15 сентября 2010 г.
Республикăри агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕпе йĕркеленĕ правительство комиссийĕн черетсĕр ларăвĕн сăлтавĕ апат-çимĕç хакĕсем виçесĕр ÿсни пулчĕ.
Хальхи вăхăтра хаксем таканари шыв пек вылянса тăраççĕ. ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрăн çумĕ Л.Петрова пĕлтернĕ тăрăх августра июльтипе танлаштарсан çĕр улми уйрăмах хакланса кайнă, 19,7 процент таранах. Эрнере кăна «августăн 31-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕччен» Комсомольски, Улатăр, Пăрачкав тăрăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăрăн» килограмĕ 23-26 тенке кармашнă.
Чăн та, пахча çимĕç йÿнелни те сисĕнет. Сăмахран, пуçлă сухан - 12,3, купăста - 11,8, кишĕр 0,8 процент таран. Пан улми ăнса пулнăран-и, ăна паян 15-20 тенкĕпе те «килограмне» туянма май пур. Атăлçи федераци округĕнчи чи пĕчĕк хак.
Юлашки вăхăтра хура тулă хакĕ шалт тĕлĕнтерсе килограмĕ 60 тенкех кармашрĕ. Республикăра çĕр проценчĕпех хакланнă. Хăçан пулнă ун пекки!? Канаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Шупашкарта сутуçăсемпе пайтаçăсем уйрăмах «тăрăшни» курăнать. Ахăртнех, йывăр çанталăк условийĕсемпе пайта курса юласшăн.
Уйрăмах кирлĕ тавар хакланни çынсене пăшăрхантарать, пăлхатать. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр апат-çимĕçе юриех, виçесĕр хаклатса яни паллă.
Ларура ЧР прокуратурине, Монополисемпе кĕрешес ĕçĕн федераци службин Чăваш Енри управленине социаллă пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах кирлĕ апат-çимĕç хакĕсем ÿссе каяссине чарса тăма ĕç ушкăнĕ йĕркелеме сĕннĕ. Вăл суту-илÿ çурчĕсене, пасарсене час-часах тĕрĕслевпе çитĕ.
Шăрăх çанталăка пула кăçал çĕр улми, тырă, пахча çимĕç çителĕксĕр пухса кĕртнĕ. Халăха вĕсемпе тивĕçтерме районсенче те ытти регионтан кÿрсе килессине йĕркелемелле. Апат-çимĕç çителĕклĕ пулни хаксене те çăварлăхлама май парĕ.