15 сентября 2010 г.
«Услам пултăр», - теççĕ хăйсен çитменлĕхĕсене курман пайтаçăсем. Тирпей-илем кирлĕ мар вĕсене
Чăваш Ен президенчĕ М.Игнатьев Шупашкарти ял хуçалăх пасарĕнче, Канаш тăрăхĕнче пулчĕ, вырăнти лару-тăрупа паллашрĕ.
Республика ертÿçи Шупашкарти Николаев урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче унччен пул-нăччĕ, каллех çаврăнса çитессе кунта кĕтмен-тĕр. Çавăнпа йĕрке тума, лару-тăрăва улăштарма урлă выртана тăрăх та çавăрман. Территорири çÿп-çап, сапаланса выртакан пирус тĕпĕ, йĕркесĕрлĕх - сутуçăсемпе туянакансемшĕн, пасар администрацийĕшĕн йăлана кĕнĕ пулăм. Эрне каялла кăна М.Игнатьев йĕрке тăвасси пирки çирĕп асăрхаттарнăччĕ. Пĕр хăлхинчен кĕнĕ, тепринчен тухса кайнă пулас пуçлăхсен.
Пасарта аякран кÿрсе килнĕ пахча çимĕç туллиех. Çĕр улми акă пирĕн тăрăха Алтай, Омск, Свердловск... тăрăхĕсенчен çитнĕ. Аякри çимĕçĕн хакĕ ытлашши пысăк мар, килограмĕ 17-18 тенкĕ. Сухана - 14-15, кишĕре - 22, купăстана 17 тенкĕпех «килограмне» туянма май пур. Районсенчен те килнĕ сутма. Анчах нумайăшĕн тавар докуменчĕ е справка çук. Вĕсене кăтартма ыйтсан хăшĕ-пĕри ĕç вырăнне, продукцине пăрахсах тарса çухалчĕ.
Кунти кафе-столовăйĕнче санитарипе гигиена йĕркине пăхăнни сисĕнмерĕ. Хупаха аса илтерекен çурт çине вывеска çакма та ÿркеннĕ.
- Йĕрке тăвиччен сирĕн пата килсех тăрăп, - асăрхаттарчĕ М.Игнатьев пасар администрацийĕпе сутуçăсене. - Сирĕн паха çимĕçпе тивĕçтермелле, суту-илÿри культурăшăн тĕслĕх пулмалла.
Тепĕр çивĕч ыйту - пахча çимĕçе микрорайонсенче, картишĕнче сутасси, социаллă хÿтлĕх кирлĕ çынсене килĕсене çитерсе парасси. Шупашкар хула пуçлăхĕпе ыйтăва темиçе те сÿтсе явнă-ха, анчах пăр вырăнтан тапранман.
Канашри ял хуçалăх пасарĕнче тасалăха тытма тăрăшаççĕ темелле. Çăнăх, сахăр, кĕрпе хакĕсем ытлашши çыртмаççĕ. Анчах пахча çимĕçĕ Шупашкартинчен хаклăрах. Ытларах вырăнти çимĕçе сутнине пăхмасăр. Мĕн-ши ку - хресчен куççулĕ çинче услам тума хăтланни е хамăрăн тавар паха та чаплăрах пулни?
Пыл каткинчи тикĕт
Канашра промышленноçа аталантарма, çĕнĕ технологипе усă курса тухăçа хăпартма тăрăшни сисĕнет. Ахальтен-им Канашсем социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассипе республикăра малтисен ретĕнче?! Хăватлă оборудованипе пуянлатнă «Промтрактор-Вагон» хупă пĕрлешÿре 2011 çулта ултă пин вакун хатĕрлесе кăларма палăртнă. Çакă хулашăн хушма ĕç вырăнĕ, тупăш.
Чăвашавтотрансăн Канашри ПАТПра та пурнăçран юлмаççĕ. Ĕçченсем президента информаци тытăмĕн тĕп диспетчер служби «ГЛОНАСС тытăм», электронлă тÿлев тытăмĕ ««Социаллă пакет», «Транспорт картти» проектсем» мĕнле ĕçленипе хавхалансах паллаштарчĕç. ГЛОНАСС№GPS спутник новигацийĕпе обществăлла транспорт ĕçне йĕркелени предприятие çунтармалли-сĕрмелли материалсен тăкакне палăрмаллах чакарнă «çулталăкра 1 миллион тенке яхăн». Çавăнпа пайтаçăсем те вĕсемпе çыхăнса ĕçлеме кăмăл тунă. Капла водительсен ĕç-хĕлне, техника юсавлине пăхса-сăнаса тăма пулать. Электронлă тÿлев республикăра сарăлма тытăннă ĕнтĕ. Канашра унпа ватăсем те хаваспах усă кураççĕ. «Социаллă пакет» шăпах çăмăллăхпа усă куракан инвалидсемпе ветерансем валли. Унта укçа хывма, счет çинчи хисепе пĕлме май пур.
Канашри Кăнтăр-Хĕвел анăç микрорайонта вара çĕнĕ котельнăй автомат йĕркипе ĕçлет. Çĕнĕ йышши котелсем датчиксем пулăшнипе температурăна йĕркелесе тытса пыраççĕ. Шел, кун пек котельнăй Канашра шутлă кăна. Ĕлĕкхи, пăспа ăшăтаканнисем вара пайтах.
Канаш хула администрацийĕнче М.Игнатьев канашлу ирттернĕ май çурт-йĕр тăвас, коммуналлă хуçалăхсен объекчĕсене, социаллă сферăна хĕле хатĕрлес, ытти çивĕч ыйтăва хускатрĕ.
- Хула çыннисен пурнăçне лайăхлатма пирĕн нумай ĕçлемелле, çитĕнÿпе лăпланса лармалла мар, - палăртрĕ вăл.
Канашра халăха уйрăмах кирлĕ апат-çимĕç 33-60 процент хăпарса кайни çынсен пурнăçне йывăрлатĕ. Сăмахран, Канашри чăх-чĕп фабрикин. Республикăра кайăк-кĕшĕк фабрикисем туллиех, анчах темшĕн вĕсен çимĕçĕ, уйрăмах çăмарта, ку тăрăхра вырăн тупайман. Конкуренци çукки ĕнтĕ хаксене ши! те пи! çÿлелле çĕклет.
- Спекулянтсем типĕпе усă курса услам тăвасшăн. Конкуренци аталантарассипе мерăсем йышăнмалла, - терĕ Михаил Васильевич.
Канашри ял хуçалăх пасарне çитме ятарлă маршрут уçма та сĕнчĕ президент. Пасар аякра вырнаçнипе тата общество транспорчĕ çÿременнипе çынсен хаклă магазинсемпех çырлахма тивет.
Каткари пыла тикĕтпе варалакансем те пур кунта. Бюджет укçине тĕлли-паллисĕр сапалакансем тупăнсах тăраççĕ çав. «Патшалăх чăтать», - теççĕ-ши? Халĕ бюджет укçипе перекетлĕ усă курман пуçлăхсен тăкака хăйсен кĕсйинчен саплаштарма тивет. Тĕслĕхрен, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ хула хыснине 18 пин тенкĕ тавăрса панă. Тĕп тухтăр вара - 80 пин тенкĕ. Малашне хысна укçине тăкакличчен çиччĕ виçме лекĕ.
Хуçине кура - хуçалăхĕ
Ĕçчен çыншăн çанталăк чăрмав мар. Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхра кĕрхи культурăсем 200 гектар акса та пĕтернĕ. Уйсем симĕсленсе илнĕ ĕнтĕ. Калча парка шăтса тухни савăнтарать. Эппин, çитес çул тухăç пулатех. Халĕ хуçалăхра хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ăна аякран та турттарса килеççĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк, кооперативăн вара выльăх-чĕрлĕх самай. Сăвакан ĕнесем кăна 500 пуç. Кăçалхи йывăр лару-тăрăва пăхмасăр кĕтĕве сыхласа хăварнă çеç мар, йышне ÿстернĕ те.
- Ĕне выльăх - тĕп тупăш çăл куçĕ, - терĕ Н.Андреев ертÿçĕ. - Эпир сĕт сутса куллен 100 пин тенкĕ услам илетпĕр.
Хальхи вăхăтра сĕте литрне 18 тенкĕпе ăсатаççĕ вĕсем. Типĕ çанталăка пула пĕтнĕ тухăçшăн патшалăхран пулăшу илни хресченсене малалла ĕçлеме, хуçалăха аталантарма çунат хушнă тейĕн.
- Кун пек курăмлă, пысăк пулăшу патшалăхран илнине астумастăп, - пĕлтерет Н.Андреев.
Районти 40 хуçалăха 10 миллион тенкĕ ытла пулăшу çитнĕ. Хуçалăхсем укçа-тенкĕпе вăрлăх, ГСМ туяннă, кĕр аки ирттереççĕ.
Ура çинче çирĕп тăракан предприятин хăйĕн йывăрлăхĕ. Шалу вăхăтра, лайăх тÿленине пăхмасăр ялта дояркăсем, механизаторсем, сварщиксем çителĕксĕр. Вĕсемсĕр вара хуçалăх тăлăха юлнăпа пĕрех.
М.Игнатьев президент ялти кадр ыйтăвне татса парассипе çĕнĕ çулсем шыранине пĕлтерчĕ. Ку - паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри.