АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа, пилпе

01 сентября 2010 г.

«Сентябрĕн пĕрремĕшĕ маншăн чи пысăк уяв шутланать, _ тет Шупашкарти 23-мĕш професси училищин педагогĕ А.Макеева. _ Манăн пĕрремĕш вĕрентекен анне пулнă. Тен, çавăнпа та хаклăрах та сумлăрах вăл».

Туслă мăшăр

Çапла, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлне малалла тăсать Альбина Ивановна. Асăннă училищĕре 30 çула яхăн вăй хурать, студентсене хими, экологи, биологи, психологи вĕрентет. Уроксем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăччăр, усăллă иртчĕр тесе тĕрлĕ меслетпе усă курать вăл. Çавна май час-часах диспутсем, конференцисем йĕркелет. Ырă кăмăлĕшĕн, хăйсене ăнланнăшăн, кирлĕ вăхăтра пулăшнăшăн юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна вĕренекенсем.

Шкулпа професси училищи хушшинчи уйрăмлăха уçăмлатас тĕллевпе сăмах пуçартăмăр. «Училищĕре ĕçлеме кăткăсрах, _ чунне уçать А.Макеева. _ Унта тĕрлĕ ача пырать: профессорăн та, çыравçăн та, хресченĕн те. Чун хавалĕпе, кăмăл-сипетпе, пурнăç шайĕпе кашнийĕ тĕрлĕ. Пĕр çемьери пек пурăнмалли çинчен вĕрентетпĕр вĕсене. Шел те, ял ачисем те пăсăлаççĕ. Унчченхи Нарсписем паян хула хĕрĕсенчен те ирттереççĕ. Çавăнпа та професси училищин студенчĕсене ытларах тимлĕх кирлĕ. Шкулта ăнланманлăха, çивĕч лару-тăрăва пула чылай ача училищĕне çул тытать. Пулăшу шыраса пырать тейĕн».

Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернипе çырлахман Альбина Ивановна, çынна тарăнрах ăнланас тĕллевпе психолог профессине те алла илнĕ.

Мăшăрĕ Анатолий Михайлович та асăннă училищĕре тăрăшать. Вăл _ директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Çапла, туслă мăшăр килте çеç мар, ĕçре те яланах юнашар. Пĕр-пĕрне ăнланни, хаклани, алă парса ĕçлени пысăк ÿсĕмсем тума пулăшать. Ахальтен мар Анатолий Михайлович _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Альбина Ивановна вара _ РФ Халăх вĕрентĕвĕн ĕç отличникĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ те ашшĕпе амăшĕн ĕçне суйланă. Марина Хабаровск крайĕнче шкулта ачасене хими вĕрентет. Юра вара _ Раççей наукăсен академийĕн наука сотрудникĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Макеевсен халĕ 5 мăнук. Кинĕ Наташа та Мускавра педагогика колледжĕнче обществознани вĕрентет. Унăн амăшĕ те учитель. Паллах, мăнукĕсен хушшинче те çак пархатарлă профессие малашне суйлакан пулатех.

Тăван кил енне çул пурах

Вĕрентекен çемйинче çуралса ÿснĕ пилĕк пĕр тăванран тăваттăшĕ учитель дипломне илнĕ. Мария Максимовнăпа Иван Петрович Митрофановсем ĕмĕрĕпех Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти вăтам шкулта вăй хунă. «Аттепе аннен ĕçĕ çăмăл марччĕ, _ малалла калаçать Альбина Ивановна. _ Çапах та мĕн пĕчĕкрен учитель профессине килĕштернĕ эпĕ. Унран лайăххине шырама та тăрăшман. Хамăн ĕçпе çав тери кăмăллă. Ăна пулах мăшăрпа паллашнă, атте-анне пилĕпе пурăнатпăр, ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса çитĕнтертĕмĕр. Мăнуксене юратма та, вĕсене ăнланма та çак професси пулăшать».

Аслă Митрофановсем тĕпренчĕкĕсене ăс-тăн панисĕр пуçне ĕçе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама вĕрентнĕ. Ахальтен мар çак йăла-йĕркене ачисем халĕ те тытса пыраççĕ. Пысăк ĕçе пуçăнаççĕ-и е уявра савăнаççĕ _ пурте пĕрле пухăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ пулсан та вĕсемшĕн тăван килĕ енне çул хупăнман.

Хăйсем çуралса ÿснĕ çурта та вутта ярас темен. Макеевсем ăна сиплесе дачăна вырнаçтарса лартнă. Улма-çырла йывăççисем те Патăрьел тăрăхĕнчен илсе килнисем. Çапла, тăван тăрăхра тĕтĕм те тутлăрах тени тĕрĕсех çав.

Ашшĕ-амăш пилĕ

Тăватă çул каярах Шупашкарта иртнĕ ĕç династийĕсен конкурсĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак ăрăвăн ĕç стажĕ ун чухне пĕтĕмпе 570 çул пулнă. Унтанпа вĕсен йышне татах та хутшăннă. Акă, сăмахран, Митрофановсен Алла мăнукĕ Мюнхенри университетра нимĕç чĕлхи вĕрентме пуçланă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн чăваш хĕрĕ Мускаври ятарлă конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Мюнхенрах аспирантура пĕтернĕ. Çакнашкал пултаруллă хĕрпе ашшĕ-амăшĕ, тăванĕ-пĕтенĕ епле савăнмĕ;

Ачисене юратма, çемйисене тĕрĕс-тĕкел пăхса усрама, мăшăрĕсене Турă вырăнне хурса хисеплеме пехил панă тĕпренчĕкĕсене Иван Петровичпа Мария Максимовна. Ватă çын пилĕ çитет теççĕ. Чăн та, телейлĕ паян кĕçĕн Митрофановсем. Пурлăхпа мар «вăл та çителĕклех кашнийĕн», ачи-пăчипе, юратнă ĕçĕпе ăраскаллă. Ахальтен мар ял учителĕн çемйинче кун çути курнă вĕсем. Çавна май çут çанталăкпа туслă пулнă, ÿт-пĕве _ ĕçпе, ăс-тăна кĕнекепе, хаçат-журналпа çирĕплетнĕ. Ватта сума суса пуç тайнă, сывлăх суннă. Çавăнпах ĕнтĕ хăйсем те çĕр çинче ырлăхпа кун кунлаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика