09 сентября 2010 г.
Культура çурчĕ ялшăн вучах шутланать. Концерт, спектакль лартмалла-и - ял халăхĕ тÿрех унта пухăнать. Çавăнпа культура храмĕ теес килет ăна.
Культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлне пăхса ял-йыша хаклама пулать. Хăш-пĕр çĕрте клуб алăкне ячĕшĕн кăна уçса хупни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕ пирки вара çапла калаймăн. Ял халăхне те, ача-пăчана та хăй патне йыхăрать вăл. Тĕрлĕ кружок ĕçлет кунта: «Çирĕк» фольклор ушкăнĕ, хор, шавлă инструментсен, ташă ансамблĕсем, алă ăстисен, çамрăк краеведсен, драма кружокĕсем, спорт секцийĕсем тата ытти те. Çук, хут çинче çеç шутланмаççĕ вĕсем. Кашни ушкăн тĕрлĕ конкурса хутшăнать, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет. Акă шавлă инструментсен ансамблĕ кăçал «Пĕчĕк çеç путене», «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивальсене хутшăннă, лауреат ятне тивĕçнĕ. Асăннă ушкăна С.Краснов ертсе пырать. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿреççĕ унта. «Ансамбль валли сцена çине тухма кĕпесем çĕлеттертĕмĕр, - тет культурăпа кану центрĕн ертÿçи О.Муравьева. - Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Ю.Лапшин пулăшрĕ».
«Çирĕк» фольклор ушкăнĕ çак тăрăхри юрра-кĕвве сыхласа хăварассишĕн тăрăшать. Ялти ватăсенчен пухаççĕ вĕсене, каярахпа сцена çине кăлараççĕ. Çапла вара вырăнти юрăсен пурнăçне тăсаççĕ.
«Çамрăк краеведсем, алă ăстисем мĕн тăваççĕ-ши;» - тейĕ вулакан. Тухья-хушпу ăсталаççĕ, музей валли экспонатсем пухаççĕ. Культурăпа кану центрĕ çумĕнче историпе тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленнĕ. Ăна Н.Захарова ертсе пырать. Çак ĕçе ачасене те явăçтарать.
Музей - аваллăх управçи. Савăт-сапаран пуçласа ĕç хатĕрĕ, тумтир таранах пур кунта. Ял историйĕ, унăн паллă çыннисем пирки те пĕлме пулать. Çавна май уроксем те ирттереççĕ музейра. «Аваллăха куçпа курса вĕренни ача асĕнче чылайлăха юлать. Çакăн пек кĕтес пурришĕн çав тери савăнатпăр эпир. Çитес вăхăтрах ăна анлăлатасшăн, пуянлатасшăн. Çавна май ĕçрен пушансан ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе пĕрле экспонатсем пухма тухасшăн», - кăмăллăн сăмахлать Ольга Петровна. Районта иртекен акатуйсенче те пĕчĕк музей йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кашни ял тăрăхĕ хатĕрлет ăна. Аваллăха манăçа кăларманни паха. Несĕлсен кун-çулне, ĕç-хĕлне çамрăк ăрăвăн пĕлсе ÿсмелле. Унсăрăн халăхăн малашлăхĕ пулмĕ. Питрав уявĕ манăçа тухни пăшăрхантарать ертÿçе. «Кашни çулах вăййа тухаттăмăр. Уява вăйă карти илем кÿретчĕ. Шел те, çак ырă йăла пăрахăçа тухма пуçларĕ. Кăçал Питравра вăйă юрри пачах та илтĕнмерĕ. Çитес çул çĕнĕрен йĕркелесе ярасчĕ ăна», - тет Ольга Петровна.
Концерт-спектакле хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ те чаксах пырать. Драма кружокĕнче арçынсем çукран пур роле те хĕрарăмсен калăплама тивет. Куракансем те çулсерен сахалланаççĕ. Телевизор, компьютер витĕмĕ палăрни куç кĕретех.
О.Муравьева культурăпа кану центрĕн ертÿçинче 22 çул вăй хурать. Хăйĕн ĕçне юратса, тĕплĕн пурнăçлать вăл. Унта-кунта уява хутшăнмалла пулсан - ушкăн хатĕр. Тăрăшуллăскер агитбригада, драма кружокĕсене те ертсе пырать. Çур акине, вырмана хутшăнакан ĕçченсене чун апачĕпе савăнтараççĕ сцена ăстисем, сăваплă ĕçрен хăйсем те ырă кăмăл-туйăм «туянаççĕ».
В.Петрова.
Елчĕк районĕ. Кану çурчĕ те, музей та
Культура çурчĕ ялшăн вучах шутланать. Концерт, спектакль лартмалла-и - ял халĂхĔ тŸрех унта пухăнать. Çавăнпа культура храмĕ теес килет ăна.

Елчĕк районĕ.