22 сентября 2010 г.
Кăçал çанталăк ытла та шăрăх тăнăран чылай çĕрте çăл куçсемпе пĕвесем типсе ларчĕç. Ĕçмелли таса шыв çителĕксĕрри хăй çивĕч ыйту кăларса тăратрĕ. Пушар тухас хăрушлăх та калама çук пысăкчĕ. Районсенче шыв, пушартан сыхланас ыйтусене мĕнле татса пани интереслентернĕрен иртнĕ эрнере Вăрнар тăрăхне çул тытрăмăр.
Кÿлхĕрри
Çăмăл машинăпа Вăрнартан Кÿлхĕрри ялне вĕçтеретпĕр. Центртан аякрах та мар вăл. Чÿречерен сăнаса пынă май тÿрех куç умне ÿкет: тавралăх çуллахипе танлаштарсан чылай ешĕлтерех те илемлĕрех. Шăрăхпа сарăхса, ĕнсе ларнă курăк тепĕр хут симĕсленнĕ, ыраш та лайăхах шăтнă. Сисмерĕмĕр те - Кÿлхĕррине çитрĕмĕр.
Ял хĕррипе пысăк кÿлĕ хитрен йăлтăртатса выртать. Кĕрхи хĕвел питтинче тата та çутăрах курăнать. Вăл та ял ячĕпе пĕрешкелех, Кÿлхĕрри ятлă. Васкамасăр çеремпе çыран хĕрринелле анатпăр. Кÿлĕ енчен уçă, кăшт çÿçентерекен варкăш килет. Хитрен çуталса выртакан шывра хур-кăвакал ишсе çÿрени чуна хăпартлантарать. Акă ăçта вăл чăн-чăн илем!
Çыран тепĕр енне пĕрисем ирех пулă тытма килсе ларнă. Кÿлхĕрри икĕ енĕпе те тăпăл-тăпăл беседкăсем туса лартнă. «Çуллахи вăхăтра кунта çĕршер машина та пуçтарăнса каять, таçтан та канма килеççĕ. Шел мар, паллах, шыва кĕрсе киленччĕрех, чи кирли - хăйсем хыççăн тирпейлесе хăварма кăна ан манччăр, çакă кăна пăшăрхантарать пире», - тет Нурăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Н.Иванова. Иртнĕ çул Кÿлхĕррине акăшсем те вĕçсе килнĕ, хура кĕркуннечченех пурăннă кунта. Кам та пулин кайăксене хăратнă-ши е урăх сăлтавпа-ши - кăçал çуркунне ял çыннисем кĕтсе илеймен çунатлисене.
Кÿлхĕррине тасатса тирпейлесех тăраççĕ. Пĕлтĕр хурăнпа çăка чылай лартса хăварнă. Шăрăхра нÿрĕк илеймесĕр хăшĕ-пĕри вĕсенчен хăрнă. Вăй илсе кайманнисен вырăнне халь çĕнĕ хунавсем лартасшăн. Кăçалхи хĕрÿ хĕвеле Кÿлхĕрри те чăтайман, çыран айккипе шыв палăрмаллах типнĕ. Тахçан кунта «Трактор» колхоз пулă хуçалăхĕ те йĕркеленĕ, вăхăтĕнче темĕн тĕрлине те ĕрчетнĕ: карп, çупах...
НурĂс тĂрĂхĔнче
Нурăс ялĕ районта чи пысăкки шутланать, 469 килтен тăрать. Нумай хутлă çуртсене ĕçмелли шыв пăрăхпа кĕрет пулсан, харпăр хуçалăхсенче чылайăшĕн çăл пур. Часах, çак кунсенче тесен те юрать, шыв тасатакан сооружени хута каймалла. Республика бюджетĕнчен çакăн валли 100 млн тенкĕ уйăрнă. Кунта йăлтах çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Шыва мĕнле тасатнине тĕрĕслесе пăхас шутпа операторсем ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ.
МĂчавĂшра - çĔнĔ пĔве
Нурăс ял тăрăхне пĕтĕмпе 8 ял кĕрет. Чи малтан ЧР I обком секретарĕ пулнă И.П.Прокопьев çуралса ÿснĕ тăрăха кайса курма шут тытрăмăр. Людмила Николаевна каланă тăрăх пысăках мар 70 киллĕ ялта питĕ туслă халăх пурăнать. Пур ĕçе те пĕрле пухăнса тума юратаççĕ вĕсем. Ял варринчи пысăк çÿп-çап купине субботник йĕркелесе тасатнă. Карта тытса урама йывăç нумай лартнă. Катаранах ем-ешĕл курăнса ларать Мăчавăш. Тахçан ял варринче пĕве пулнă, кайран типсе ларнă. Кăçалхи февраль уйăхĕнче тасатма вăй çитернех ăна Мăчавăшсем. Пĕри те айккинче тăрса юлман çак ĕçрен. Ял çыннисем килсерен тенĕ пекех 500-шер тенкĕ укçа панă, Нурăс ял тăрăхĕ çунтармалли материалпа тивĕçтернĕ. Чи пысăк яваплăха ял депутачĕ Л.В.Егоров предприниматель «ял старости те вăлах» хăй çине илнĕ. «Çуралса ÿснĕ тăван тăрăхшăн тем тума та хатĕр», - теççĕ ун пирки кунта. Çавăнпах ĕнтĕ мĕнле ыйту сиксе тухать - виле пытармалла-и, уяв ирттермелле-и, техника кирлĕ-и - пурте ун патне утаççĕ. Хирĕçлемест, яланах пулăшма хатĕр Леонид Васильевич.
Тепĕр икĕ пĕве те пур Мăчавăшра. Анчах та кăçалхи шăрăхра пĕр тумлам шыв та юлман вĕсенче. «Çак пĕве пулман пулсан типсех вилеттĕмĕр. Ăна тасатса панăшăн савăнса та пĕтерейместпĕр. Шăвармашкăн çăвĕпех çакăнтан шыв йăтрăмăр, хур-кăвакалĕ те пĕвере хăвăртрах, лайăхрах çитĕнет», - теççĕ ял çыннисем.
Пĕчĕк, 70 килтен çеç тăракан Мăчавăшра клуб та упранса юлнă. Ан тив, кивĕскер пултăр вăл, çапах та уявсем, пухусем ирттерме халăх пухăнать кунта. Сăмах май, Нурăс тăрăхĕнче пĕр клуб та хупăнман, паянхи кун тĕлне пурте йĕркеллех ĕçлеççĕ. Çăварни уявне интереслĕ ирттереççĕ терĕç Мăчавăшсем. Лашисене çеç мар, йыттисене те капăрлатса илсе тухаççĕ имĕш катаччи чупма. Хĕрлĕ питлĕ инкесемпе аппасем çине вара çак кун пăхса тăранма çук - арчари чи хитре тумпа, çÿçеллĕ тутăрсемпе... Шавлă та хаваслă ăсатаççĕ хĕле ку тăрăхра.
СиплĔ çĂл куç
Хăмăш, Услапа тата Кивьял ялĕсенче пурăнакансем Хирлеп юхан шыв хĕрринчи çăл куçа кăçал çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Ытти çул та вăл хуллен тапса тăнă-ха, анчах та шывне ĕçсе киленме май пулман. Ун тавра яланах пылчăк çăрăлнă. Ял тăрăхĕн депутачĕсем Н.А.Юркин, В.А.Федоров, И.А.Куликов, А.И.Ефимов пуçарнипе çăл куç çывăхĕнчи лаптăка тирпей кĕртме тытăннă. Çĕре чавса пăрăх, çăла анмашкăн йывăç пусма туса вырнаçтарнă. Çăл куç патне илсе пыракан çула юсанă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванова ăна çатан картапа çавăрас шухăшлă. Ытти чылай çĕрти пек мар, хăйне евĕрлĕрех, авалхилле курасшăн ăна. Хăва патне аякка та каймалла мар, Хирлеп шывĕ хĕрринчех темĕн чухлĕ. Хальлĕхе ку ĕмĕтре кăна-ха. Çапах та чи кирли пур ĕнтĕ, çăл куçĕ шăнкăртатсах юхать. Тĕрĕслесе пăхма та ĕлкĕрнĕ ăна, сиенлĕ пĕр хутăш та тупайман. Эпир те тутанса пăхрăмăр - шывĕ пăр пек сивĕ те тутлăччĕ. Шăп çакнашкал çăл куç шывне сиплĕ, вăл çынна вăрăм ĕмĕр, вăй парнелет теççĕ.
Шыв çитменни
канĂçсĂрлантарнĂран
Шăхаль ялĕнче тахçан вăйлă тапса тăракан çăл куç пулнă. Çынсем сиссе те юлайман - юлашки çулсенче таçта çухалнă. Çуллахи шăрăх ывăнтарсах çитернĕрен Шăхальсем ăна çине тăрсах шырама пикеннĕ. Хăрса пĕтнĕ сап-сарă курăк хушшинче тăрук ем-ешĕл вырăн асăрханă. Чавса пăхма шутлаççĕ çав тĕле, кăштахранах шыв палкаса тухать. Ял çывăхĕнчи çырмара çапла майпа тахçанхи çăл куç çĕнĕрен вăй илет. Виçĕ бетон ункă ярсах, урăх çухалмалла мар туса лартнă ăна. Таса та тутлă шыв ĕçсе киленеççĕ халь Шăхальсем.
Нурăс тăрăхĕнче пĕтĕмпе 30 пĕве пулсан кăçал вĕсенчен 10-шне тасатма вăй çитернĕ. Шывсăр аптраса çитнĕрен чылайăшне çынсем никам хистемесĕрех хăйсем çине илнĕ. Акă Калинин вăтам шкулĕн директорĕ Т.П.Ефимова тăрăшнипе Çĕньял ялĕнчи икĕ пĕвене çĕнетнĕ. Халь вĕсен айккинчи çĕре якатса, тикĕслесе тухмалли çеç юлнă. Техника ванса кайнăран кăна тытăнса тăраççĕ-ха. Кĕркунне йĕри-тавра йывăçсем лартса хăварасшăн. Ял çыннисем те айккинче тăрса юлман, кашни килтен 1000-шер тенкĕ пухса панă. Уйрăмах Н.М.Яковлев депутат нумай вăй хунă çак ĕçре.
Тирпей-илем хуçаланать
Нурăс тăрăхĕнче пĕтĕмпе виçĕ масар. Виççĕшĕн те картисем çĕрсе пĕтнĕ пулнă, çулла вĕсене тимĕр юпасем тытса çĕнĕрен карталанă, унсăр пуçне пĕрер гектар тăснă.
Чи пысăкки - Нурăс масарĕ. Кунта тăван-пĕлĕше çичĕ ялтан килсе пытараççĕ, çавăнпа та ăна пăхса тăма та йывăртарах. Нумаях пулмасть çăва çинче çĕнĕ пÿрт лартнă, кăмака туса пĕтермелли çеç юлнă.
Шăхальсем субботник туса масарне хăйсемех тирпейленĕ. Ĕлĕк çăва çине йăмра лартма тăрăшнă чăвашсем. Халь çавсенчен хăтăлса пĕтме пĕртте ансат мар. Авалхи çĕрсе, хăрса пĕтнĕ йывăçсене йăлтах кăкланă, шăтса тухнă вĕренесене каснă, кайран çунтарса янă. Унсăр пуçне масар территорийĕ çине çĕнĕ пÿрт лартнă кăçал.
- Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем кашни эрне кунах субботнике тухаççĕ. Унсăр май та çук пуль çав, Нурăс тăрăхĕ питĕ пысăк. Яла çывхарса пынăçемĕн çул хĕррисене юриех сăнарăмăр. Нурăса килсе кĕриччен те, Вăрнаралла кайнă чухне те тап-таса, ниçта пĕр çÿп-çап та, чашкăрса ÿсекен пиçен-вĕлтрен те кураймастăн. Тĕрĕссипе питĕ пысăк, пĕтĕм республика çÿрекен çул ку. Иртсе кайнă май чÿречерен те, алăк уçса та купи-купипе çÿп-çап пăрахса çеç мар, силлесе хăвараççĕ иккен. Тарăхтарать, паллах, анчах та мĕн тăвăн халăхăн пачах та культура çук пулсан. Çакна пĕтĕмпех ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем тирпейлесе тăраççĕ. Тасалăха, тирпейлĕхе малти вырăна хураççĕ вĕсем.
Пушар «карчĂкĔ»
Пушар машинине Нурăссем «карчăк» теççĕ. Вăл тахçанхи, кивĕ машина пулсан та аван ĕçлет, кирлĕ чухне таврари мĕнпур яла çитет. Паллах, «карчăка» лайăх пăхаççĕ, юсаса-çĕнетсех тăраççĕ. Машина валли ял администрацийĕ çумĕнче часах гараж хута каймалла. Пушар хуралĕн пÿлĕмĕ те хăтлă.