01 сентября 2010 г.
Хастар та вăр-вар çынна халăхра ĕлĕкренпех пăрчăканпа танлаштарнă. Ĕçре те, кил тĕрĕшĕнче те маттур вăл. 55 çула çывхарать пулсан та йĕлтĕрпе чупать, район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет М.Кошкина медсестра. Спорта юратасси вара ачаранах пырать унăн. Шкулта вĕреннĕ чухнех çулла велосипедпа ăмăртнă, хĕлле йĕлтĕр çине тăнă. «Çак пултарулăха çине тăрса аталантарнă пулсан, тен, эпĕ те паллă спортсменка пулаттăм», _ тет Мария Леонтьевна кăштах пăшăрханса.
Ял-йыш хисепĕ сумлăрах
Паллах, паллă спортсменка пулма шăпа пÿрмен ăна. Анчах та ялти чыслă-сумлă çынсенчен пĕри вăл. Ял-йыш кăмăллать ăна. Ку ята Мария Леонтьевна хăйĕн ĕçĕпе, ырă кăмăлĕпе тивĕçнĕ. Ял çыннишĕн медсестра вăл _ терапевт та, окулист та, кардиолог та, хирург та. Пĕтĕмлетсе каласан, камăн мĕн ыратать _ вырăнти фельдшер пунктне васкать. Чи малтанхи пулăшупа ăна шăпах кунти ĕçченсем тивĕçтереççĕ. Чирлĕ çынна алă тăсса парас, ăшă сăмахпа йăпатас йăла М.Кошкинан ачаранах пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ чунри ĕмĕтне пурнăçлама тĕв тунă хĕр. Канашри медицина училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвар ялĕнче фельдшерицăра ĕçленĕ. Каярахпа Турханти участок больницине куçнă. Шăпа ăна Патăрьелти санитарипе эпидемиологи станцине те илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Асăннă учреждени _ районта чи лайăххисенчен пĕри. Ахальтен мар темиçе хутчен те «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» ята тивĕçнĕ вăл. Паллах, кунта М.Матвеева ертÿçĕн те, ытти ĕçченĕн те тÿпи пур. Сăмах май, Мария Борисовнăна кăçал «Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ» ятпа чысланă.
Çапла, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса ĕçлеççĕ кунта. Çавăнпа та ÿсĕм куç умĕнчех. Ĕçри хастарлăхшăн, спортри çитĕнÿсемшĕн Мария Леонтьевна та тĕрлĕ Хисеп хучĕ, парне илме тивĕçнĕ. Ял-йыш хисепĕ вара сумлă наградăран та хаклăраххине пĕлтерет вăл.
Ырă туни манăçмасть
Медицина ĕçне юратса суйланă М.Кошкина. Паллах, çăмăл мар пулин те чунтан килĕштерет ăна. Çынна ырă туни уншăн савăнăç, сăвап шутланать. Çавна май çумăрлă, çил-тăманлă çанталăка, талăкăн кирек хăш вăхăтне пăхмасăр чирлĕ çын патне пулăшма васкать вăл. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплет. Халăхра Мария Леонтьевна çинчен: «Алли çăмăл унăн», _ теççĕ. Апла пулсан ăсталăхĕ пултарулăхран çеç килмест, Турă панă таланчĕ те пур. Çитменнине чун ăшши нумай унра. Вут-хĕм сапса тăрать тейĕн. Çавăнпах çын туртăнать ун патне. Медицина ĕçченĕн çапла пулмалла та. Халачĕ çеç мар, чун-чĕри те таса М.Кошкинан. Тин çеç çунă юр пекех.
Мăшăрĕпе Вячеслав Гавриловичпа виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Аслисем тăван йăваран вĕçсе тухса кайнă, çемье çавăрнă. Халĕ Кошкинсем виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. Кĕçĕнни, Ирина, кăçал 11-мĕш класра вĕренме пуçлĕ. Хĕрĕ унăн ĕç-хĕлне малалла тăсаканĕ пуласса шанать Мария Леонтьевна.
Ял тухтăрĕ ĕçпе çеç пурăнмасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерет. Пушă вăхăт тупăнсан вара çемйи валли алса-чăлха çыхать.
Юратнă анне, савнă мăшăр, лайăх асанне-кукамай вăл. Хăйĕн телейне ĕçре, çемьере тупнă. Пÿрт ăшшине сыхласа пурăнать ĕмĕрĕпех.
«Çынна ырă туни манăçмасть. Ырлăхпа каялла таврăнать», _ тет М.Кошкина. Çапла, чăн сăмахăн суйи çук. Ырă ĕç ывăнтармасть те, такăнтармасть те.