22 сентября 2010 г.
Вăрăран кил-çуртра мĕн те пулин тăрса юлать пулсассăн, пушар вара ниме те тиркесе тăмасть, йăлтах кĕле çавăрать. Çу кунĕсенче кăна пирĕн çĕршывра «хĕрлĕ автан» ăçта кăна «ташламарĕ-ши»; Патшалăха калама çук пысăк сиен кÿчĕ вăл. Акă нумаях пулмасть Алтай крайĕнчи 400 ытла киллĕ Николаевка ялĕ пĕр каçра кĕл купине çаврăннă. Вăрçă кĕрленĕ тейĕн çав, хăрушă та тискер юпасем, çунса кăмрăкланнă йывăç кÿлеписем кăна унта-кунта курăнкаласа лараççĕ. Шел те, пирĕн республикăна та сăтăр тумасăр иртмерĕ вăл. Атăл леш енчи вăрман çунчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Çирĕклĕ Ямаш вăрманĕнче вут-кăвар палăрмаллах иртĕхрĕ. Вăрман аялтан та, çÿлтен те çуннăран пушара аран-аран çеç парăнтарнă ун чухне. Çул хĕррине такам сÿнтермен пирус пăрахса хăварнăран çакă.
Çапах та кирек мĕн тесен те инкек хытах пырса çапсан тин асăрханма пуçлатпăр çав эпир. Вут тухсан куççульпе сÿнтереймĕн тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Вут-кăвар хăй ĕçне тунă хыççăн тин шыв сапни мĕн усси тата; Çакă пурне те пырса тивет тесе калама та çук паллах. Теприсемшĕн ку çивĕч ыйтусенчен пĕри. Акă хирсемпе вăрмансене пушартан сыхлас тата çынсене çак инкекрен асăрхаттарас тĕлĕшпе Вăрнар районĕнче кăçал сахал мар мероприяти ирттернĕ. «2009-2011 çулсенче Вăрнар районĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа та ĕçлет. Асăннă программа валли 3 млн та 566 пин тенкĕ уйăрнă. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче 3 пушар бригади валли 616300 тенкĕ янă. Çăвĕпех типĕ те шăрăх, çиллĕ çанталăк хуçаланнăран кăçалхи çулла районта сÿнтермелли чи кирлĕ хатĕрсене «витрепе шыв, огнетушитель, кĕреçе» вăрмансен çывăхĕнчех тытнă. Шыв тултармалли тата çĕр чавмалли техника та хатĕр пулнă. Вăрмансемпе хирсен айккисенче пушара хирĕçле сарлакăшĕпе 5 метртан кая мар йĕрсем чавса тухнă, çулçăллă йывăç-тĕм лартнă, типĕ курăка çулса пуçтарсах тăнă.
«Вăрнарти вăрман хуçалăхĕ» патшалăх учрежденийĕнче ĕçлекенсем те айккине тăрса юлман. Дружина членĕсене вăрманти пушара сÿнтернĕ чухне мĕнле йĕркесене пăхăнмаллипе паллаштарнă. Вĕсен вăйĕпех вăрмансемпе катасенчи чи çÿллĕ вырăнсенче пушара сăнамалли пунктсем йĕркеленнĕ. Район территорийĕнчи халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттернĕ, унсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕпе паллаштарнă.
Вăрнар районĕнче хăй ирĕклĕх пушар ушкăнĕсем йĕркеленни те ырă пулăм. Вĕсене 240 çын кĕрет. Кĕçĕн Явăш тата Ярмушка ял тăрăхĕсенче уйрăм пушар хуралĕсем 2009 çултанпах ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çав çулах Отиккăвă, Ершепуç, кăçал Кульцав ял администрацийĕсенче ял тăрăхĕсен бюджечĕн шучĕпе хăй ирĕклĕх пушар сыхлавĕн хуралĕсем уçăлнă. Хальхи вăхăтра Вăрнар районĕнчи Пăртас тата Хирпуç ял тăрăхĕсенче уйрăм хуралсем уçма палăртнă. Нурăс ял тăрăхĕнче 2005 çултанпа пушар хуралĕ ĕçлет.
Вăрнар поселокĕн территорийĕнче паянхи куна пĕтĕмпе 32 пушар машини. Çăва тухас умĕн вĕсене йăлтах тĕрĕсленĕ, юсавсăррине иккĕ кăна тупса палăртнă. Пушар машинисем инкек сиксе тухас пулсан кирек хăш вăхăтра кирлĕ вырăна тухса кайма хатĕр ларнине нимĕн те çитмест. Вут-кăвар синкерĕ вара Вăрнарсене те, ытти тăрăха та, никама, никама та ан хăраттăрччĕ.
Вăрнар районĕн территорийĕнче скважинăсен пĕтĕмĕшле шучĕ - 420, вĕсенчен:
пăрахăçа кăларнисем - 85; пăрахăçа тухма пултараканнисем - 48; резерврисем - 5; тĕрлĕ сăлтава пулса ĕçлеменнисем - 85; хупăннисем - 121; паянхи кун тĕлне çуккисем - 11; ĕçлекеннисем - 65; хăйне хăй тапса тăраканнисем - çук.
Çавăн пекех шывпа тивĕçтерекен çăл куçсем пур - шыв тăракан вырăнсем «пĕвесем», шахта çăлĕсем, çăлсем, çăл куçсем.
Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси йывăррăн пырать, пĕвесенчи шыв ăшăхланать, типет.
Çынсене паха, таса шывпа тивĕçтермелли мероприятисем валли Вăрнар районĕн бюджетĕнче 2200 пин тенкĕ укçа пăхса хунă.