25 августа 2010 г.
Августăн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри педагогсен канашлăвĕн пленарлă ларăвĕ пулнă. Вăл «Учитель - вĕрентĕвĕн инноваци аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ факторĕ» девизпа иртнĕ. Унта Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров хутшăннă.
«Пĕрле ĕçленĕ самантсенче эпĕ сирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем лартнă, сахал мар критикленĕ те, - тенĕ республика ертÿçи вĕрентекенсене. - Паян вара мĕнпур педагога тав тăвасшăн. Эсир ман пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшрăр. Вĕрентекенсем республика аталанăвĕн кашни тапхăрне тивĕçлĕ хутшăнчĕç. Пирĕн амбициллĕ вĕрентÿ проекчĕсен стартĕнче тăтăр эсир, каярахпа çĕнтерÿшĕн савăнтăр: ĕçтешĕрсемпе, шкулсемпе, вĕренекенсемпе, студентсемпе».
Ĕçре палăрнисене Николай Васильевич патшалăх наградисемпе чысланă. Малта пыракансене хавхалантарма хушу кăларнине пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн 30 воспитателе, учителе тата преподавателе 20-шер пин тенкĕпе, 17 садикпа хушма вĕренĕвĕн 3 центрне 200-шер пин тенкĕ грантпа тивĕçтереççĕ.
Вĕрентекенсем те парăмра юлман. Республикăри учительсемпе директорсен ассоциацийĕсен представителĕсем ЧР Президентне педагогика ăсталăхĕн чи аслă паллине, ÿссе пыракан ăрушăн тăрăшнине палăртакан символа - пеликан статуэткине - парнеленĕ, ĕçре пулăшса пынăшăн, ăнланнăшăн тав тунă. «Чылай çул эпир пĕрле çĕнĕ шкул турăмăр. Республика вĕрентĕвĕн аталанăвĕшĕн хавхаланса, кăсăкланса ĕçлерĕмĕр. Чăваш Ен пуласлăхĕ çитĕнÿллĕ пуласса шанатăп эпĕ паян. Мĕншĕн тесен эсир тата сирĕн вĕренекенсем пур», - палăртнă ертÿçĕ.
Конференци умĕн маларах Чăваш Ен тĕп хулинче «Вĕрентÿри пуçарулăх» конкурс çĕнтерÿçисем тренинг-сессисенче, мастер-классенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Конференци ахрăмĕ малалла тăсăлать. Республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсем августăн 30-мĕшĕчченех хуласемпе районсенче пухăнса канашлĕç.