АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Явап тыттарĕç

01 сентября 2010 г.

Федерацин антимонополи служби апат-çимĕç хакне каварлашса асар-писер хăпартса янине тупса палăртнă. Антимонопольщиксем йĕркене пăсакансене штрафсемпе пăркăчласса тата виçĕ çулччен квалификаци правине туртса илсе ирĕкрен хăтарасса асăрхаттарнă. Пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне, çав шутрах çăкăр тата сĕт, хăпартма нимĕнле сăлтав та çук иккен.

Раççейри антимонополи служби шучĕпе хăш-пĕр ушкăнри тавар хакне ял хуçалăх апат-çимĕç рынокĕнче калаçса килĕшсе хăпартнă. Анчах та çакна çирĕплетсех паман-ха. Хальлĕхе Кемер облаçĕнчи Гурьевскри çăкăр комбиначĕн ĕçне кăна вĕçне çитернĕ. Çăкăр пĕçерекенсем пĕрремĕш сортлă тулă çăкăрĕн хакĕпе пуçтахланнă. Анчах та суд пулман-ха. Текстра çакна кăна палăртнă: комбината штраф кĕтет, «вăл компанин çулталăкри тупăш çаврăнăшĕн 15 проценчĕпе танлашма пултарать».

Тата темиçе çăкăр завочĕ пирки «ĕç вĕçленсе пырать». Управлени ĕçченĕсем вĕсене Мускав регионĕнче, Карелире, Пенза, Тула, Калуга, Челябинск облаçĕсенче тата Чăваш Енре ирттереççĕ. Мускавра кăна шанчăкран тухнă ултă çăкăр завочĕ. Чиновниксен шучĕпе вĕсем каварлашса хака 10-20» ÿстернĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей президенчĕ Д.Медведев антимонополи службине тата Генпрокуратурăна çăнăх, çăкăр, аш тата сĕт хакĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăма хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика