АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн тĕревĕ

13 октября 2010 г.

 «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн Елчĕкри хушма офисĕ виçĕ çул каялла кăна уçăлнă-ха. Çапах кĕске тапхăрта сулмаклă утăм тума, халăх шанăçне кĕме ĕлкĕрнĕ вăл. Унăн управляющийĕпе А.Н.Миллинпа пирĕн корреспондент Л.Никитина калаçать.

- Алексей Николаевич, тĕнчери экономика кризисне пăхмасăр банкăн хушма офисĕн çăмăллăхĕпе усă куракансен йышĕ ÿссех пырать. Ку мĕнпе çыхăннă?

- Раççей ял хуçалăх банкĕ агропромышленность комплексĕн аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнă май предприятисем, хушма хуçалăхсем унăн пулăшăвĕпе ытларах усă курма тытăнчĕç. Унччен уйрăм çынсене банксем çăмăллăх кредичĕ парсах кайман. Хушма хуçалăх - ял çыннишĕн тĕп тупăш çăл куçĕ. Елчĕк тăрăхĕнче пурĕ 8587 хушма хуçалăх. Çав шутра 1273-шĕ 203 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илчĕ. Укçа-тенкĕпе паха вăрлăх, ăратлă выльăх, ял хуçалăх техники туянаççĕ, вите-сарай çĕнетеççĕ. Çынсем кредитпа тĕрĕс, пĕлсе усă курни, парăма вăхăтра татса пыни савăнтарать. Шанчăклă клиентсемпе ĕçлеме те кăмăллă.

Банкăн хушма офисĕ районти 107 предприятипе ĕçлет. Çав шутра 21-шĕ производствăна аталантарма кредит илнĕ. Сентябрь вĕçленнĕ тĕле кредит портфелĕ ÿсрĕ, 180 миллион тенке çитрĕ. Çав шутра предприяти-организацин - 68 миллион, уйрăм çынсен 112 миллион тенкĕ. Кăçал 293 çын 46 миллион тенкĕлĕх кредит илчĕ, ытларахăшĕ хушма хуçалăха аталантарма.

«Прогресс» хупă пĕрлешÿ 15 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕпе тата хăйĕн укçипе сысна фермине тĕпрен юсаса çĕнетрĕ. Халĕ унти мĕнпур ĕçе механизациленĕ. Витери ĕç-пуçа компьютер урлă сăнаса тăраççĕ. Ют çĕршывсенчи чаплă фермăсенчен пĕртте кая мар. Пĕрлешÿ кредита 8 çуллăха илчĕ, банк тĕп парăма татассине виçĕ çуллăха тăсрĕ. Субсидиленипе пĕрле шутласан процент ставки те 3,45 çеç. Мĕнрен япăх? Хуçалăх комплексра 4 пин сысна усрама палăртнă. Ертÿçĕсем хаклă проект çулталăк çурăран тăкаксене саплаштарасса шанса тăраççĕ. Сăмах май, «Победа» хуçалăхăн та кăçал çĕнĕ ĕне ферми хута кайрĕ. Сĕт сумалли зал, сĕт пăрăхĕ, сивĕтекен оборудовани... Хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен условисене йăлтах тума тăрăшнă. Предприяти те банкран илнĕ çăмăллăх кредичĕпе усă курнă.

Фермерсем те час-часах пирĕнтен пулăшу ыйтаççĕ. Ятарлă программăпа вĕсене салуксăрах кредит пама пултаратпăр. Техника туяннă чухне акă вĕсем 10 процентне хăйсем тÿлеççĕ, ытти - кредитпа. Туянакан техникăна банка салука хывма май пур. Çакă ĕçе тытăнакансемшĕн уйрăмах аван. Мĕншĕн тесен вĕсен салука хывса кредит илме пурлăх та çук.

- Çапах кредит йывăр çĕклем. Кăçалхи шăрăх, типĕ çанталăк çĕр ĕçченне пысăк тăкак кăтартрĕ. Кредит вĕсене татах çапса хуçмĕ-и?

- Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕсене шута илсе Раççей ял хуçалăх банкĕ заемщиксене пулăшма маларах илнĕ кредитсен тÿлевĕн вăхăтне тăснă, виçĕ çул таран. Карл Маркс ячĕллĕ, «Урожай», «Колос» хуçалăхсем çак пулăшупа усă курчĕç ĕнтĕ. «Нива» агрофирма, «Труд» хуçалăх, Цветков фермер тÿлев вăхăтне тăсасси пирки пĕлтерчĕç. Хушма хуçалăха аталантарма илнĕ çынсене те пулăшма хатĕр эпир. Хальлĕхе вĕсем кредитпа вăхăтрах татăлса пыма тăрăшаççĕ.

Кăçал хушма хуçалăх валли паракан кредитăн процент ставкине икĕ хут чакарнă. Çавăн пекех предприятисемпе организацисене паракан нумай çуллăх кредитсен процент ставки те пĕчĕкленнĕ. Çакă уйрăмах потребитель кооперацийĕн организацийĕсемшĕн, ял хуçалăхĕпе кредит кооперативĕсемшĕн усăллă.

- Шанчăклă банкпа ĕçлеме те кăмăллă. Хушма офис хăйĕн клиенчĕсене тата мĕнле çăмăллăхсем сĕнме пултарать?

- Клиентсен хисепĕ ÿссе пынă май район центрĕнче банкомат вырнаçтартăмăр. Çынсем черет тăмасăрах кредит тÿлеме, шалу илме пултараççĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи 17 организаци Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă шалу илме килĕшÿ турĕ. Пенсионерсем те банк пулăшăвĕпе анлă усă кураççĕ. Вĕсем кредит, банкомат урлă укçа илме тÿлевсĕр социаллă карттă уçма пултараççĕ. Унта пухăнакан пенси укçи çумне банк çулталăкра 7 процент хушса парать. Ватăсем «Пенсионный», «Пенсионный люкс», ĕç çыннисем «Агро-КЛАССИКА», «Агро-СТИМУЛ» вкладсене кăмăллаççĕ. Клиентсене пĕтĕм тĕнчере усă куракан «Виза», «Мастер-Карт» пластик карттисене паратпăр. Банк тĕрлĕ тавар туянма, газ кĕртме, инженери коммуникацийĕ йĕркелеме, ачасене аслă шкулта вĕрентме те кредит уйăрать. Пĕлÿ илме паракан кредитăн ставки те пысăк мар.

Хушма офисра вкладсем йышăнатпăр, пластик карттисем хатĕрлетпĕр, ют çĕршывсен валютисене улăштаратпăр. «Вестерн Юнион» тытăмĕпе укçа йышăнатпăр, паратпăр. 460 çын пирĕн пата укçине упрама хывнă. Кăçал Раççей ял хуçалăх банкĕ йĕркеленнĕренпе вунă çул çитнĕ май уйрăм çынсене кредит парас енĕпе ирттернĕ конкурсра мала тухрăмăр. Коллективра тăххăрăн вăй хуратпăр. Пĕчĕк ушкăнпах курăмлă ĕç тума, районти çынсене, предприяти-организацисене укçа-тенкĕ енчен пулăшма пултарни, вĕсем пире шанса тăни малалла ĕçлеме хавхалантарать. Çыхăну çирĕпленсе пырасса шанса тăратăп. Банк çĕр ĕçченĕн тĕревĕ пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика