20 августа 2010 г.
Пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕ республикăра таканари шыв пекех чÿхенет. Тĕрлĕ çĕрте - тĕрлĕ хак. Çăкăр хакĕ ав 14 тенкĕрен пуçласа 22 тенкĕ таранах. Çăнăха 16 тенкĕпе сĕнекен те, 40 тенкĕпе тыттаракан та пур. Хура тулла 80 тенкĕпе илес килет-и? Тархасшăн, Шупашкарти «Центральный» лавккана çул тытăр. 28 тенкĕллĕ çĕр улми кирлĕ пулсан «Акатуй» лавкки хăй алăкĕсене яриех уçать. Чи хаклă аша Çĕмĕрле районĕнче сутаççĕ. Аш-какайăн вăтам хакĕ 110 тенкĕ тăнă чухнех ăна 220 тенкĕпе ярăнтарнă. Мĕн ку? Тыр-пул тухăçĕ пĕлтĕрхинчен икĕ хут сахалтарах пулнипе ахаль те нушаланакан хресченрен мăшкăллас тени-и? Е пысăк укçа ĕçлесе илес тени? Апла, Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев калашле, «пысăк укçа ĕçлесе илесех тесен ял хуçалăхне кайăр».
Ăсмассерен аш турамĕ лекмест çав. Пере пĕлмен ал туйи пуçа килсе вăркăнма та пултарать.
Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев ирттернĕ агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă черетсĕр ларура сăмах шăпах пурăнма кирлĕ апат-çимĕç хакĕсене сăлтавсăрах хăпартса яни пирки пычĕ.
Федерацин Атăлçи округĕнче кăçалхи июль-август уйăхĕсенче кăна тулă çăнăхĕ 13,5» ÿснĕ, Чăваш Енре вара - 18,0». I тата II сортлă тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрпа булка изделийĕсем Атăлçи тăрăхĕнче 1,0» ÿснĕ пулсан, Чăваш Республикинче - 6,9».
«Апат-çимĕç хакĕ питĕ сапаланчăк, чылай чухне ăна сăлтавсăрах вышкайсăр пысăклатаççĕ. Уйрăмах çакă çăнăх е çĕр улми йышши продуктсене пырса тивет. Рынокра спекулянтла хаксем хуçаланнине пĕлтерет çакă, - палăртрĕ ял хуçалăх министрĕ. - Чăваш Ен Атăлçи тăрăхĕнче йÿнĕ хаксемпе палăрса тăнă. Паян хумханма нимĕнле сăлтав та çук. Пирĕн тĕп тĕллев вăл - услам тăвассишĕн искусствăлла майпа социаллă таварсен хакĕсене хăпартнине чарасси».
Посредник çине посредник пулнипе тавар хакĕ хăпарса каять. Тĕслĕхрен, çĕр улми пирĕн тăрăхра нихăçан та хаклă тăман. Лавккасенче вăл паян 12-15 тенкĕрен ытла пулмалла мар пек. Йĕпреç лавккинче вара - 23 тенкĕ. Министр çине тăрса тĕпчесен кăна «иккĕмĕш çăкăра» Мари Элтан кÿрсе килни палăрнă. Çармăссем чухлĕ çĕр улми хамăр туса илейместпĕр-и?
Ача сачĕсемпе сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсене те тавара лавккаринчен чылай пысăкрах хакпа тăратаççĕ. Кама улталатпăр? Хамăр ачасемпе чирлĕ çынсене-и?
Апат-çимĕç тĕлĕшпе чрезвычайлă лару-тăру пуласран федераци тата республика саппасĕ пур. Михаил Васильевич малашне муниципалитетсене те ку тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлемеллине палăртрĕ.
Ларура апат-çимĕç хакĕсене тăруках тата сăлтавсăрах хăпартасран тата рынокри тырăпа унăн продукчĕсен хакне пĕр шайра тытма экономика аталанăвĕпе ял хуçалăх министерствисене эрнесеренех тавар туса кăларакансен курттăм тата уйрăм хакĕсене тишкерме, пурăнма кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ çимĕçсен сутăнакан тата туянакан хакĕсене пăхса тăмаллине палăртрĕç.