29 сентября 2010 г.
Афалек Энтепе... Олег Андреев поэтăн хушма ячĕ «псевдонимĕ» хăех кĕтмен ыйту кăларса тăратать: хăш сăмахне хушамат вырăнне, хăшне ят вырăнне йышăнмалла-ха? Ирĕксĕрех нумай томлă «Чăваш энциклопедине» уçса пăхатăн - поэт çинчен çырнă статьяна «А» сас паллипе пыракан списока вырнаçтарнă, апла тăк «Афалек» тени хушамат пулса тăрать. «Энтепе» тени вара поэт ячĕ хăй çуралнă ял ячĕпе пĕрешкел пулни çинчен калать. Шутсăр тĕлĕнмелле. Кун пек тĕслĕх чăваш литературинче халиччен тĕл пулманччĕ-ха. Мĕн тăван, çавнашкал хăйне евĕрлĕ сăвăç вăл. Поэзийĕ те унăн, хăйĕн ытти тантăшĕсеннипе танлаштарсан, тăван чĕлхе сĕтекĕпе, кĕтмен танлаштарусемпе, тĕнче илемне ăста ÿнерçĕ пек пултаруллă ÿкерсе кăтартнипе уйрăлса тăрать.
Хаçат-журналта, «Çеçпĕл çеçкисем» ятпа çуллен тухса тăракан ярăмсенче иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче пичетленме пуçларĕç çамрăк поэт сăввисем. Хăйне вара эпĕ кăшт каярах, республикăра «Хатĕр пул» журнал тухма тытăнсан, тĕл пултăм. Ун чухне Олег Федорович Андреев, Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, малтан учительте, каярах Елчĕк комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлетчĕ. «Хатĕр пул» журнал вара Чăваш писателĕсен союзĕн тата ВЛКСМ чăваш обкомĕн органĕ пулнă май чăваш çамрăкĕсен пурнăçне çутатсах тăратчĕ, çавăнпа эпир тăтăшах пулса иртекен пухусенче, конференцисенче яланах пуçаруллă, хăйĕн ĕçне тĕплĕ туса пыракан, çав вăхăтрах поэзире те ăнăçлă утăмсем тăвакан çамрăк тата эпĕ, асăннă журналăн тĕп редакторĕ, тÿрех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Кĕçех «Хатĕр пулта» унăн сăвă ярăмĕ кун çути курчĕ.
Шкул ачи пекех хĕпĕртÿллĕн хавхаланса, çут çанталăк улшăнăвĕсене сисĕмлĕн туйса, таврари пулăмсен вăрттăнлăхне уçса пама ăнтăлса ĕнĕрленĕччĕ çамрăк поэт хăйĕн сăвă йĕркисене. Пĕр сăвви, астăватăп-ха, вĕренекенсен ĕç ушкăнĕн хастарлăхне сăнласа панăччĕ. Аслисем, хуçалăх пуçлăхĕсем, çитĕнсе пыракан ăрăва тĕш тырă, пахçа çимĕç ÿстерме шанса параççĕ, çамрăксем вара çавăншăн шутсăр хавасланса кайнă, тухăçлă культурăсем çитĕнтернĕ. Авă ырашĕ «хăмăш пек кашласа» ларать, çĕр улми хирĕ «çăлтăр уйĕ евĕр капăр». Сăвви çак сăмахсемпе вĕçленет:
Эпир ÿстернĕ хура тул шап-шурă,
Вĕçет ун çийĕн вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт.
Ĕçри телей çинчен юрлатпăр юрă
Хавасланса паян миçемĕш хут.
Тепĕр сăвви çумăра шутсăр кĕтекен ÿсен-тăрана, улшăнса пыракан çанталăка сăнласа кăтартать:
Йăлтăр-ялтăр вылярĕ шевле,
Ăшă çумăр килет-и, элле;..
Çăлтăрсем шупкаланчĕç пин-пин,
Чăн та, çумăр пулать пуль, эппин!
...Çил вĕрмешкĕн пуçларĕ иккен,
Пучахсем авăнаççĕ ĕлккен...
Курăр-ха, çĕр ачи темĕн, пурне те çамрăкран сăнаса ÿснĕ, сиплĕ çумăр пархатарне чунĕпе ăнланать вĕт-ха сăвă геройĕ!
Тата тепĕр сăвви çут çанталăкăн ытарайми илемĕ çинченччĕ. Юлташĕсемпе похода кайсан, ирхине, хĕвел тухиччен сăнланă çак илеме поэт:
... Ак тÿпе шупкаланса çуталчĕ,
Кĕмĕлленчĕ юхан шыв хĕрри.
Шурăм пуç сенкерленсе çухалчĕ,
Ÿкрĕ шыв çине хĕвел тĕрри.
Парăс евĕр юхрĕ шурă чатăр
Йăлтăрти хĕвеллĕ тухăçа.
...Тусăмсем, вăратнăшăн вăрçатăр; -
Ир илемĕ тартрĕ канăçа!
Хăвăн куçупа çак илеме курмасăр ун çинчен çакнашкал хÿхĕм йĕркесем çырма çук. Хăй çеç мар, пĕрле килнĕ юлташĕсене те кăтартасшăн автор çак тĕлĕнмелле пулăва.
1988-мĕш çулта Чăваш кĕнеке издательстви Афалек Энтепен «Çул шырав» кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Унта кĕнĕ сăвăсем пирки Геннадий Кузнецов поэт тата журналист çакăн пек çырни аса килчĕ: «Пĕрре ларсах вуласа тухрăм, чунăм канăç тупайманран тепĕр хут шĕкĕлчеме тытăнтăм, унтан татах... Мĕнешкел асамлă та илĕртÿллĕ тĕнче уçăлчĕ ман умра, поэт тупнă çĕнĕ сăнлăхсем куç-пуçа тыткăнларĕç, пуçа кĕнĕ чи пĕрремĕш ыйту çапла пулчĕ: «Мĕншĕн эпĕ асăрхаман-ха çакна?»
Çапла, ыттисем асăрхаманни, шыраса тупманни чăннипех сахал мар поэтăн ылтăн кушелĕнче. Акă «Илемлĕх çул шыравĕ» сонет кăшăлнех илĕпĕр. Эпиграф вырăнне Александр Блокăн «... савакан çын çеç хăйне этем теме пултарать» текен сăмахĕсем кунта шутсăр çыпăçуллă пулса тухнă. Сăвăри лирика геройĕн хĕрÿллĕ туйăмĕ хăйĕн савнă хĕрне çунса каясла юратнинче те, çамрăк чун-чĕре куç умĕнчи виçсе илейми, курса пĕтерейми, çĕклесе илейми илĕртÿллĕ те асамлă пуласлăх хăйне малашне мĕн сунать-ши тесе канăçсăрланса пуç ватнинче те. Автор шыравĕ тĕрĕс те уçăмлă пулни витĕрех курăнать.
Нихçан никамшăн та ăш çунмасан
Ăçтан чĕре ытти çынсемшĕн таптăр?!!
Çак çĕр çинче мĕнле пурнас-ха ман:
Хам чун тĕпне путса, шалтан çунса-и;
Ун пек çуннин усси кама пулайĕ -
Вут никама та ăшăтмасть пулсан...
Шухăшĕ те, сонет кăшăлĕн типтерлĕхĕ те, ĕнчĕ пĕрчисем пек сăнарлă сăмахĕсене ăслă-пуçлă суйласа пултаруллăн тире-тире тухни те вулакана тыткăна илет, савăнтарать, çĕклентерет.
Хура çĕленпе илем чечекĕ çинчен хывнă сăвă та поэт хăйĕн пултарулăхĕнче çĕннине, ыттисем асăрхаманнине шырани çинчен калать. Илем чечекне çăмăллăнах татса илеймĕн, унпа юнашарах - хăрушлăх, киревсĕрлĕх сахал мар, çавсем витĕр çĕнтерÿллĕн утса тухсан кăна эсĕ умри тĕллев патне çитме пултарăн. Сăнарлă, энтепелле каланă.
Çут çанталăка сăнарлакан пĕчĕк сăвăсенче те ытарайми хитре ÿкерчĕксем тума пĕлет поэт.
Хирте тек вылямасть
именчĕклĕн ăрша...
Анчах туятăп эп ытарайми шăрша -
Сар ылтăн евĕр йывăр пĕрчĕсем
Хĕвел пулса сĕтел çине халь аннă, -
тет вăл хура кĕркуннене ÿкернĕ май. Е тата:
Эс килтĕн те, кăларчĕ шăплăх
Черченкĕ те чечен сассем,
Çав сассенче юрларĕ шăпчăк,
Çунса çуталчĕç чечексем, -
тесе телей самантне чăн-чăн уяв туса хурать поэт.
Çапла, Афалек Энтепе пултарулăхĕнче тăван çут çанталăка сăнлани те, туслăхпа юрату темин янравлăхĕпе ачашлăхĕ те, атте-асаттесен пилне самантлăха та манмасăр юратнă çĕрĕмĕрпе тăван чĕлхемĕре юратма чĕнекен хĕрÿллĕ йыхрав та вулакан чунне уçăлтарса, çĕнĕ хăват парса, малашлăха утма пулăшаççĕ.
Чăваш халăх поэчĕ,
Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
П. Афанасьев.