01 сентября 2010 г.
«Енчен те учитель хăй ĕçне çеç юратать пулсассăн, вăл _ лайăх учитель. Енчен те учитель ашшĕ-амăшĕ хăй ачине юратнă пек пĕр вĕренекене çеç килĕштерет пулсассăн, вăл _ мĕнпур кĕнекене вуласа тухнă учительтен аванрах, анчах та хăй ĕçне, вĕренекенсене юратмасть. Енчен те вĕрентекен ĕçе те, вĕренекенсене те пĕрешкел юратать пулсассăн, вăл _ чăн-чăн учитель», _ тенĕ Лев Толстой. Паян республикăри мĕнпур районта иртнĕ педагогсен августри конференцийĕсене пĕтĕмлетнĕ май çак сăмахсене аса илни питĕ вырăнлă.
Вăрнарти педагогсен конференцийĕ «Педагогсен инноваци культуринчен паха пĕлÿ патне» ятпа иртнĕ.
Асăннă районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 24 вĕренÿ учрежденийĕ. Вĕсенче 414 педагог ĕçлет: 93 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 5 çул ĕçлемен стажлă учительсем _ 5 процент. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне районти шкулсене 5 çамрăк специалист килнĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Тин çеç вĕренсе тухнăскерсене Вăрнарсем хапăл тусах йышăннă.
Иртнĕ çул республикăри «Вĕрентÿри пуçару» конкурсра Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсем çĕнтерсе 250 пин тенкĕлĕх грантсем илме тивĕçнĕ. Районти 6 педагога, чи лайăх учитель ятне тивĕçнисене, конференцире укçан преми панă.
Çулсерен иртекен «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссенче те Вăрнар педагогĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Класс ертÿçисем воспитани тĕлĕшпе чăннипех те чунне парса ĕçлени ачасем преступлени тăвасси чакнинчен те лайăх палăрать.
Вăрнарти «Солнышко» тата Калининти «Светлячок» ача-пăча сачĕсем 200 пин тенкĕлĕх грантсене ахаль тивĕçмен. Шăпăрлансене воспитани парас, шкула хатĕрлес енĕпе аван ĕçлеççĕ вĕсенче. Свидетельствăсене пĕтĕм халăх умĕнче илме те кăмăллă пулнă.
uПедагогсен уявне Етĕрнесем хăйне евĕр йĕркеленĕ. Конференци вăхăтĕнче кунта Учитель çулталăкне халалланă фотогалерея ĕçленĕ. Районти 13 вĕренÿ учрежденийĕ хутшăнма кăмăл тунă унта. Советски шкулĕ ÿкернĕ «Манăн юратнă учитель» видеофильма тата Етĕрнери 3-мĕш шкулăн «Пирĕн шкулти çулталăк учителĕ» видеоклипа чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Акă ăçта иккен вĕсем, чăн-чăн режиссерсем!
Етĕрнесене хулари 2-мĕш вăтам шкула çамрăк специалист ĕçлеме килни савăнтарать. Наталья Кузьмина шкулта паянтан акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçлĕ.
Етĕрнери 3-мĕш вăтам шкула ачасене çĕнĕлле вĕрентме майсем туса панăшăн, Тури Ачакри шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленсе ачасем валли аван условисем йĕркеленĕшĕн, Етĕрнери гимназие вĕрентÿри пысăк кăтартусемшĕн ятран паракан премисемпе хавхалантарнă.
Тăрăшса ĕçленине асăрхамасăр хăварманни паха. Районти 7 учителе, Чăваш Республикин патшалăх пулăшăвне тивĕçнисене «50-шар пин тенкĕ», свидетельствăсем панă. Етĕрнери 3-мĕш вăтам шкул тата хулари 1-мĕш гимнази 250 пин тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ.
uКрасноармейски тăрăхĕнчи Алманчăра иртнĕ конференци тин çеç ĕçе тытăнакан çамрăксемпе паллаштарнинчен пуçланнă. В.Лукина районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче методистра, М.Осипова Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта кĕçĕн классен учителĕнче, О.Бахомова Карай вăтам шкулĕнче хими учителĕнче ĕçлеме тытăнĕ. «Вĕрентÿри пуçару» конкурс çĕнтерÿçисене, Тракри гимназие тата 2-мĕш вăтам шкулти З.Михайловăпа В.Михайлова, укçан премие тивĕçни çинчен калакан свидетельствăсем панă. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те чылай çул тăван чĕлхене аталантарассипе ĕçлеççĕ. Зинаида Петровна та, Виталий Михайлович та вун-вун кĕнеке авторĕ.
uÇĕнĕ учителĕн çĕнĕ шкулта мĕнлерех, пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн епле пулмалла; Çак тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă Элĕкри учительсем конференцире.
Вĕрентекенĕн ача психологине, вĕренекен аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене ăнланмалла, хăйсен ĕçне лайăх пĕлмелле. Учитель тĕллевĕ _ вĕренекенсене пуласлăхра хăйсене тупма пулăшасси, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси. Шкул саккинчен уйрăлсан никамах та çăмăл мар. Шывра путас мар тесен çыран хĕрне ишсе тухма чăтăмлăх кирлĕ: паянхи пурнăçра кукăр-макăр нумай. Ачасене йывăрлăхсене çĕнтерме, чăтăмлă пулма пĕчĕклех хăнăхтармалла. Акă мĕн канăç памасть Элĕк вĕрентекенĕсене.
Çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçсанах укçа-тенкĕ парса хавхалантарас «подъемнăй» йăлана çĕнĕрен пуçарнă кунта. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен ЧР Вĕрентÿ управленийĕн грамотисене тивĕçнисене укçан преми пама тытăнĕç.
uКанашсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцие Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче ирттернĕ. Лайăх учительсем кунта йышлă. Районти 5 педагога 50 пин тенке тивĕçнине пĕлтерекен свидетельствăсем панă. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн чылай вĕрентекене ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.