АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ: улталанас марччĕ

24 сентября 2010 г.

 «Амăшĕн капиталĕпе усă курма пулăшатпăр» йышши пĕлтерÿсем республикăра унччен те пулнă, анчах юлашки вăхăтра вĕсем куçа нихçанхинчен ытларах тăрăнаççĕ. Шалти ĕçсен министерстви граждансене çакнашкал пулăшу кÿрекенсенчен пăрăнма ыйтать. «Пулăшакансем» хушшинче ултавçăсем те пулма пултараççĕ-çке. Хальхи вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешекен управлени ĕçченĕсем Комсомольски районĕнчи виçĕ çын пирки ĕç пуçарнă. Йĕрке хуралçисем вĕсем амăшĕн капиталне саккунлă майпа илмен тесе шухăшлаççĕ.

Амăшĕн «çемье» капиталĕпе усă курас текенсен халăха социаллă пулăшу парассипе ĕçлекен вырăнти патшалăх органĕсенчен пулăшу ыйтсан вырăнлăрах.

- Унашкал пĕлтерÿсене эпир çулталăк каялла та, маларах та курнă, - пĕлтерет Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Т.Д. Минина. - Ытларах чухне çак пĕлтерÿсене граждансене кредит пулăшăвĕ парассипе ĕçлекен кооперативсем «кредитно-потребительские кооперативы», çавăн пекех заемлăх укçа-тенкĕпе ĕçлеме пĕлекен кирек епле уйрăм е юридици вăйĕнче тăракан çынсем «хăй хальлĕн ĕçлекен организацисем», строительство организацийĕсем унта-кунта çырса çакаççĕ.

Республикăри Пенси фончĕ ирттернĕ тишкерÿ тăрăх амăшĕн капиталĕпе илнĕ кредита саплаштарассипе патшалăх кредит учрежденийĕсен 72,2 проценчĕ ĕçлет. Вăл шутран Перекет банкĕ урлă - 63,7 процент. Çÿлерех асăннă кредит кооперативĕсен тÿпине 14,6 процент тивĕçнĕ.

Паллах, амăшĕн сертификачĕпе хуçаланакан çын вăл е ку кредит кооперативне хăйĕн капиталне шанма пултарать. Анчах та çакна пĕлмелле: вĕсен пулăшăвĕн проценчĕ патшалăх кредит учрежденийĕсеннинчен чылай пысăкрах. Шанчăклă çăлкуçсенчен пĕлтернĕ тăрăх 20 пин тенкĕрен пуçласа 80 пин тенкĕ таранах капашать. Çапла, кооперативсем клиентсене çăмăллатнă схемăпа усă курса илĕртеççĕ: хут сахалтарах пуçтармалла, вăхăтпа нерв перекетленет. Анчах та вăхăт перекетленĕвĕ кайран енчĕк хулăнăшĕнче сисĕнет. Кашни пус шутра чухне кирлех-ши çакă;

Çамрăк çемье амăшĕн капиталне пĕлтерÿ тăрăх такамсене шанса укçине те, çуртне те çухатма пултарать. Улатăрта, тĕслĕхрен, амăшĕн капиталне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма илнĕ çемье ăна тĕллевлĕ усă курман. Суд амăшĕн капиталне каялла, Пенси фондне тавăрмалла тунă.

Республикăн хула тăвас ĕç тата общество инфраструктурин тытăмĕн министерствин çурт-йĕр строительствин уйрăмĕн ертÿçи Т.А. Мерцалова пĕлтернĕ тăрăх ултавçăсем чылай чухне пурăнма юрăхсăр кивĕ çуртсене сутма килĕшÿ тума тăрăшаççĕ. Çамрăк çемьене вунă пинрен ытла тăман кивĕ çурта сертификат сумми чухлĕ сутса уншăн тата процент илме тапаланни те пулнă. Вăрмар, Комсомольски, Шăмăршă тăрăхĕсенче те амăшĕн капиталĕпе тĕллевсĕр усă курас текенсем тĕл пулнă.

Кирек епле пулсан та ултавçăсем хăйсен ĕçне çемье килĕшĕвĕсĕр тăваймаççĕ. Апла хамăр тимлĕхе нимĕн те çитмест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика