АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентме вĕренмелле

22 сентября 2010 г.

 Паянхи кун Чăваш Республикин территорийĕнче 17 кĕçĕн, 27 вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан 23 учреждени. Вĕсенче экономика отраслĕсем валли 139 профессипе тата 146 специальноçпа специалистсем хатĕрлеççĕ.

2009-2010 вĕренÿ çулĕсенче професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен 19909 çын вĕренсе тухнă. 2010 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне кĕçĕн професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен 65,5», вăтаммисенчен 47,4», аслă шкулсенчен 57,4» диплом илнĕ çамрăк ĕçе вырнаçнă.

Професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен педагогсен конференцийĕ пĕр эрне, сентябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 17-мĕшĕччен, пычĕ. Унта ЧР патшалăх влаçĕн органĕсен, Атăлçи федераци округĕн регионĕсен, наукăпа педагогика общественноçĕн, бизнесĕн, предприятисемпе организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Конференци мероприятийĕсем республикăра сентябрĕн 13-мĕшĕнче пуçланчĕç. Çак кун И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн педагогикăпа психологи кафедрин никĕсĕ çинче «Професси пĕлĕвĕн методологийĕ. Педагога пулăшмалли хальхи наука» темăпа кĕçĕн тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан çамрăк специалистсем валли стажер лапамĕ йĕркелерĕç. Тепĕр кунне Канашри тата Шупашкарти педагогика колледжĕсем эстафетăна тухрĕç. Кунта кĕçĕн тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем валли уçă алăксен кунĕсем иртрĕç.

Конференци ĕçĕ-хĕлĕ эрне кун Шупашкарти электромеханика колледжĕнче тăсăлчĕ. Вĕренÿ заведенийĕнче професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен ертÿçисен секцийĕсем ĕçлерĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Микроран нано патне е пирĕн куçа курăнман тĕнче» темăпа уйрăм дисциплинăсен представителĕсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем валли мастер-классем иртрĕç.

Эрнене тăсăлнă конференцин анлă ларăвĕ иртнĕ кĕçнерни кун Шупашкарти агрегат завочĕн культура керменĕнче пулчĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.В.Суслонова, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова хутшăнчĕç.

Паянхи кун професси пĕлĕвĕ паракан тытăм умĕнче модернизаци ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çĕршыв экономики аталанăвăн инноваци çулĕ çине куçнă май вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕлĕх кирлĕ. Çавăнпа та малашне вĕренекенсемпе студентсем валли вĕренĕвĕн анлă спектрне сĕнме тытăнаççĕ. Çакă професси ăсталăхне аталантарма тата хушма квалификаци илме пулăшĕ. Хăйсен пĕлĕвне вĕсем предприятисенчи производство практикинче пурнăçа кĕртме пултарĕç.

Чи кирлĕ енсенчен пĕри _ кадрсен пĕлĕвне ÿстересси. Швеципе тата Аслă Британипе танлаштарсан эпир чылай тăрса юлатпăр иккен. Пирĕн çĕршывра специалистсен 10 проценчĕ çеç пĕлĕвне ÿстерсе, анлатса тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсен хушшинче педагогсем тата медицина ĕçченĕсем ытларах.

Республикăри професси вĕренĕвĕн тытăмĕн модернизацийĕн тĕп енĕсене палăртнă май Г.П.Чернова конференцире професси вĕренĕвĕн тытăмне промышленность предприятийĕсене явăçтармаллине те палăртрĕ. Апла кадрсене çĕнетессипе вăйлăрах ĕçлемелле. Вĕренĕвĕн пахалăх-не ÿстересси, вĕренÿ процесне хальхи педагогика тата информаци технологийĕсене кĕртесси паян малти вырăнта тăрать.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.В.Суслонова конференцире РФ Патшалăх Совечĕ тата РФ Президенчĕ çумĕнчи комисси хатĕрленĕ «Раççейри професси пĕлĕвĕн аталану приоритечĕсем» докладри положение шута илсе професси пĕлĕвĕн тытăмĕ умĕнче тăракан тĕп ыйтусене палăртрĕ. Професси вĕренĕвĕн ĕçченĕсене ЧР патшалăх тата Раççей отрасль наградисем пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика