АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни хăйшĕн яваплă

20 августа 2010 г.

 ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев Елчĕк районне çитсе курчĕ. «Промсервис» пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Халăх чĕлхипе каласан, тырă крахмалĕпе кĕсел хатĕрлеççĕ кунта. Унпа вара газ тата нефть скважинисене пăраланă чухне усă кураççĕ. Предприяти 16 тĕрлĕ продукци туса кăларать. Пермь, Оренбург, Çурçĕр, Тутарстан таранах ăсатаççĕ вĕсене. Вун пилĕк çул хушшинче предприяти ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыни те ĕçне пысăк хак пама май парать. «21-мĕш ĕмĕрте çапла ĕçлемелле те. Яваплă та ĕçчен халăх пурăнать Елчĕк енче. Телейлĕ çынсем эсир, хăвăр çĕр çинче чунтан парăнса тăрăшатăр», - çапларах пĕтĕмлетÿ турĕ М. Игнатьев пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ тата ĕç çыннисемпе курса калаçнă хыççăн.

Телейлĕ теме сăлтавĕ те пур. Хĕрĕх ытла çын тăрăшакан коллективра йăлтах тенĕ пекех вăй питти çынсем. Пысăк укçа хăваласа Мускав таран тертленсе çÿремеççĕ. Вырăнтах аван ĕçлесе илеççĕ. Юлашки 7 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, шалу вăтамран 11,2 пин тенке ларнă.

«Промсервис» малашĕ пысăк, - тет район пуçлăхĕ Н. Миллин та. - Районти мĕнпур хуçалăха вăл тырă авăртса тивĕçтерме пултарать». Хальлĕхе вара вырăнти халăх тата кунта ĕçлекенсен ыйтăвне тивĕçтерсе тырă авăртса параççĕ.

Уйрăм предпринимателĕн «Родник» апат-çимĕç лавккинче Михаил Васильевич хаксене тишкерчĕ. Çăнăх, сахăр, чăх ашĕ хаклăрах пулнине палăртрĕ. 2 тенкĕ те 50 пус тăракан çăмартана вара ăçтан кÿрсе килнине те калаймарĕç кунта тăрăшакансем. Хут тăрăх ăна паллă юрăç илсе килни кăна паллă. «Хамăрăн чăх-чĕп фабрикисем çăмартана ниçта хураймаççĕ, ку хакран чылай йÿнĕпе сутаççĕ, эсир вара артистсенчен илсе юлатăр. Сертификатне те тупса параймастăр», - тĕлĕнсе калаçрĕ министр. Сутлăхра выртакан, анчах срокран тухнă макарон пахалăхне тĕрĕслеме хăйпе пĕрле хулана илчĕ. Каярах макарона 2007 çулта туса кăларни, унăн срокĕ çулталăк каяллах тухни палăрчĕ.

Елчĕк район администрацийĕн çуртĕнче М. Игнатьев районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ялсенче каçхи хурал йĕркеленишĕн, сыхă пулнишĕн Елчĕксене ырларĕ. Вăрлăх хатĕрлессипе хальлĕхе нимĕн те туманнишĕн вара сăмах тиврĕ. «Хресченĕн çиме çăкăр пулмасан та вăрлăх пулнă».

Çÿлерех асăннă «Промсервис» пĕрлешĕвĕн ертÿçине Ю. Титова «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. «Яманчурино» хуçалăх электрикне А. Беловолосова пурăнмалли çурт тума укçа уйăрасси пирки свидетельство тивĕçрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика