09 сентября 2010 г.
Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмашара социаллă культура центрĕн никĕсне хывса хăварни пирки хаçатра çырнăччĕ. Çулталăк та иртмерĕ - симĕс тăрăллă виçĕ хутлă хитре çурт хатĕр те. Унăн тăрринче сарăрах симĕс тĕслĕ ялав вĕлкĕшет.
Çанталăк шăрăх тăнăран шыв ыйтăвĕ кăçал ялта пушшех те çивĕчленнĕ. Çавна май «Первое мая» колхоз кивçен илнĕ укçа-тенкĕпе скважина тунă, ялти «Родник» хăй тытăмлăх çынсене шыв пăрăхĕ тума явăçтарнă. Хăйсен килне шыв кĕртес текенсем 15-шер пин тенкĕ укçа хывнă. Ытти тăкака колхоз йăлтах хăй çине илнĕ. Иртнĕ çулла малтанхи фермăн юхăннă скважинине хута янă, водокачка туса лартнă.
Темиçе кун каялла Шупашкарта пурăнакан вăрçă ветеранĕ, отставкăри гварди полковникĕ Николай Акимович Тувалькин çак мĕнпур ĕçе пуçаракана тата тĕп инвестора Николай Адера пĕр кĕтмен çĕртен хăй патне чĕнет.
- Пирĕн тăван Кăмаша çĕкленсех пынине кура эпĕ те яла, колхоза аталанма кăштах укçа хывасшăн. Тĕслĕхрен, çынсене паха, таса шывпа тивĕçтерме тата ытти ыйтăва татса пама пăртак та пулин укçан пулăшасшăн. 100 пин тенкĕ паратăп, - тенĕ Николай Акимович командир евĕр çирĕп сасăпа. - Эсир ăна ял халăхĕн ырлăхĕшĕн тăкакласса шанатăп.
Çак кунах ялта музей уçмашкăн комиссие хăйĕн хăш-пĕр япалине панă: полковник пакунĕсемлĕ шинель, çĕлĕк тата офицер çĕççи. Хатĕрлесе çитернĕ хыççăн ĕмĕрлĕхех упранмашкăн хăйĕн килти библиотекине, кун кĕнекисене тата ытти япалине пама шантарнă.
«Родник» хăй тытăм-лăх канашĕн ларăвĕнче Асăну хăми вырнаçтарма, станцие çĕнĕ гидротехника оборудованийĕпе çĕнетме йышăннă.
90 çулти Николай Акимович виçĕ уйăх хушшинче «Иртсе кайнă кун-çул» ятпа 350 страницăллă кĕнеке çырса пĕтернĕ. Паян çакăнтан хăй те тĕлĕнет. Унăн аслă пиччĕшĕ Иван Акимович, вăрçăра пулнăскер, таса-сывах пурăнать-ха. Йăмăкĕ Вера Акимовна, 80 çултан каçнăскер, пахчине тирпейлĕ тытса тăрать, иртен пуçласа каçченех тăрмашать унта.
Кăмашасем ялти çăмăл мар пурнăç лайăхланасса ĕненеççĕ, социаллă культура центрĕ куллен-кун çĕкленсе пынишĕн хĕпĕртеççĕ. Кунта мĕн кирли йăлтах пулĕ: клуб, бассейнлă мунча, фельдшер пункчĕ, аптека, краеведени музейĕ, библиотека тата лавкка «çакăнтах тутлă чей ĕçме те пулать». Тата, паллах, староста офисĕ.
Николай Адер хăйĕн укçи-тенкипе паян тăван тăрăхра асфальт çул хывасшăн. Ĕç кал-кал пырать. Шыв пăрăхĕ валли çăл ункисем хатĕрлесе çитернĕ те ĕнтĕ.
Тури Кăмашара паян автокран, экскаватор, бульдозер, автосамосвал ĕçлеççĕ. Кивĕ бензовоз туянса унран пушар машини тунă.
- Хамăр ĕçсене вĕçлесен кÿршĕсене те пулăшăпăр-ха, - теççĕ Кăмашасем.
«Первое мая» колхоз ĕçченĕсем çĕр çинче çĕрĕн-кунĕн чакаланнисĕр пуçне ялти чи лайăх объекта - лавкка - хута янă. Халĕ тата сурăх ферми, çăм таптаракан цех тума, çамрăк специалистсен çурчĕсене юсама палăртаççĕ.