АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейĕмĕр тулли

06 октября 2010 г.

«Росгосстрах» компанин тĕпчев центрĕ Раççей çыннисен 81 проценчĕ хăйсен пурнăçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Пĕр-икĕ уйăх каялла кăна-ха çакăн пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Вăрмансем çуннипе, тĕтĕм-сĕрĕм шăршипе аптраса çитнĕ çынсем хушшинче телейлисен хисепĕ 65 процент кăна пулнă.

Пушарсене сÿнтернĕ хыççăн сывлăш яланхиллех таса та уçă. Пурнăçĕпе кăмăллисен шайĕ те ÿснĕ. Тĕлĕнмелле пулин те халăх кăмăлĕ лайăхланни кĕр кунĕпе пĕр килнĕ. Ытларах чухне çынсем çуркунне савăнакан.

Кăçал шăрăх та типĕ çанталăк тата пушарсем хуçаланнă регионсенче пурнăçпа кăмăлсăррисен хисепĕ самаях ÿснĕ.

Çынсен телей туйăмĕ мĕнпе çыхăннă-ха;

- Граждансен лайăх пурнăç палли совет самани вăхăтĕнчех йĕркеленнĕ. Уйрăм хваттер, машина, дача, çемçе сĕтел-пукан, тĕрлĕ тĕслĕ телевизор пулсан çын телейлĕ шутланнă. Халĕ çынсен ĕмĕтленни йăлтах пур, - пĕлтерет çÿлерех асăннă компани директорĕ Алексей Зубец.

Раççей çыннисен 15 проценчĕн пурнăç шайĕ пĕтĕм тĕнчери «вăтам класпа» пĕр килет: çемье пуçне сахалтан та 1 автомобиль, уйрăм çурт е хваттер, тÿлевлĕ вĕренме е сипленме пултарни, çулталăкра пĕрре ют çĕршывсене канма кайни. Çĕршывра халăхăн тепĕр çуррийĕ те майĕпен пурнăçне лайăхлатса пырать, вăтам класа кĕме хатĕрленет. Çавăнпа вĕсем те пурнăçпа кăмăллă. Çитес çулсенче мĕн кĕтет-ши пире; 100 проценчĕпех пурнăçпа кăмăллă пулатпăр-и;

- Пĕр енчен хакласан, эпир халиччен çитмен шая çитрĕмĕр. Малашне çынсем тĕллевĕсене тата тиркевлĕрех куçпа пăхма тытăнĕç. Тепĕр енчен пăхсан, Раççей экономикинче квалификациллĕ кадрсем çитменни вăйлă палăрать. Çавăнпа та ĕçлес текен специалистсем кирлĕ. Лайăх пурăнас текенсем лайăхах пурăнĕç, - çапла шухăшлать Алексей Зубец.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика