18 августа 2010 г.
- республика 8 шкул автобусĕпе пуянланĕ. Вĕсене туянма бюджетран 8 млн тенкĕ уйăрнă «федераци бюджетĕнчен - 70», республикăннинчен - 30»».
Автобуссенче пуçласа ГЛОНАСС спутник навигацийĕн аппаратурине вырнаçтарнă. Лармалли вырăнсен шучĕ - 22.
Халиччен 330 шкул автобусĕ 13 пин вĕренекене республикăри 138 ресурс центрне турттарнă.
- 2009-2010 çулсенче институт-университет пĕтернĕ, шкулсене ĕçлеме вырнаçнă çамрăксене патшалăх укçа парса хавхалантарма шутланă. Анчах та пурне те мар. Паллах, вĕренÿре, ĕçре палăрнисене ĕнтĕ. Çавна май квота тăрăх Чăваш Енри вунă çамрăк учитель çак чыса тивĕçĕ. Патшалăх пулăшăвĕн хисепĕ пĕчĕкех мар - 500 пин тенкĕ. Ăна алăран курттăммăн тыттармĕç: 250 пин тенке яшсемпе хĕрсем кăçал çулталăк вĕçĕнче илĕç, юлашкине вара - тепĕр çул. Укçана çамрăк специалистсем хăйсем пĕлнĕ пек тăкаклĕç. Маларах вара вĕренÿ учрежденийĕпе çамрăк специалист хушшинче ĕçлемелли вăхăта кăтартса килĕшÿ çырса хатĕрлĕç.
- Вĕрентÿ объекчĕсене юсама кăçал республика бюджетĕнчен 35,0 млн тенкĕ, федерациннинчен - 13,79 млн тенкĕ, вырăнтинчен 58,9 млн тенкĕ уйăрнă.
Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе ирттернĕ тĕп мероприятисенчен çаксем кĕреççĕ: пушар автоматикине юсасси тата вырнаçтарасси, çутă приборĕсене улăштарасси, электропралуксене юсасси, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕр туянасси тата ыт.те. Санитарипе эпидемиологи йĕркине пăхăннă май вĕрентÿ пÿлĕмĕсене, апат-çимĕç блокĕсене, хутса ăшăтмалли тытăмсемпе канализацисене юсавлă тытнине тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех сĕтел-пукан, инвентарь, спортзалпа шкул территорийĕ таса та тирпейлĕ пулнине хакларĕç. Юсав ĕçĕсене шкулсем августăн 15-мĕшĕччен вĕçлерĕç.
Сăмах май, 387 ялпа 124 хула шкулĕсенче хальхи вăхăтра 125,8 пин ача вĕренет. Ял шкулĕсенче - 56,4 пин, хуларисенче - 69,4 пин вĕренекен ăс пухать.