08 октября 2010 г.
Кĕрхи кунпа киленнипе пĕрлех сивĕсем пуçланиччен ырана хăвармалла мар ĕç те чылай.
ТĔп Ĕç
Пĕрин улмуççи лартса ĕлкĕрмелле, теприн - ыхра, виççĕмĕшĕн кĕл чечекне лайăх хупласа хăвармалла. Анчах та чи кирли вăл - çуллахи шăрăхпа вăйсăрланса юлнă ÿсен-тăрана çирĕплетсе хăварасси. Пĕрремĕшĕнчен, вĕсене лайăх шăвармалла «вăйлă çумăрсем пулман пулсан». Иккĕмĕшĕнчен, органика тата минерал удобренийĕсем хывмалла.
Октябрьте пахча çимĕç йăранĕсене кăна мар, йывăçсемпе тĕмсен çывăхне те органика удобренийĕ хушса - çĕрнĕ навус е компост - чаваççĕ. Тепĕр чух минерал удобренийĕ те - фосфорпа кали - хываççĕ.
Хăйне кирлĕ мĕнпур тутлăхлă веществона улмуççи, тĕслĕхрен, кĕркунне апатлантарсан кăна илеет. Çавăнпа та çĕрĕк тăпри çеç çителĕксĕр, коплекслă удобренисем те хывмалла: «Рязаночка», «Сударушка», «Семицветик» йышшисене. Вĕсене 30-40 см тарăнăш чавнă канавсене хывмалла. Кунашкал мĕнпур тутлăхлă вещество йывăçсемпе тĕмсен тымарне, вуллине, туратне çитет.
ТŸлевсĔр «ылтĂнпа» усĂ курар!
Ура айĕнче чăштăртатакан вĕренепе хурăн çулçине кĕреплесен е вăрмантанах пуçтарса килсен компост тума мĕнле лайăх материал пулмалла.
Пахчари улмуççипе тĕмсен çулçине тĕрлĕ чирпе чирленĕрен ку тĕлĕшпе усă курма аванах мар. Анчах та ăна сиенсĕрлетме 4 процентлă мочевина растворĕпе шăварма пулать. Çакăн хыççăн вăл компост тума юрăхлă. Унтах пахчана тасатса çунтарнă хыççăн юлнă кĕле хушмалла.
Компост мĕн чухлĕ ытларах хатĕрлетĕр тата ăна çĕре хыватăр, тăпра çавăн чухлĕ пулăхлăрах пулать тата нÿрĕ тытать.
ЛартатпĂр тата куçаратпĂр
Шăпах кĕркунне, çулçă тăкăнсан, хура хурлăхан, крыжовник, жимолость, улмуççи, груша лартаççĕ тата куçараççĕ. Сырлан, чие, слива, черешня тата абрикос кĕркунне лартнине юратмаççĕ, çуркуннеччен тăхтасан вырăнлăрах пулмалла.
Лартма илекен ÿсен-тăрана нихăçан та çул хĕрринче сутса тăракансенчен, пасартан, лавккаран туянмалла мар. Ÿркенмесĕрех çывăхри питомника çитмелле. Тымарĕ лайăх аталаннă ÿсен-тăрана туянмалла, вĕсен хушшинче аманни е типни пулмалла мар.
Тин çеç кăларнă тĕмсем лайăх каяççĕ. Илнĕ куннех, пĕр тăхтаса тăмасăр лартмалла. Пан улмипе грушăсене 60х80 см тарăнăшне лартмалла. Çĕр мĕн чухлĕ чухăнрах, ăна çавăн чухлĕ сарлакарах, тарăнрах чавмалла, пулăхлă тăпрапа, икĕ-виçĕ çулхи çĕрĕк тăприпе е компостпа хутăштарса шăтăка ямалла.
Тĕрĕс лартнă улмуççипе грушăн тымар мăйĕ «вулă тымара куçнă вырăн» 3-4 см курăнса тăмалла. 15-20 кунтан, çĕр кăштах ансан, йывăç та пусăрăнать, асăннă вырăн та кăштах çĕрпе хупланать. Пан улмипе грушăсен хушшине 5-6 метр хăвараççĕ пулсан, тĕмсен «хурлăхан, жимолость» 2-3 метр кирлĕ.
Ыхра лартасси
Чи лайăх вăхăт - октябрĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ. Лартма пысăк тата вăтам шăлсене суйласа илмелле. Çамрăк пахчаçăсен час-часах тĕл пулакан йăнăшĕ вăл - кăнтăр тата ют çĕршывран кÿрсе килекен ыхрапа усă курни. Пирĕн тăрăхра вĕсем йĕркеллĕ аталанаймаççĕ, чылай чухне пĕтеççĕ.
Ыхрана хуппине тасатмасăр сыввисене кăна лартмалла. Ун йăранне çулсеренех улăштармалла. Çутă лайăх лекекен, кашни тăваткăл метр пуçне пĕр-икĕ витре компост е биогумус «анчах та çĕрмен тислĕк мар!», йывăç кĕлĕ «1 тăваткăл метр пуçне литр банки» хушнă пулăх çĕр кирлĕ. Ыхра маларах хăяр, кавăн, пăрçа, купăста ÿснĕ çĕре килĕштерет. Çĕр улми, сухан е ыхра çитĕнтерни вара каймасть. Пысăк шăлсене 3-5 см «икĕ шăл çÿллĕш» тарăнăшне 12-15 сантиметртан лартса пыраççĕ, вăтаммисене - 8-10 сантиметртан. Лартнă хыççăн йăрансене ăшă шывпа шăварсан лайăхрах «пĕр тăваткăл метра 20 литр», октябрĕн 10-15-мĕшĕ хыççăн лартнисене мульчаламалла «компостпа, улăмпа е ÿкнĕ çулçăпа витмелле». Çапла туни шăнса пĕтесрен сыхлать, анчах та унта шăши иленме пултарать. Шăширен упранма йăрансем хушшине «Эфа» препарат хумалла.
Юлашкине - пŸлмене
Октябрĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш вунă кунлăхĕсенче кая юлса çитĕнекен пан улми сорчĕсене, пилеше, палана, сельдерее, шăлсăр сухана, çарăка, йÿç кăшмана пухса кĕртеççĕ.
Виççĕмĕш вунă кунлăхра купăстана та черет çитет. Кăшт шăнтни уншăн усăллă та: нÿрĕ çĕрпе вăл сивĕ кунра та ÿссе йывăрланать. Купăстана касмасăр, тăпăлтарса кăларсан тата аванрах. Ăна нÿхрепре е верандăра «пуçĕпе» çĕрелле туса çакаççĕ. Çапла вăл чылай хушă упранать.
Октябрĕн 20-мĕшĕ хыççăн ăшша юратакан лиансемпе «хăмла евĕр çаврăнса ÿсекен ÿсен-тăран» чечеклĕ тĕмсене - клематис, гортензи, рододендрон - хуплаççĕ: çĕртен 15-20 см хăварса каснă хыççăн турата çĕр çумне авса хыр лăссипе витмелле, ун çине хулăн сий - çулçă, унтан татах хыр лăсси.
Кĕл чечек «роза» тĕмне çĕртен çур метр хăварса касаççĕ, юлнă тунана çĕрпе, компостпа е торфпа хуплаççĕ. Тата хытăрах сивĕтсен уйăх вĕçĕнче е ноябрĕн малтанхи кунĕсенче ăшă тытма хыр лăссипе, çулçăсемпе витеççĕ.