01 сентября 2010 г.
Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен пулать: хăшĕсен нимĕнпе те палăрса юлмасть вăл, теприсем вара ыттисене те ăмсантараççĕ. Сăмахăма Андриян Николаев космонавтпа унăн амăшĕ Анна Алексеевна çине куçарасшăн. Ывăлĕ пирки тĕнчипе калаçнă вăхăтра амăшĕн ячĕ те çÿле çĕкленнĕ. Ара, ачине çунат хушса çăлтăрсем патне вĕçме хатĕрлекенĕ вăл пулнă-çке.
Анна Алексеевна 1900 çулта сентябрĕн 5-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ çĕвĕç пулнă. Çак ĕçе вĕсем хăйсен хĕрне те мĕн пĕчĕкрен явăçтарнă, «Зингер» çĕвĕ машини илсе панă ăна. Унпа Анна Алексеевна ĕмĕр тăршшĕпех усă курнă. Çемйи валли кăна мар, ял-йыш валли те кĕпе-тумтир çĕленĕ.
1915 çулта вăл Шуршăлти чиркÿ çумĕнчи шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, свидетельство илнĕ. Аслăрах классенче пулас генералпа А.Марковпа вĕреннĕ. Çитменнине вĕрентекенсенчен пĕри, Г.Марсельский, каярахпа генерал-чекист пулса тăнă. Çапла, ятлă-сумлă çынсем хушшинче çитĕннĕ хĕр. Хăйĕн кун-çулĕ вара çăмăлах пулман: иртен пуçласа каçчен колхозра вăй хунă. Ыттисен хушшинче ĕçченлĕхĕпе, пăравурлăхĕпе палăрса тăнă. Ывăлĕ тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарсан унăн ячĕ те çăлтăр евĕр çуталнă. Ун патне паллă çынсем килме пуçланă, ăна халалласа хаçат-журналта статьясем пичетленнĕ. Çав вăхăтрах ют çĕршывра та. Анна Алексеевна темиçе хутчен те Кремльте пулса курнă, ăна патшалăх ертÿçисем йышăннă.
Паллах, хăйне пысăка хунăшăн хĕрарăм малтан вăтаннă. Каярахпа вара йăла-йĕркене хăнăхнă. Çапах та сăпайлăхпа çепĕçлĕх ĕмĕрĕпех упранса юлнă унра.
Журналистсем Анна Алексеевнăна халăхран тухнă ахаль хĕрарăм тесе хакланă. Анчах та вăл çав тери ăслă, пурнăçа лайăх ăнланакан, шÿте кăмăллакан çынччĕ. Кулли вара хăть кама та тыткăна илетчĕ. Çынпа яланах сăпайлăччĕ, ырă кăмăллăччĕ. Пÿтсĕрсене чăтма пултарайман вăл: сăмахпа кăна мар, вăйпа та вырăна лартнă.
Ял-йыш та юратнă, хисепленĕ виççĕмĕш космонавт амăшне. Ăна час-часах шкула тĕл пулăва чĕннĕ. Сăмах ваклама юратман Анна Алексеевна. Мĕн калас тенине яланах уççăн, кĕскен пĕлтернĕ. Пĕррехинче вĕрентекен унран: «Эсир ачăрсене мĕнле пăхса ÿстернĕ;» _ тесе ыйтнă. «Эпĕ ачасене сехет çине пăхса çитĕнтермен. Чунран юратнă. Ыранхи тата малашлăхри пурнăç çинчен канашланă вĕсемпе», _ пулнă хурав.
Çак сăмахра халăх ăслăлăхĕ палăрать. Шел те, сахал усă куратпăр ку тĕслĕхсемпе.
Андриян Григорьевич космоса пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарни 20 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ тĕл пулура пĕр ача Анна Алексеевнăран çапла ыйтнă: «Андриян пек пулас тесен пирĕн мĕн тумалла;»
«Космос питĕ пысăк теççĕ, _ хуравланă хĕрарăм. _ Анчах та вăл пурне те йышăнмасть. Çавăнпа та çĕр çинче йĕркеллĕ пурăнăр. Çынсене кирлĕ пулăр. Çавна май ят-сум та пулĕ».
Тепĕр тĕл пулура çак ыйтăвах вăл çапла хуравланă: «Шкулта _ учительсене, килте аçу-аннÿне итлĕр. Андриян çапла тăватчĕ».
Унăн хуравĕсем халăх педагогикин никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Кашни сăмахĕ _ ахах пĕрчи.
Ырă кăмăллă, çивĕч ăслă, тараватлă хĕрарăма Шуршăлсем çеç мар, Чăваш Ен çыннисем паян та асра тытаççĕ. Мухтавлă та паттăр ывăл çуратса çитĕнтернĕшĕн пуç таяççĕ.