22 сентября 2010 г.
Кĕрхи ăшă та тÿлек çанталăк çĕр ĕçченĕшĕн чăннипех ырлăх пулчĕ. Уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме Турри пулăшрĕ тейĕн. Вăрнар районĕнчи «Санар» агрофирмăра ĕç вĕресе тăрать. «Иккĕмĕш çăкăра» юлашки лаптăксенчен пухса кĕртеççĕ. Хăватлă техникăпа усă курнă май ĕç пахалăхĕ ÿснĕ. 150 гектара икĕ эрнеренех кăларса тирпейленĕ. «Гримми» çĕр улми комбайнĕсем хыççăн чĕр тавара турттарса, сортласа кăна ĕлкĕр.
- Паян-ыран вĕçлетпĕр, - кăмăллăн пĕлтерет Р.Петров ертÿçĕ. - Вăрлăхлăх лартнă ултă гектара кăларма тăхтасшăн
Ак тамаша, çĕр улми халĕ те чечекре ларать. Сивĕ кунсем тăни пач сисĕнмен. Çимĕçĕн хуппи хытса çирĕпленессе кĕтмех тивет. Унсăрăн вăрлăх пахалăхĕ чакать. Ăна сутлăх янтăланă май агротехникăна çирĕп пăхăнаççĕ. Çеçке хушши 15-20 сантиметртан ытла мар. Çавна май çĕр улми те чăх çăмартинчен ытла ÿссе каймасть, йышĕ вара самай. Унсăр пуçне çимĕçлĕх те ÿстереççĕ. Вăл шултрарах. Çапах кăçалхи типĕ çанталăка пула агрофирмăн тухăçĕ 2-3 хут чакнă. Иртнĕ çулсенче çĕр улми кашни гектартан вăтамран 300 центнертан кая мар пухса кĕртнĕ пулсан, халĕ 100 центнертан кăна иртет. Хуçалăх ÿсен-тăранпа ĕçленĕ май çухату уйрăмах сисĕнет. Ара, тĕп тупăш шăпах уй-хиртен кĕрет-çке.
- 150 гектар çĕр улми çитĕнтерме 10 миллион тенкĕ тухса кайрĕ, - тет Роберт Игнатьевич, - çуррине те пулин саплаштарса пулĕ-и?
Пĕр енчен «иккĕмĕш çăкăр» хакĕ ÿссе кайни хуçалăхсемшĕн шăл çемми темелле, тупăш хушăнать. Анчах кăçал ял çыннисем те агрофирмăран пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсене шултра та паха çĕр улмине «килограмне» 16-17 тенкĕпех сутаççĕ. Ĕçченĕсем пасартан 20-25 тенкĕпе туянма вăй çитереймессине ăнланаççĕ кунта. Муниципалитет учрежденийĕсене «иккĕмĕш çăкăрпа» агрофирма тивĕçтерсе тăрать. Паха, йÿнĕ çимĕçе хапăлласах йышăнаççĕ.
«Санарта» пилĕк сортлă çĕр улми çитĕнтереççĕ: «Розарин», «Невский», «Удача»...
- Лайăх çанталăк условийĕсенче пурте пысăк тухăç параççĕ. Кăçал вара «Удачăна» çитекенни пулмарĕ, - сăмахлать В.Матвеев тĕп агроном. - Йĕпе е шăрăх çу уншăн чăрмав мар: чăтăмлă, çирĕп. Вăрлăхлăх, çимелĕх лайăх тухрĕ, тепĕр хут тымара кайман.
- Вăхăтра шăварма тытăннă пулсан тухăç тата пысăкрах пулмаллаччĕ, - тет Р.Петров. - Вĕçĕм çумăр кĕтрĕмĕр. Çапла шăрăха каясса кам шутланă? Çитес çул хаклă агрегатсем туянаймасан та шăварассине каллех йĕркелĕпĕр.
Çумăр кĕтсе илейменнипе ĕçченсем çывăхри пĕверен шыв турттарса шăварнă. Анчах вăй-хăват 50 гектарлăх кăна çитнĕ. Паллах, унта тухăçĕ те пысăкрах. Тĕп агроном каланă тăрăх совет тапхăрĕн-че уй-хире шăварсах тăнă-мĕн. Вăхăт иртнĕ май ырă пуçару манăçа тухнă: хаклă оборудование тахçанах тимĕр-тăмăра ăсатнă.
- Агрофирмăн яланхи клиенчĕсем çĕр улмисĕр юлмĕç-ши? - ыйтатăп ĕçченсенчен.
- Çук, вĕсем валли çитет, ĕçлĕ çыхăнăва, шанчăклă партнерсене çухатас марччĕ.
Çерем çине вăхăтлăха канма ларнă ĕçченсем те хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме васкарĕç.
- Килтипе танлаштарсан кунта шултра тухать, çимĕç ытларах та илмеллеччĕ - çут çанталăка хирĕç каяймăн, - терĕç вĕсем.
Пысăк лаптăка кăларса пуçтарма 17-ĕн кăна хутшăнаççĕ. Çĕр улми комбайнĕсем хуçаланнă çĕрте ытлашши çын мĕн тума? Шалу кунне 500 тенке ларать. Унсăр пуçне икĕ хут вĕри апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Кашни çынна çитерме 40 тенкĕ тухса каять, хуçалăх кĕсйине самай пушатать темелле.
- Выçă çыннăн ĕç тухăç-лăхĕ начар, кăмăлĕ те япăх, уншăн агрофирма чухăна юлмĕ, - хуравларĕç ертÿçĕсем.
Столовăйри апат кафере пĕçернинчен пĕртте кая мар, тутлăрах та. Çакă ĕçченсене хаклама пĕлнине, вĕсемшĕн тăрăшнине кăтартать.
Ĕç çыннисем шалу вăхăтра илнине, йывăр тапхăрта кунта яланах пулăшнине савăнса пĕлтереççĕ. Пултаруллă, хастар ертÿçĕсемпе ĕç те кал-кал пырать.
Уй-хиртен кĕрекен çĕр улмине ятарлă бригада сортласа хранилищĕне хывать. Вĕсен ĕçне каллех «Гримми» агрегат çăмăллатать. Ăна пилĕк çул каяллах 4 миллион тенкĕпе туяннă. Хаклă, анчах шанчăклă: иртнĕ тапхăрта вăл çĕмрĕлни, чăхăмлани пулман.
Чаплă техника патĕнче чупкаласа çÿрекен çамрăк каччăна тÿрех асăрхарăмăр. Чăваш ял хуçалăх академийĕн дипломне илнĕ М.Смирнов турткалашса тăмасăр рабочире ĕçлеме килĕшнĕ. Инженер-механик пĕлĕвне илнĕскер техникăна асăрхаса-пăхса тăрать.
- Ĕçе хăнăхса-пĕлсе çиттĕр, специальноçĕпе те вырăн тупса парăпăр, - пĕлтерчĕ Роберт Игнатьевич.
Çирĕп аталанакан агрофирмăра ĕçлеме кăмăл тăвас текенсем пайтах. Анчах пурне те ăçтан илсе пĕтерĕн? Энерги перекетлекен агрегатсем çине куçнă май ĕç алли сахалтарах кирлĕ. Çапах çамрăк специалистсене çул пама тăрăшаççĕ хуçалăхра.
Пÿлме пушă юлмĕ
«Санар» агрофирмăн тырă уйĕсем те талккăшпех сарăлса выртаççĕ. Паха тĕш тырă вăрлăхĕ туянма аякранах килеççĕ Санарпуçне. Шел, сивĕ хĕл пуçламăшĕ, шăрăх çу кăçал пÿлмене пушатса хăварнă. Кашни гектартан вăтамран 20 центнер тырă тухни хăш-пĕр хуçалăхшăн çитĕнÿ пулĕ, анчах Вăрнарсемшĕн чун ыратмăш. Икĕ хут пĕчĕк кăтарту! Пĕлтĕр пÿлмене 3000 тонна тырă кĕнĕ пулсан, кăçал - 700 тонна. Унăн хакне те ял çыннисем туяннă май ытлашши хаклатман, килограмне 6-7 тенкĕпех сутаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакансем тата ăçтан туянĕç?
- Кĕрхи тулла 300 гектар пăрахăçларăмăр, ниепле йĕркеллĕ шăтса вăй илеймерĕ вăл, - тет тĕп агроном.
Тырă, çĕр улми лаптăкĕсене страхланă-ха. «Согласие-Поддержка» страхлав компанийĕ тăкаксене саплаштарасса кĕтеççĕ. Патшалăхран 1200 пин тенкĕ пулăшу илнĕ. Нумай-и ку?
- Пĕлтĕр тупăш 40 миллион тенкĕ илтĕмĕр уй-хиртен. Кăçал çурри те пулаймасть, - палăртать ертÿçĕ. - Пирĕншĕн пысăк çухату.
Тăкака пăхмасăр кăçал каллех 450 гектар кĕрхисем акса хăварнă, çĕртме тунă. Кĕрхисем çумăрпа, ăшă çанталăкпа тымар ярса паркаланса илнĕ ĕнтĕ. Пăхсан çитес çул тухăç самай тухмалла та. Юрĕ, тытман упа тирне сĕвер мар.
Çĕр улми лартма çĕр кĕркуннех хатĕрлеççĕ. 50 гектар çине хăть паян лартма тух.
- Пилĕк çул çак мелпе ĕçлетпĕр. Капла нÿрĕклĕх сыхланса юлать, ĕçе хăвăртлатать. Хĕл каçа пусăрăнса хытнă çĕре лартнă хыççăн кăпăшкалатса илетпĕр, - ăнлантарать Р.Петров хура уйри тÿп-тÿрĕ касăсене кăтартса.
Укçа-тенкĕ йывăрлăхне пăхмасăр агрофирма палăртнă ĕмĕт-шухăшран пăрăнмасть, пурлăхпа техника базине çирĕплетсех пырать. Çитес çул та тырă тасатмалли машина, çĕр улми лартмалли агрегат тата ытти техника туянасшăн. Чувашагролизинг, Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă, хăйсен укçи-тенкипе çĕнетеççĕ машинăпа трактор паркне.
- Капла финанс енчен йывăрлăха кĕрсе ÿкмĕр-и? - тетĕп вĕсене.
- Кредит вăхăтра тÿлесе пыратпăр. Раççей ял хуçалăх банкĕ çăмăллăх кредичĕ панă чухне усă курмалла. Çĕр улми, тĕш тырă, курăк вăрлăхĕсене сутлăх çителĕклех янтăланă. Пĕлтĕрхи те пур-ха. Вĕсемпе кăсăкланакансем халех самай. Пысăк пайне çуркунне сутма тытăнăпăр. Хаксем те хăпарĕç. Çавăнпа тупăш илес шанчăк пур. Анчах малалла аталанмасан, пĕр вырăнта тăпăртатса тăрсан лаксах ларăпăр, - пулчĕ хурав.
Ырă утпа лав та çăмăллăн чупать. Лайăх ертÿçĕсемпе ĕç те ăнса пырать çав, йывăрлăх сисĕнмест.