24 сентября 2010 г.
Икĕ е ытларах ачаллă çемьесене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн «çемье» капиталне пама пуçларĕç. Малтанах унăн виçи 250 пин тенкĕччĕ. Унтан - 276, каярах - 312 пин тенке çитрĕ. Халĕ - 343 пин ытла. Çитес çул 365 пине яхăн пулмалла теççĕ.
«Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассин хушма мерисем çинчен» федераци саккунĕ еплерех пурнăçланса пынипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Т. Минина паллаштарчĕ.
2007 çулти январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен Пенси фончĕн территори органĕсене патшалăх сертификатне илме 23 523 заявлени килнĕ. Кашни пиллĕкмĕш сертификата виççĕмĕш е ун хыççăн çуралнă ачашăн панă. 19 çемье вара сертификата усрава илнĕ ачасемшĕн тивĕçнĕ.
Амăшĕн капиталĕпе усă курма ыйтса çырнă 4891 заявлени йышăннă, вăл шутран 4865-ĕшĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, укçана аслă ачисене малалла вĕрентме яма 26 заявлени çырнă. Хальлĕхе пирĕн республикăра амăшĕн капиталĕпе пулас пенсин пухăнакан пайне ÿстерме ыйтса заявлени çыракан пулман-ха.
Амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса çырнисен 4 348 заявленине тивĕçтерсе - 1 267,26 млн тенкĕ, пĕлÿ илме 0,30 млн тенкĕ «8 заявление тивĕçтерсе» куçарнă.
Унсăр пуçне уйрăм категорири граждансен пурлăх шайне ÿстерме 2009 çулти августран пуçласа 2010 çулти апрельччен амăшĕн капиталĕн шутĕнчен 12 пиншер тенкĕ панă. Саккун йышăннăранпа 16 812 заявление тивĕçтерсе 201,7 млн тенкĕ куçарнă. Кăçал та, иртнĕ çул илнине е илменнине пăхмасăрах, амăшĕн капиталĕнчен кулленхи нушасемшĕн 12 пин тенкĕ пама палăртаççĕ. Çак тĕллевпе республикăри Пенси фончĕн уйрăмĕсенче заявленисем йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Хальлĕхе 4 пине яхăн заявлени тăратнă.
Нумаях пулмасть амăшĕн капиталне тÿлес йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртнине, малашне çемье амăшĕн капиталĕпе хуçалăх меслечĕпе «строительство организацийĕсене явăçтармасăр» подряд килĕшĕвĕсĕрех хăй тĕллĕн çурт е хуралтă тума «е тĕпрен юсаса çĕнетме» пултарасса эпир пĕлтернĕччĕ. Хальлĕхе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме ятарлă Правилăсене çирĕплетменни тытса тăрать.Çитес вăхăтрах çак ыйту уçăмланать.