АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăршăн хамăр яваплă

22 сентября 2010 г.

 Сергей Викторов, пайтаçă. Патăрьел районĕнчи Ачăк:

- Халăх çыравне ырласа йышăнатăп. Вăл çĕршыври çынсен хисепне, нацилĕхне, пурнăç шайне кăтартса парать. Ăна пĕлмесĕр малалла аталанаймăн. Çĕршывăн политикипе экономика никĕсĕ çырав тăрăх йĕркеленет. Иртнĕ çырав хыççăн акă демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, çемьесене пулăшма мерăсем йышăнчĕç. Çавна май ачасем ытларах çуралма тытăнчĕç. Эпир те тăватă ачана çитрĕмĕр. Халĕ амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕре лайăхлатасшăн. Пирĕншĕн чăн-чăн пулăшу. Эпир çемйипех Чăваш çĕрне, çыннисене юрататпăр. Çавăнпа çыравран юлмăпăр, хамăр чăваш пулнипе пĕлтерĕпĕр.

Валерий Никитин, Шупашкар районĕнчи Шорчекасси клубĕн пултарулăх ертÿçи:

- Çырав çĕршывăн демографи, экономика, социаллă пурнăçăн лару-тăрăвне уçса пама, тĕрĕс хаклама пулăшать. Тĕрлĕ шайри власть органĕсем шăпах перепись кăтартăвĕсем тăрăх малашнехи плансем хатĕрлеççĕ, йышăнусем кăлараççĕ. Сăмах май, кăçал çыравра переписчик пулса ĕçлесшĕн. Çавăнпа яваплăх ÿсет. Тĕллев - кашни çынна шута илесси. Иртнĕ çырав хыççăн «Сывлăх», «АПК аталанăвĕ», «Вĕренÿ», «Çурт-йĕр» наци проекчĕсем хута кайни çак сферăсене çĕкленме пулăшрĕ. Кăçалхи çырав культура енне те çаврăнса пăхма пулăшĕ-ши; Ăна аталантармасан чĕлхе, йăла-йĕрке манăçа тухĕ, чăвашлăх пĕтĕ. Чăваш пулнă май тăван халăхшăн, культуришĕн пăшăрханатăп. Хамăра хамăр упрамасан-сыхламасан эпир кама кирлĕ;

Юрий Лапшин, Елчĕк районĕнчи «Эмметево» хуçалăх:

- Çырав пирĕн йышăмăр хушăнса е чакса пынине уçса парĕ. Шел, 2002 çулти çырав çĕршывра чăвашсен хисепĕ 0,13 миллион çын сахалланса юлнине кăтартнă. Çакă демографи лару-тăрăвĕпе кăна мар, хăш-пĕр чăваш «вырăсланнипе» те çыхăннă. Куштансем, вĕçкĕнчĕксем çеç тăван халăхран, чĕлхерен вăтанаççĕ, нацилĕхе пытараççĕ. Эпĕ хам та, ачасем те чăваш тымарĕнчен, çавăнпа чăвашах юласшăн-ха. Çырав хыççăн вара ял хуçалăхне, хресчене пулăшма çĕнĕ программăсем, проектсем йышăнасса кĕтетпĕр. Ял хуçалăхĕ пĕтсен хула çыннисем мĕнпе тăранса пурăнĕç;

Ольга Андреева, Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Чăвашсен йышĕ упранса юласси хамăртан, кашни çынна çырава хутшăнтарнинчен тата нацилĕхе тĕрĕс кăтартнинчен килет. Унччен чăн та хулара чăвашла калаçма именнĕ. Пурте вырăсла перкелешме хăтланнă. Халĕ çак усал йăларан хăпни сисĕнет. Эппин çыравра та вăтанмасăр чăваш тесех пĕлтерĕç. Шел, паспортра нацилĕхе кăтартманни те тÿнтерле витĕм кÿрет. Çĕр çинче чăвашсем те пурăннине çыравра пĕлтермеллех.

Халăх хисепĕ, ÿсĕмĕ - тĕрлĕ шайри бюджета йĕркелекен кăтарту. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче 1800 ытла çын пропискăра шутланать. Анчах 30 процентĕнчен кăна вырăнти бюджета тупăш налукĕ кĕрет. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ аякра ĕçленипе вĕсен тупăш налукĕ унтах юлать. Пирĕн бюджет укçипе тăвакан ырлăхпа вĕсем те усă кураççĕ. Тен, çырав хыççăн бюджета йĕркелес тытăма çĕнĕлĕх кĕртĕç;

Петр Ялуков, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» хуçалăх:

- Иртнĕ çырав хыççăн «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайни ял хуçалăхĕнчи çĕршер предприятие ура çине çĕкленме пулăшрĕ. Эпир те инвестиципе, çăмăллăх кредичĕпе хăватлă техника туянтăмăр, ĕне фермине çĕнетрĕмĕр. 2010 çулхи çырав та АПКна çĕнĕ утăмсем илсе килессе кĕтетпĕр. Хуçасăр юлнă патшалăх, халăх пурлăхне инвентаризацилесе çирĕп алла парассипе тахçанах мерăсем йышăнма вăхăт. Чĕмпĕр облаçĕнче акă икĕ пин ĕне тăмалăх комплекса туса пĕтермесĕрех аркатма тытăннă. Мĕншĕн тесен çĕнĕ хуçасене выльăх-чĕрлĕх кирлĕ мар. Мĕн чухлĕ патшалăх укçи сая кайнă! Хальхи вăхăтра хуçалăхсăр юлнă объектсем, кÿлĕсем туллиех. Вĕсене шута илсе йĕркене кĕртмелле. Мелиорацие тепĕр хут чĕртсе тăратмаллах. Кăçалхи çанталăк çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ялта пурăнакансен йышĕ ÿсни, çамрăксем тăван енрех юлни хуçалăхсем вăй илме тытăннипе те çыхăннă. Эппин, правительство ертÿçисен шутламалăх пур, хуçалăхсене пĕтерме памалла мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика