АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăршăн хамăр яваплă

08 октября 2010 г.

 А. Кипеч, çыравçă:

- Унччен Раççейре нацилĕх ыйтăвне ытлах çĕклемен. Халĕ ООН хăш халăх мĕнле аталанса пынине тĕнче шайĕпе тĕпчет. Наци ыйтăвĕ çине çĕршывра урăхларах пăхни сисĕнет. Çырав наци политики мĕнле аталанса пынине кăтартĕ. Чăвашсем чăваш пулнинчен вăтанни иртет, хăйсене хăюллăрах тытаççĕ. Чăвашлăха, культурăна сарассипе библиотекăсем, наци радиовĕ лайăх ĕçленине палăртас килет. «Камра чăваш юнĕ пур, çав хăюллăнах хăй чăваш пулнине çирĕплеттĕр », - теесшĕн эпĕ иккĕленсе тăракансене. Пушкăртра, Тутарстанра çырава хатĕрленнĕ май халăх йышне упраса хăварассипе вирлĕ ĕçлени паллă. Пирĕн те юлас марччĕ вĕсенчен. Çырав кирлĕ, вăл республика, çĕршыв, тĕнче шайĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене татса-кăтартса парать: халăх мĕнле пурăннине, хисепне. Апла çырава хутшăнса хамăр йыша упрар.

Л. Алексеева, педагог, Вăрнар районĕ:

- Çырав тинех мигрантсене, пурăнмалли вырăн çуккисене тĕрĕс шута илме, вĕсем пирки власть органĕсене мерăсем йышăнма май парĕ. Вăрнар районĕ урлă чукун çул иртнĕ май çак ыйту çивĕч тăрать. Пирĕн тăрăха кам кăна килсе çакланмасть-тĕр; Йĕркене час-часах аякран килнисем пăсаççĕ. Куçса çÿрекен халăх пирки пĕр-пĕр программа кирлех.

Иртнĕ çырав хыççăн «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртнĕшĕн савăнатăп. Тинех шкулсен пурлăхпа техника бази çĕнелме тытăнчĕ. Шкул автобусĕсем аякри ялтан çÿрекен ачасемшĕн - çăлăнăç. Педагогсен ĕçне тивĕçлипе хаклани сисĕнет. 2010 çулти çырав та вĕрентĕве малалла аталантарма пулăшĕ.

Нацилĕх пирки каласан, паллах, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Чăвашсем ĕмĕртен сăпайлă, ĕçчен пулнă. Халĕ те чăваш ятне ямасса, вырăса е урăх халăха куçмасса ĕненетĕп, шанатăп.

А. Федорова, эстрада артисчĕсен союзĕн Чăваш Республикинчи общество организацийĕн ертÿçи:

- Чăвашсем республика тулашĕнче самай пурăнаççĕ. Иртнĕ çырав шăпах аякри чăвашсен хисепĕ палăрмаллах сахалланса юлнине кăтартрĕ. Кÿршĕри регионсенче час-часах пулатпăр-ха, анчах Томск, Оренбург, Красноярск, Коми... тăрăхĕсене сайра хутра çитетпĕр. Несĕлсемпе çыхăну татăлать. Çамрăк ăру чăваш халăхĕ çинчен ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх çеç пĕлет. Тăван чĕлхене, культурăна пĕлмесен вăл хăйне епле чăваш тесе йышăнтăр; Сисмесĕрех вырăсланаççĕ вĕсем.

Нумаях пулмасть Томскра пултăмăр. «Мĕнле çепĕç, илемлĕ чĕлхе, тумĕ епле капăр!» - тесе тĕлĕнеççĕ концерта пуçтарăннисем. Несĕлсен çыхăнăвĕ татăлса пынăшăн вĕсен чунĕ хурланать. Чăваш юрри-ташшине итлес, ентешсен пурнăçĕпе паллашас килет, анчах хыпар çитеймест аякка. Мĕншĕн чăваш юрăçисемшĕн Раççей телевиденийĕ хупă; Ун урлă хамăр пуррине кăтартма, пĕлтерме пулать. Чăваш хаçат-журналне сармалла, çитермелле ентешсем патне. Чăвашлăха чĕртмелле, манăçа тухма памалла мар. Ун чухне пирĕн йыш та чакмĕ.

К.Никитина, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри гимназире вĕренекен:

- Çыравра ачасене те шута илеççĕ. Вĕсен хисепне кура ача сачĕсем, шкулсем тăвас ыйтăва татса параççĕ. Çырав маншăн çĕнĕлĕх мар, ку ыйтăва гимназире час-часах хускатаççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Эпĕ 2002 çулти çыравра та çырăнма ĕлкĕрнĕ. Кăçал та юлмăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика