09 сентября 2010 г.
Шупашкар районĕнчи М.ялĕнче пурăнакан Н.Семенов районти пĕр предприятире водительте ĕçленĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ача çитĕнтереççĕ. Çемьере шăв-шав илтĕнсех кайман, йĕркеллех пурăннă. Çамрăк арçын халиччен судпа айăпланман. Анчах та пĕр кунхине «хаяррине» тутанни алла çĕçĕ тытма хистенĕ.
Кăçалхи апрель уйăхĕнче каçхине эрех кĕленчи йăтса вăл кÿрши патне каçнă. Шăршă туяççĕ темелле-ши - ку çурта пĕрин хыççăн тепри ялти ĕçкĕçсем пуçтарăнма тытăннă. Сăмах çине сăмах, çăвара кăшт аншарли лексен арçынсем те ытларах калаçма пуçлаççĕ çав. Эрех ĕçсе ларнă вăхăтра, кивçене халĕ те тавăрса паманнине кура, А.Семенов С.Петровпа, кайран пирусшăнах В.Николаевпа хирĕçÿ пуçарнă. Çав вăхăтра сĕтел çинче çĕçĕ выртнă. Киккирикĕ хĕрнĕ А.Семенов нумай шутласа тăман, çĕççе ярса илнĕ те В.Николаева мăйĕпе чĕри тĕлĕнчен икĕ хутчен чикнĕ. Район больницине вăхăтра илсе çитерсе вилме паман сусăрланнă арçынна. Хирургсем операцие вăхăтра тата ăнăçлă туса сыватнă В.Николаева...
Чавса çывăх та çыртма çук çав. Сăлтавĕ те чăх кулли, пирусшăн вăрçăнса çынна чутах леш тĕнчене ăсатман. Епле ÿкĕнет пулĕ халь А.Семенов. Пулни-иртни пирки лайăх шутлама вара вăхăчĕ малашне пайтах. Çынна вĕлерме тăнăшăн çирĕп режимлă колонире 6 çул таранах кирпĕч шутлама тивĕ.
***
Шупашкар районĕнчи П. ялĕнчи Е.Петрова юлашки вăхăтра час-часах ĕçкĕпе иртĕхкеленĕ. Икĕ пĕчĕк ача пуррине те пăхса тăман 36 çулти хĕрарăм. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен, çемьешĕн тăрăшакан упăшкине ним вырăнне те хуман. Ĕçкĕллĕ хĕрарăмăн çăварĕнчен мĕн кăна тухман пулĕ, кил хуçине пĕрмаях «мемме» тесе кÿрентернĕ, тата тем те пĕр каласа хăртнă. Çемьере чашăк-тирĕк час-часах шăкăртатнă. Хирĕçĕве пуçараканни вара яланах арăмĕ пулнă. Ачисене шелленĕ, çынсемпе тан пурăнас килнĕ, çавăнпа та чăтнă арçын. Тата çемьене пăрахса ăçта тухса кайăн-ха; Ÿсĕрле арăмĕ çĕçĕ тытни пирки ял çыннисене пĕрре мар каланă В.Тихонов.
Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче, каçхине арăмĕпе упăшки хушшинче каллех хирĕçÿ сиксе тухнă. Е.Петрова пĕчĕк хĕрĕ умĕнчех çĕçĕ ярса илнĕ те упăшкине виçĕ хутчен чикнĕ. Вилмеллех аманнă арçын. Хĕрарăм çухалса кайман, хăйне хÿтĕлени пирки истори шухăшласа кăларнă. Следователе çапларах суйса кăтартнă: упăшки ăна пăвма тытăннă, кайран арăмне çĕçĕ тыттарса хăйне хăех чикнĕ имĕш. Хĕрарăм çав вăхăтра тăнне çухатнă, урăх нимĕн те пĕлмест. Анчах та упăшкине вĕлернĕ хыççăн çакăнта тÿрех Е.Петровăн тăванĕпе адвокат килсе çитнĕ. Хĕрарăм юмаха питĕ ăста çавăрттарса кăтартнă, тĕпчев пайĕ чутах ĕненемен çын вĕлерекене. Анчах та районти прокурор çумĕ следователе криминал экспертизи ирттерме сĕннĕ. Республикăри чи лайăх эксперт-криминалистсем çийĕнчех ĕçе пуçăннă, тĕпчесе пĕтĕмлетÿ тунă. Ултав çиеле тухнă. Е.Петрова никамран та хÿтĕленмен, тăн та çухатман. Чи малтан упăшкине çурăмĕнчен, иккĕмĕш хутĕнче кăкăр шăмминчен чикнĕ. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх хĕрарăм упăшкине ăнсăртран мар, шухăшласах вĕлернĕ.
Намăс-симĕсне çухатнах теме пулать Е.Петрова пирки. Судра та суйма хăтланса пăхнă. Патшалăх айăплавçин ходатайстви тăрăх пĕтĕмлетÿпе паллаштарма суда экспертсене чĕнсе илнĕ.
Пуринчен те ытларах çул çитмен ачасене шел. Амăшĕ карланкине чарнă пулсан çак тискер ĕç-пуç та пулмастчĕ, шăпăрлансем те тăлăха юлмастчĕç. Пĕтĕмĕшле режимлă юсанмалли колонире Е.Петровăн халь 8 çул ирттерме тивĕ. Ĕçкĕ нихăçан та ырă тумасть çав. Тĕрмерен тухсан та мĕн лайăххи кĕтмелли пур-ши унран;
«Материалсенчи ят-хушамата улăштарнă».