06 октября 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ хуласемпе районсенче çÿренĕ чух бюджет организацийĕсем валли хаклă хакпа апат-çимĕç туяннине асăрхаттарнăччĕ. Вăл пуçарнипе çитменлĕхсене тĕрĕсленĕ май тупăннă укçа-тенке яваплă çынсем бюджета тавăрма пуçланă. Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак укçа социаллă учрежденисен нушисемшĕн каймалла: ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, чирлисем валли шприц, суран çыхмалли материалсем, юн ямалли тытăм тата санитари хатĕрĕсем йышши медицина изделийĕсем туянма. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕр больницăра килограмм тăвара 9 тенкĕпе туянни палăрнă, тепĕр клиникăн тĕп тухтăрĕ вара пĕр килограмм кишĕре 2 çул хушши хăйĕн упăшкинчен 35 тенкĕпе илсе тăнă.
Аса илтеретпĕр, ÿкĕнекенсен йышĕнче малтанах Канаш хула больницин тĕп врачĕ Курбан Эскеров тата асăннă хулан вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова пулнă. Михаил Игнатьев Канашра çул çÿревре пулнă чухне вĕсем çак суммăна бюджета компенсаци мелĕпе тавăрса панине пĕлтернĕ.
Уйрăм социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе туяннă чухне бюджет укçи-тенкине тăкакланине министерствăсем тата Чăваш Ен ведомствисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле тĕрĕслесе тăраççĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне тухăçсăр тăкакланă 501,2 пин тенке тавăрса панă, çав шутран вĕрентÿ учрежденийĕсем - 352,1 пин тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем 149,1 пин тенкĕ.
ЧР сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви 8 учрежденире тĕрĕслев ирттернĕ, 4-шĕнче бюджет укçине 66,4 пин тенкĕлĕх тухăçсăр тăкакланине палăртнă. Кăтартнă суммăна пĕтĕмпех тавăрса панă. Чи пысăк суммăна вара - 30,16 пин тенке - Чуварлейри туберкулеза хирĕç кĕрешекен санатори ертÿçисен тавăрма тивнĕ.
Муниципалитетсен сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем бюджет укçи-тенкипе тухăçсăр усă курнă хисепе кунсерен тавăраççĕ, çав шутра: Патăрьел районĕ - 51,79 пин, Çĕмĕрле районĕ - 25,5 пин, Çĕнĕ Шупашкар - 21,1 пин, Комсомольски районĕ - 13,34 пин, Çĕмĕрле хули - 9,5 пин, Хĕрлĕ Чутай районĕ - 9,14 пин, Вăрмар районĕ - 6,6 пин, Етĕрне районĕ - 6,0 пин, Муркаш районĕ - 3,7 пин, Канаш хули - 3,0 пин, Пăрачкав районĕ - 1,7 пин тенкĕ.
Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ пилĕк учрежденире хушма тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслевре обязательнăй медицина страхлавĕн 110,5 пин тенкипе тухăçсăр та перекетсĕр усă курнине палăртнă, çав шутра: Çĕрпÿри тĕп больница - 81,0 пин, Пăрачкаври тĕп больница - 20,2 пин, Чурачăкри участок больници - 5,9 пин, Муркашри иккĕмĕш тĕп больница - 1,4 пин, Шăмăршăри тĕп больница - 2,0 пин тенкĕ. Тĕп врачсене тухăçсăр усă курнă укçана тавăрса пама предписани ярса панă.
Бюджет укçи-тенкине тухăçсăр тăкакланăшăн çак çынсене ĕçрен кăларнă: Шăмăршă район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхне тата Шăмăршă тĕп район больницин экономистне, Çĕмĕрле хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕн уйрăмĕн пуçлăхне, Елчĕкри тĕп район больницин тĕп врачне. Шăмăршăри тĕп район больницин тĕп врачне тата асăннă районти шкул çулне çитмен ачасен тăватă вĕрентÿ учрежденийĕн заведующийĕсене, Йĕпреçри тĕп район больницин тата «Ибресинский» пĕрлешÿ ертÿçисене, Комсомольски тата ытти районти апат-çимĕç туянассипе ĕçлекен вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен специалисчĕсене выговор панă.
Бюджет укçи-тенкине мĕнле тăкакланине октябрь вĕçĕчченех тĕрĕслесе тăрĕç. Чăваш Ен Президенчĕ лару-тăрăва тÿрлетме тата укçа-тенке тавăрса пама татăклă вăхăт палăртнă.