15 сентября 2010 г.
Чĕр тавар хатĕрлесси - райпо ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсенчен пĕри. Потребитель обществи йĕркеленĕренпех пайщиксем ял хуçалăх продукчĕсене хатĕрленĕ, йывăр вăхăтра халăха сутнă. Райпо хушма хуçалăхсенчен ытлашши чĕр тавара туянса çынсене тупăш илме май панă. Çак тапхăрта райпо ял халăхĕн шанчăклă партнерĕ пулса тăнă, хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕ те сарăлса тымар янă. 2006 çулта Етĕрне райповĕ çумĕнче «Тăрăшу» ял хуçалăх потребитель тата тирпейлекен кооперативĕ йĕркеленĕ. Чĕр тавар упрамалли складсем, сĕт сивĕтмелли оборудовани, эмел курăкĕ типĕтмелли тата ытти производство объекчĕсем вырнаçтарса хута янă.
Хальхи вăхăтра кунта мĕн кăна туянмаççĕ-тĕр! Аш-какай, сĕт, улма-çырла, пахча çимĕç, эмел курăкĕ, макулатура, çĕтĕк-çурăк... Кĕске хушăра пысăк калăпăшлă ĕç тума, кăтартусене лайăхлатма пултарни савăнтарать. Пĕлтĕр акă Етĕрне райповĕ аш-какай, аш-какай продукчĕсене туянассипе республикăра малти вырăна йышăннă. Çитĕнÿре «Тăрăшу» кооперативăн тÿпи те пур. 2010 çулхи çичĕ уйăхра райпо кооператив тăрăшнипе пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен самай ытларах аш-какай туяннă. Чĕр таваршăн укçапа çийĕнчех татăлма тăрăшаççĕ. Сĕте пахалăха кура халăхран килограмне 11-12 тенкĕпе йышăнаççĕ. Ир-ирех çичĕ сĕт машини çула тухать. Вĕсем кашни яла çитеççĕ. Пухнă сĕте «Тăрăшу» кооперативра сивĕтсе тирпейлекен предприятисене ăсатаççĕ.
Сĕт, аш-какай хакĕсем сезона кура таканари шыв пек вылянса тăраççĕ. Вĕсене вара ытларах монополистсем «заводсем» палăртаççĕ. Çапах райпо халăхшăн меллĕ хаксем тума тăрăшать. Чĕр тавартан ытлашши пысăк тупăш илеймесен те ял çыннисене мĕнле кÿрентерĕн;
- Кăçалхи йывăр условисене шута илсе халăха пулăшма кооператив тырă, кĕрпе, çăнăх 431,6 тонна «планпа пăхнин 725 проценчĕ» янтăларăмăр, - каласа парать «Тăрăшу» ял хуçалăх потребитель тата тирпейлекен кооперативĕн директор ĕçне пурнăçлакан Анатолий Краснов. - Унсăр пуçне Рязань облаçĕнчен утă кÿрсе килтĕмĕр, улăм хатĕрлетпĕр. Çынсене заявкăсемпе хамăр техникăпа килĕсенех çитерсе паратпăр. Вĕсем сутнă сĕт шучĕпе выльăх апачĕ илеççĕ. Шел, фуражлăх тырă хаклансах пырать. Эпир ăна килограмне 6 тенкĕ те 50 пуспа сутатпăр-ха, анчах хăш-пĕр районта 9 тенке çитнĕ. Ял çыннишĕн çакă сисĕмлĕ, çавăнпа хак хыççăн хăваламастпăр. Районти выльăх-чĕрлĕх хисепне упраса хăварасчĕ кăна.
Халăх хĕле хирĕç ытлашши выльăх-чĕрлĕхрен хăтăлма тăрăшни сисĕнет. Унччен 2-3 ĕне тытнисем халĕ пĕринпех çырлахасшăн. Шăпах йывăр вăхăтра райпо вĕсене выльăх апачĕпе тивĕçтерет те. Картиш пушанса юлсан ял çыннин, хресченĕн мĕнле пурăнмалла; Райпон, ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕ, ÿсĕмĕ те вĕсемпе тачă çыхăннă.
- Малашне туяннă сĕте вырăнтах пастеризацилесе пакета тултарма тытăнасшăн. Çакă халăхран чĕр тавар туянас хака, вĕсен тупăшне ÿстерме пулăшать. Ĕне усрани тăкак кÿмĕ. Ĕмĕтре - пахча çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл çимĕçе шăнтса хатĕрлесси. Лайăх, пĕлсе шăнтсан пахалăхĕ те лайăх упранать. Хĕлле вара вăл çынсен юратнă апат-çимĕçĕ. Аякран турттариччен мĕншĕн вырăнтах янтăламалла мар; Пирĕн пурнăçпа тан пымалла, ĕлĕкхи мелпе ĕçлесен çитĕнÿ тăваймăн. Çавăнпа рынока тĕпчетпĕр, лайăх енĕсене пурнăçа кĕртетпĕр, аталанатпăр, - тет А.Краснов.