АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тармасть тетпĕр-и?

29 сентября 2010 г.

Экономика кризисĕ çĕршыв умне чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Эпир тĕнчере кăна мар, хамăр рынокра та конкурентлă пулма пăрахрăмăр.

Цифрăсем куç умĕнче. 2008 çулта, Пĕтĕм тĕнчери банк кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей экономикинче вăй хуракан кашни çын çĕршыв тÿпине 16, 1 пин доллар хывнă. Танлаштаратпăр: ЮАРта çак кăтарту 38, 1 пин доллар пулнă, Францире - 59, 4 пин доллар, СШАра - 74, 6 пин доллар, Люксембургра - 110 пин доллара яхăн.

Мĕншĕн çакнашкал пысăк уйрăмлăх; Аталаннă çĕршывсенчи предприятисем Раççейрипе танлаштарсан паха та кăткăс продукци туса кăлараççĕ. Паллах, вăл хаклăрах хакпа сутăнать. Тепĕр енчен пăхсан, анăç предприятийĕсем техника тĕлĕшĕнчен те çÿллĕрех шайра, çавна май ĕç тухăçлăхĕ те, хатĕр продукци кăларасси те ÿсет.

Тĕслĕх вырăнне паллă икĕ автомобиль компанине илетпĕр. Кризисчен, 2007 çулта, АвтоВАЗра 106 пин çын ĕçленĕ, Германири BMWра - 107 пин. АвтоВАЗ 734 пин автомобиль «6, 1 млрд долларлăх» кăларнă пулсан, BMW - 1, 54 миллион машина «78, 9 млрд долларлăх».

АвтоВАЗра ĕç тухăçлăхĕ икĕ хут сахалтарах, хак тĕлĕшĕнчен - 13 хут ытла.

«Роснефть» 2009 çулта 108, 9 млн тонна нефть кăларса 46, 8 млрд доллар тупăш илнĕ чух British Petoleum 202, 6 млн тонна нефть кăларнă, 239, 2 млрд доллар ĕçлесе илнĕ. Çав вăхăтрах «Роснефтьре» 161, 9 пин çын ĕçленĕ, ВРре - 80, 3 пин.

Тепĕр тĕслĕх. 2009 çулта Раççейре 33, 1 миллион тонна цемент туса кăларнă. 45, 5 пин çын ĕçленĕ унта. Евросоюз çĕршывĕсенче 52, 8 пин çын 269 миллион тонна цемент хатĕрленĕ. 8 хут ытларах! Тухăçсăрлăхăн тĕп - 1970 çулсенчи технологи тата конкуренци çуккипе çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессишĕн тăрăшманни.

Раççей экономикинче ĕç тухăçлăхĕ аталаннă çĕршывсен кăтартăвĕн 15-20 проценчĕпе танлашать «5-6 хут пĕчĕкрех». Лару-тăрăва улăштарма тăрăшни курăнмасть. Мĕн тумалла-ха; Экономика наукисен докторĕ Владислав Иноземцев шучĕпе чи малтанах ĕç вăйне мобилизацилемелле.

Раççей ертÿçисем юлашки вăхăтра ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварассишĕн тăрăшнă. Тÿррипе вара çĕнĕ вырăнсем тумалла, çак ĕçе бизнеса явăçтармалла. Ĕç рынокĕнче - отрасльсем хушшинче те, территорисенче те - нимĕнле хускану çукки ĕç ресурсĕсене дефицита кăларчĕ. Çакнашкал производство шайĕпе нихçан пулман лару-тăру патне çитрĕмĕр.

Тĕрĕссипе каласан, ытти аталанса пыракан çĕршывсенче те ĕç тухăçлăхĕ ытлашши пысăк мар. Бразилире, тĕслĕхрен, вăл Раççейри шайрах. Китайра ку кăтарту 2 хут пĕчĕкрех те. Анчах унта малта пыракан промышленность отраслĕсенче производство хăвăрт ÿсет, Раççейре вара пĕр вырăнта тапăртатса тăрать. Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесен ĕç рынокне ирĕклентермелле, ĕçлекенсене кĕскетес процедурăна çăмăллатмалла, тухăçсăр производствăсене хупмалла. Пĕтĕмĕшле нацин ĕç рынокне тумалла тата отрасльсемпе çĕршыв регионĕсен хушшинче куçса çÿрес ĕçе çăмăллатмалла. Патшалăхăн çĕнĕ производство технологийĕсем «хамăр патра-и, ют çĕршывра-и» шухăшласа кăларакан предприятисене налук хурассине ансатлатмалла. СШАри тата Великобританири пысăк технологи отраслĕсенче ĕç тухăçлăхĕ йăлана кĕнисемпе танлаштарсан 8-11 хут «!» пысăкрах.

Анăç Европăн опычĕ çакна кăтартать: ĕç питĕ хаклă тата дефицитлă çĕрте кăна çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме сăлтав çуралать. Пĕр сăмахпа каласан, ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесен экономикăн та тăтăшах çĕнелсе тăмалла. Унта камсем кирлине власть мар, рынок палăртать. Социаллă пурнăçпа экономика тата технологи ыйтăвĕсене татса пама хăюллăн хутшăнакан, экспериментсенчен ютшăнман çĕршывра кăна ĕç тухăçлăхĕ пысăк пулать. Раççей çав шута кĕрет-и-ха;

Каларăмăр ĕнтĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстерме Раççей экономикинче миллионшар çынна пырса тивекен ĕçсем пулса иртмелле. Нумайăшне тивĕçтермĕç те вĕсем. Хатĕр-и эпир çакна? Килĕшетпĕр-и? Е урăх меслетсем пур; Калаçăва хутшăнма йыхравлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика