09 сентября 2010 г.
Инкек-синкек кĕтмен çĕртен сиксе тухать. Нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра Л.Степанов пенсионер хуçалăхне вут хыпса илнĕ. Хăй тепĕр урамра тусĕ патĕнче пулнă. Пушар хăвăрт сарăлнă, çийĕнчех асăрхакан та пулман. Хăрушă та тискер пушара лăплантарма ял халăхĕ тухнă. Элĕкрипе Шĕмшешри тата Етĕрне районĕнчи Советски пушар деповĕсен командисем, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикассипе «Свобода» «Анат Çĕрпÿкасси» хуçалăхăн техникисем те вут-çулăмпа кĕрешнĕ, çавнашкалах вырăнти С.Волков фермерпа трактористсен пысăк ушкăнĕ хастар пулнă.
- Телефонпа пĕлтерсен эпир те В.Рябинин шоферпа ГАЗ-53 автомашинăна пушар деповĕнчен илсе тухрăмăр, - пĕлтерчĕ Кивĕ Атикасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Чертов. - Çула май шыва кĕме утакан Çĕнĕ Атикасси çамрăкĕсене лартрăмăр. Пурте пĕрле кар тăнипе кÿршĕ ялти пушара сÿнтертĕмĕр темелле, анчах та 71 çулти кил хуçин тата юнашар ларакан Никольскисен пушă çурчĕ тĕппипех пĕтрĕ. Пушарта В.Ильдерăн гаражпа лаç тăрри те арканчĕ, ытти çурт-йĕре çăлса хăвартăмăр.