08 октября 2010 г.
Хресчен яланах çут çанталăкпа килĕшÿллĕ пурăннă. Мĕнпур пулăма асăрхама тăрăшнă. Çулçă епле тăкăннинче те пуласлăха курнă.
Чи малтанах мĕн тĕслĕ çулçă ÿкнине пăхнă. Мĕн чухлĕ симĕсрех, чăн-чăн кĕркунне çавăн чухлĕ маларах пуçланать тенĕ. Хурăн çулçи кĕркунне çÿлтен саралма пуçласан - çитес çур ир килет, аялтан - кая юлса. Юманпа хурăн çулçи пĕтĕмпех тата харăс ÿксен ăшă пулать.
Тепĕр чух икĕ-виçĕ çулçă ÿкет те, йывăç чылайччен çулçă тăкмасăр илемĕпе килентерсе ларать. Хресчен тÿрех ăнланать: сахал юрлă хĕле кĕтмелле. Енчен те çулçă симĕс тата йывăç çинче чылайччен тытăнса тăрсан, хĕл кĕске тата ытлашши сивĕ пулмалла мар.
Çакна та асăрханă: çулçăсем харăс тата хăвăрт ÿксен юр нумай пулать. Çулçă хăвăрт ÿкни хĕл ир ларасса пĕлтерет.
Юр çунă вăхăтра та йывăç çинче çулçă юлсан хĕл сивĕ пуласса кĕтмелле.
Хурăн çулçи Пукравччен «октябрĕн 14-мĕшĕ» ÿксе пĕтсен хĕл сивĕ те вăрăм пулать. Çулçăсем Казанскиччен «ноябрĕн 4-мĕшĕ» юлсан хĕл январьте пуçланать, çуркунне ир килет тенĕ.
Ытти йывăçсем хĕле тем пек хатĕрленсен те чие çулçă тăкмасăр хĕл пуçланмасть.
Ура айне ÿкнĕ çулçа пăхса хресчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: çулçăсем тÿнтер енĕпе çÿлелле выртсан çулталăк тухăçлă пулать, пиччен енĕпе - тухăçсăр.
Тĕлĕкре çулçă тăкăнни тĕлленсен - ырлăха. Ырлăх пултăр сире те, хаклă вулакансем! Çулçă çумăрĕпе киленме ан манăр.