АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сунса кĕтер-и?

27 августа 2010 г.

Халăхăн уйрăм категорийĕсем хушшинче çырав ирттересси чи йывăррисенчен пĕри шутланать. Ку 2002 çулта Пĕтĕм Раççейри перепись вăхăтĕнче те, çавăн пекех 2008 çулта тĕрĕслесе пăхас шутпа ирттернĕ çыравра та палăрнă.

Паллах, кăçал та ансатах пулмĕ. Çырав тапхăрĕнче переписчиксем пăтăрмахлă лару-тăрăва лекесси куç кĕретех. Темле çын, темĕн тĕрлĕ çемье те пур-çке, алăкран шаккакана кашниех тĕрлĕрен йышăнать. Теприсене ют çын сисчĕвлентерет: кам вăл, мĕнле шухăшлă, мĕн туса çÿрет; Çавна май ултав-серепене çакланасран хăраса алăк уçма шикленекенсене те ăнланма пулать пуль.

Кам-ха вăл переписчик; Халăха çывăх пулма, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарĕ-и; Хăйне тыткаланипе, тумĕпе вăл чăннипех те служба тивĕçне пурнăçлакан патшалăхăн полномочиллĕ çынни пулнине ĕнентерĕ-ши; Çавна май çитес перепись _ хăв калаçма, хăвна йĕркеллĕ тытма пултарнине тĕрĕслемелли тест та. Çынпа кăмăллă калаçса, мĕнпур ыйтăва хуравлаттарса лайăх уйрăлма та пĕлмелле. Çыравçăн психолог та, ăста дипломат та пулма тивет.

Переписчиксен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Кашнинех 10 кун хушшинче 400 киле çитмелле. Пĕтĕмпе вĕсен йышĕ республикипе 4 пин те 400 яхăн, ытларахăшĕ, паллах, çамрăксем. Мĕнпур переписчике голографи паллиллĕ удостоверени параççĕ. Унпа пĕрле паспорт та кăтартма тивет. Унсăр пуçне переписчик çинче çырав эмблемиллĕ шарф пулĕ. Тĕттĕм урамсемпе подъездсенче усă курма хунарпа тата усал шухăшлă çынсенчен сыхланма шăхличпе тивĕçтереççĕ. Перепись докуменчĕсене вара «Патшалăх статистикин федераци служби» тесе çырнă тĕттĕм кăвак тĕслĕ ятарлă портфеле чикнĕ. Переписчикĕн ĕç вĕçленнĕ хыççăн сумкăна кашни кунах каçхине инструктор участокĕнче хăвармалла.

Çак уйăхсенче переписчиксене хĕрсе кайсах çырава хатĕрлеççĕ, пĕтĕмпе вĕсене 4 кун вĕрентеççĕ, кайран тест витĕр кăларса чи маттуррисене суйласа илеççĕ.

Перепись вăхăтĕнче 4 кану кунĕ лекни те лайăх. Çакă çырав ĕçне чылай çăмăллатать. Ара, çынсенчен ытларахăшĕ уяв вăхăтĕнче килте пулма тăрăшать-çке.

Переписчик темиçе пырсан та тĕрлĕ сăлтавпа алăк уçмасан, çынсем хăйсем те перепись участокне пымасан, çак адреспа пурăнакансем пирки пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчен ыйтса пĕлĕç. Ун чухне хăш наци çынни пулни те, пĕлÿ шайĕ те шута илĕнмест.

Çырав ялсенче тем тесен те çăмăлтарах иртмелле. Кунта киле кĕртменни, алăк уçманни пулман. Переписчик те ют çын мар, вăл ялта пурте паллакан медсестра е вĕрентекен, е ял тăрăхĕнче ĕçлекен пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика