпе пионерсен керменĕсенче, студисенче калама вĕреннĕ. Теприсене Турă пани канăç паман. Пĕлÿ илесшĕн хыпса çунакан ачасен куçĕсем ялкăшса çиçнĕ. Мĕнле-ха вĕсене каялла килĕсене çавăрса ярăн; Пултаруллă çамрăксене аталанма пулăшас тесе каçхи шкул уçма шутлаççĕ. Ыйтăва хăвăрт татса парса малтанлăха 40 ачана вĕренме йышăнаççĕ. 1959-60 вĕренÿ çулĕсен пуçламăшĕнче вĕренекенсен шучĕ 147-е çитнĕ, классем вара пĕтĕмпе те 5 çеç пулнă. Çулсем иртнĕ май музыкăна вĕренес текенсен шучĕ татах та нумайланса пырать. Çавна май 1964 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче çĕнĕ çурт хута каять. З.Ф.Денисова «кайран шкул директорĕ пулнăскер» акă мĕнле аса илет ăна: «Ку кун ĕмĕрлĕхех чылайăшĕн асĕнче юлĕ. Çынсен чĕрисем савăнăçпа тулнăччĕ. Куçран куççуль мĕншĕн юхса аннине те пĕлмерĕм. Çак çутă классемлĕ тата пысăк концерт залĕллĕ çурт пирĕншĕн питĕ çывăх та хитреччĕ, хаклăччĕ... 1964 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче шкул иккĕмĕш хут çуралчĕ тесе калама пулать. Вăл уçăлнă ятпа ирттернĕ çутă уяв каçне вара нихăçан та асран кăларас çук».

Паянхи шкул

90 çул хушшинче музыка шкулĕнчен 4 пин ача вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра кунта юрă-кĕвĕпе туслă 500 ача пĕлÿ пухать, 100 ытларахăшĕ «3 çултан пуçласа 7 çултисем» хатĕрленÿ уйрăмĕнче вĕренет. Мĕн тĕрлĕ кăна музыка инструменчĕпе калама вĕрентмеççĕ-ши кунта: фортепиано, сĕрме купăс, виолончель, флейта, саксофон, гитара, аккордеон, балалайка... Хорта е пĕччен юрлама та май пур. Мĕнпур вĕренекен теори дисциплинин тулли курсне иртет. Унта сольфеджио, кĕвĕ итлесси, музыка литератури, ритмика... Импровизаци, композици, эстрада тата джаз музыкин, творчество ăсталăхĕн факультативĕсем ĕçлеççĕ.

Шкулта пултарулăх ушкăнĕ те нумай: виçĕ хор, икĕ вокал ансамблĕ «кĕçĕннисен тата аслисен», гитарăпа калакансен, сĕрме купăсçăсен, тăмраçăсен ансамблĕсем, халăх инструменчĕсен оркестрĕ, «Надежда» инструмент ансамблĕ, преподавательсен «Вдохновение» вокал ансамблĕ.

Музыка шкулĕнче çавăн пекех пысăк тата пĕчĕк концерт залĕсем, 17 пин ытла нота упракан библиотека пур.

Кунта вĕренекенсем республикăри, çавăн пекех регионти, Раççейри, пĕтĕм тĕнчери конкурссене ăнăçлă хутшăнаççĕ. Акă юлашки виçĕ çул хушшинче кăна малти вырăнсем йышăнса чылай конкурс лауреачĕсем пулса тăнисем çаксем: Никита Бушуев, Тимур Нардинов, Никита Цепков, Никита Мельников, Павел Егоров, Иван Чудинов...

Музыка шкулĕнче пĕлÿ илнисенчен чылайăшĕ паянхи кун çĕршыври чи лайăх аслă шкулсенче, вăл шутра Мускаври, Чулхулари, Хусанти, Саратоври консерваторисенче, Гнесинсем ячĕллĕ Мускав институтĕнче вĕренеççĕ. Шкултан тухса кайса ура çине тăнисем хăйсен учителĕсен йăлисене малалла тăсса республикăри, çĕршыври тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлеççĕ.

Пĕр ÿстермесĕрех калама пулать: чăн-чăн сиплĕ çăл куç вырăнĕнчех паянхи кун музыка шкулĕ. Вăл вун-вун пĕчĕк юхан шыва юпленсе вĕренекенсен умĕнче çĕнĕ çулсем уçать. Кунта чăн-чăн профессионалсем, юрра-кĕвве тивĕçлĕ хаклама пултаракансем пĕлÿ илеççĕ.

Юбилей çитнĕ май С.М.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕ «Тĕлĕнтермĕш юрă-кĕвĕ çăл куçĕсем...» ятпа пысăк фестиваль ирттерет. Уяв концерчĕсем Шупашкарта, октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 18-мĕшĕчченех тăсăлĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика