АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăх тымарĕ çирĕп, парка

01 сентября 2010 г.

 

Петровсен туслă та йышлă çемйинче, паллах, вĕсемсĕр, эпĕ çырса кăтартма тĕв тунă сăнарсемсĕр пуçне, ыттисем те пур. Анчах халĕ манăн Анастасия Николаевна, Владимир Николаевичпа Зинаида Филимоновна çинчех чарăнса тăрас, вĕсен пурнăç çул-йĕрĕпе «утса» Шупашкар районĕнчи Мăн Марка ялĕнче пурăннă, ял-йыш хисепне хăйсен хастарлăхĕпе, тараватлăхĕпе çĕнсе илнĕ вĕрентекенсен династийĕ çинчен каласа парас кăмăлăм çуралчĕ. Унччен те лайăх пĕлнĕ пек туйăнатчĕ хамăн тĕрленчĕк сăнарĕсене, çук иккен: Анастасия Николаевна мăнукĕсем валли хăйĕн пурнăçĕнчи паллă тапхăрсем çинчен кĕскен те уçăмлăн çырса пынă хĕрлĕ хуплашкаллă, самаях хулăн тетрадь манăн аллăма ăнсăртран лекмен пулсан, Петровсем çинчен пуçарнă сăмахăм тулли пулмассине ыттисем каламасăрах туйса илтĕм. Кун пек чухне Пÿлĕхçĕ хăй пулăшрĕ теççĕ.

Анастасия Николаевна

Çăмăл пулман шăпи унăн. Пĕрлешнĕ хыççăн виçĕ çул иртсен йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă упăшкинчен икĕ ачапа тăлăха юлнă амăшĕ. Хуçалăх арçын аллисĕр юхăнма тытăннине туйсан вăл хăй килĕштернĕ тепĕр арçынпа çемье çавăрнă, виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратнă. Шел те, кĕçĕн икĕ хĕр ачине вăрах пурăнма пÿрмен. Ултă ачана ура çине тăратма çăмăл пулман ашшĕпе амăшне. Çапах та нăйкăшман. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă вĕсем. Кăшт ÿсерехпе лешсем килте те, уй-хирте те пулăшма пуçланă. Николай Илларионович хĕлле Шăхрана «халĕ _ Канаш хули» ĕçе çÿренĕ, çулла Шупашкарта пилĕкне авнă. Майĕпен-майĕпен çемье сывлăш çавăрса янă. Коллективизаци тапхăрĕ пуçлансан ахăр самана авăрне лекнĕ. Çак вăхăта çĕнĕ пÿрт çĕклеме ĕлкĕрнĕ çемье. Пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе тунине шута хумасăр çĕнĕ самана варкăшĕпе урмăшнă хăш-пĕр çын. Николай Илларионовичпа Иустиния Максимовнăна кулаксен шутне кĕртнĕ, пĕтĕм пурлăхне _ ĕнипе лашине, сурăхĕсене, чăххи-чĕппине _ илсе тухса кайнă, пÿрчĕпе хуралтисене, пахча тавра тытнă карти таранах сÿтсе урăх çĕре куçарнă. Язвăпа чирленĕ ашшĕпе туберкулезпа аптăракан амăшĕ чĕр куççи çине ларса куççульпе йăлăннине хăлхана та чикмен: юлашкинчен чашăк-тирĕкпе çие тăхăнмалли мĕнпур тумтире шăлса тухнă. Амăшĕн чĕри чăтайман вара. Хăрушă чир те хăйĕн аллинчен вĕçертмен. Тепĕр çулталăкран ашшĕ тепĕр хут авланнă. Тăлăха юлнă ачасене ама çури амăшĕ йышăнман. Юрать-ха ашшĕ пăрахман хăйĕн тĕпренчĕкĕсене _ вĕрентсе кăларса çын тума тăрăшнă.

Ишекри вăтам шкула пĕтернĕ 16 çулти пултаруллă хĕр çав çулах вĕрентекен пулса тăрать. Çĕрпÿри педагогика училищи хыççăн тăван шкулах кайма сĕннĕ Анастасия Николаевнăна. Пĕлÿлĕх енне туртăннă хĕр кунпа кăна çырлахман, ĕçленĕ хушăрах педагогика институтĕнче ăс пухнă. 19 çула çитсен ăна Тăрăнти сакăр çул вĕренмелли шкул директорне çирĕплетнĕ. Аслă ăрури ĕçтешĕсем пулăшнипе кĕçех вăл ертсе пыракан шкул коллективĕ лайăх енĕпе палăрнă районта.

«Вăрçăн малтанхи çулĕсенче кирлĕ чухлĕ вут-шанкă хатĕрлейменнипе хĕлле питĕ шăнтăмăр. Уроксем умĕн е хыççăн ачасемпе вăрмана хăрăк турат пуçтарма хам та çÿрерĕм. Вĕренмелли хатĕрсем çитместчĕç. Ачасем выçăпа аптăратчĕç пулин те пурпĕрех шкула килсе ларатчĕç. Вĕсем çине пăхсан хамăн макăрас килетчĕ. Ирсĕр тăшманпа çапăçма тухса кайнă ентешсем валли чăлха, алсиш çыхаттăмăр, вĕсене ытти япалапа пĕрле фронта ăсататтăмăр. Унтан ырă сăмахсемлĕ хуравсем илеттĕмĕр, класĕпех пухăнса пĕрле вулаттăмăр виç кĕтеслĕ çырусене. «Хура» хыпарсем те килсех тăратчĕç çапăçу хирĕнчен. Миша шăллăм та Калининград патĕнчи хĕрÿ çапăçура пуç хуни çинчен пĕлтĕмĕр. Вăл та вĕрентекен ĕçне пăрахса тухса кайрĕ фронта», _ вулатăп шăрçа евĕр çырнă йĕркесене.

Шкул унăн пурнăç тытăмĕ, тĕрекĕ тата юратăвĕ пулса тăрать. Кунта хăйĕн телейне тупать Анастасия Николаевна. 1947 çулта Ишекри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă хĕре шкул директорĕ пулма çирĕплетнĕ Николай Васильевич Петров хăйĕн мăшăрĕ пулма сĕнет. 1951 çулта икĕ çамрăк чĕре çирĕп çемье çавăраççĕ. Тепĕр çулталăк çурăран йыш хушăнать, ывăл, Вова, хăй тĕнчене килни çинчен пĕлтерет...

Владимир Николаевич

Володя вунă çула пуссан ашшĕ йывăр чир хыççăн ураланаймасть. Шкул коллективĕ, Ишекпе Марка тăрăхĕ хисеп туса юлашки çула ăсатать Николай Васильевича. Ашшĕн пил сăмахĕсем ывăлĕшĕн çул кăтартмăш евĕр пулса тăнă. Кирек хăçан та асра тытнă вĕсене. Мĕн хăйĕн юлашки кунĕ çитичченех. Пурнăç çăлтăрĕ хăвăрт сÿнчĕ Владимир Николаевичăн. Çывăх çыннисен, ентешĕсен, ял-йыш асĕнче ырă кăмăллă, çутă тĕллевлĕ, яваплăха туякан, панă сăмаха çирĕп тытакан çын сăнарĕпе юлчĕ вăл. Кирек мĕнле ĕçе тытăнсан та тĕплĕлĕхĕпе палăратчĕ. Çакна ĕнентерекен пĕр пĕчĕк тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Тăван тăрăх историйĕпе питĕ кăсăкланнăран малтанлăха унпа çыхăннă документсене, сăн ÿкерчĕксене, аса илÿсене пухма пуçлать. Кайран, килти архив самаях пуянлансан, Ишекре музей уçас пирки хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе канашлать. Пурте ырлаççĕ истори учителĕн пуçарăвне. Çапла Костин купсан Ишекри икĕ хутлă çуртĕнче 1983 çулта краеведени музейĕ уçăлать. Палăртнине вĕçне çитерес тесе Владимир Николаевич пĕтĕм вăй-халне парать. Халĕ вара хăй йĕркеленĕ музейре унăн ячĕпе уçнă стендри экспонатсем паллă ентеш çинчен туллин каласа параççĕ...

Шел, хĕрĕх ултă çултах йывăр чир ăна юратнă çемйинчен, тус-юлташĕнчен, ĕçĕнчен уйăрчĕ. Çулталăка яхăн кĕрешрĕ вăл унпа... Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма питĕ йывăр. Мăшăрĕшĕн, хĕрĕпе ывăлĕшĕн _ уйрăмах.

Унăн пурнăçĕ _ ыттисемшĕн тĕслĕх. Вăл вилнĕренпе çулталăк çитнĕ кун çывăх çыннисем, тус-юлташĕ пĕр пулса пичетлесе кăларнă «Прожил, как песню спел, а песня не бывает длинной» кĕнеке Владимир Николаевич сăнарне тепĕр хут пирĕн ума яр уççăн кăларать. Ун çинчен кĕнеке ятне кăларнă В.Шукшин сăмахĕсенчен витĕмлĕрех калаймăн та...

Зинаида Филимоновна

«Шăпа мана тĕлĕнмелле пуян, таса чунлă, анлă тавра курăмлă çынпа паллаштарчĕ. Эпир чĕрĕк ĕмĕр çеç пĕрле пурăнтăмăр, пирĕн мăшăрлă пурнăç пĕр самант пек пулчĕ», _ кашни аса илÿ хĕрарăм куçĕнчен хурлăх куççулĕ пăчăртаса кăларать.

Пĕр ялтах çуралса, выляса-кулса ÿснĕ вĕсем. Шкул çулĕсенче амаланнă туслăх каярахпа хĕрÿ туйăмлă юратăва куçнă. Икĕ çамрăк чĕре университетран вĕренсе тухнă çул малашне пĕрле, алла-аллăн тытăнса телей çулĕпе утма тĕв тăваççĕ. Çулталăкран çуралнă ывăлĕ Николай çак туйăмсен тăсăмĕ, каярахпа çут тĕнчене килнĕ хĕрĕ Галина ăна чечеклентерекен тĕвĕ вырăннех пулаççĕ ашшĕпе амăшĕшĕн.

Зинаида Филимоновнăн паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ _ 35 çул. 25 çулне вăл тăван район аталанăвне панă. Кирек ăçта ĕçлесен те кашни çынна хисепленипе, хăйĕн яваплăхне туйнипе, ăшă кăмăлĕпе, пуçарнă ĕçе ялан вĕçне çитернипе палăрнă. Клуб заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă çамрăк хĕрĕн пуçарулăхĕпе ăнтăлăвне çÿлтисем тÿрех асăрханă, кĕçех ăна тата яваплăрах вырăн шанса панă _ Мăн Марка Ял совечĕн председателĕн тилхепине тыттарнă. Пирвайхи палăрăмлă ĕçе вăл Ял совет территорийĕнчи социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарнинчен пуçланă: хуçалăх вăйĕпе Мăн Маркари сакăр çул вĕренмелли шкул, фельдшерпа акушер çурчĕсене çĕкленĕ, Çатра Маркари клуб тата фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе канăвĕ те ют пулман уншăн. Культура учрежденийĕсенче халăх пултарулăх, драма кружокĕсем «чĕрĕлнĕ», ялсене тĕрлĕ концертпа, спектакльпе тухса çÿренĕ. Зинаида Филимоновна хăй те пĕр концерта та хутшăнмасăр юлман.

Шупашкар районĕнчи халăх депутачĕсен ĕçтăвкомĕн секретарĕнче, «Атлант» акционерсен уçă обществин директорĕн çумĕнче тăрăшнă чухне те вĕсене куçран вĕçертмен. Икĕ çул каялла Зинаида Филимоновна Петровăна «Чăваш Республикин социаллă пулăшăвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысларĕç. Общество пурнăçĕнчи хастарлăхĕ те иксĕлми унăн. Шанчăклă, халăхшăн тăрăшнине кура Мăн Маркасемпе Сарапакассисем ăна пĕр хут çеç мар депутата суйланă. Иртнĕ суйлавра та «тиерĕç» çак шанăçа ун çине, район депутачĕсем вара Шупашкар район хăй тытăмлăх пуçлăхĕн çумĕ пулма пĕр саслăн çирĕплетрĕç.

Зинаида Филимоновна халĕ хăй вăхăтĕнче упăшкипе унăн çывăх юлташĕсем йĕркеленĕ «Атлант» фирмăн финанс директорĕнче тăрăшать. Темиçе çул каялла Ишек пасарĕпе юнашар çĕкленнĕ арман комплексĕн ырă ячĕ республикипе сарăлчĕ. Кунта халăха çăнăх авăртса, макарон, кĕрпе хатĕрлесе параççĕ. Фирма магазинĕ уçăлнă. Нушаллă çынсене яланах пулăшма хатĕр пулнăран «Атлант» фирма ĕçченĕсем тăтăшах ыр кăмăллăх акцине хутшăнаççĕ: юлашки вăхăтра кăна Ишекри тавра пĕлÿ музейне, кунти вăтам шкула, Ишек, Мăн Марка, Сарапакасси, Чăрăшкасси ял тăрăхĕсене чылай пысăк пулăшу панă.

_ Малашлăхăма юратнă ачамсенче, ытарайми мăнукăмсенче куратăп. Хам пулăшнă çын хăйне телейлĕ туйсан эпĕ те телейлĕ, _ терĕ сыв пуллашнă чухне Зинаида Филимоновна Петрова. Çакăн пек пысăк чĕреллĕ, таса чунлă çын кăна калама пултарать. Çавăнпах-и, тен, хăйне те пархатар кÿрет Çÿлти хăватăмăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика