АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕлÿ тĕнчине вăрлăх акатпăр»

18 августа 2010 г.

 Самана таппи улшăннă май кун-çул çĕнĕ техникăпа пуянланать. Халĕ шкулта та учебниксемпе çеç мар, электрон пособисемпе усă курма пуçларĕç. Вĕсене чăвашла та хатĕрлесе кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра «Чăваш чĕлхипе» 1-9 классенче вĕренекенсем валли электрон пособисем пур. Вĕсемпе хăть кам та усă курма пултарать. Республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсене те тивĕçтернĕ çак тупрапа. Вĕсенчен чылайăшĕн авторĕ - В.Андреев.

Олимпиада та, электрон пособисем те...

Владимир Юрьевичăн пирвайхи электрон пособийĕ - 5-мĕш класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ «Пĕлÿ шыраса» вăйă. Каярахпа вăл «Кайăксем», «Ÿсен-тăран» «7-мĕш класс валли», «Сĕтпе çитĕнекен чĕр чун» «5-мĕш класс валли» пособисене кун çути кăтартнă. «Чăваш Енре тĕл пулакан пулăсем пирки те ятарлă кăларăм хатĕрлерĕм, - тет В.Андреев вĕрентекен. - Çавна май 40 ытла пулă тупса палăртрăм. Словарьпе те, пулăçсемпе те чылай ĕçлеме тиврĕ».

Владимир Юрьевич асăннă пособисем хатĕрленисĕр пуçне интернет мелĕпе тĕрлĕ конкурс, олимпиада йĕркелет. Вĕсен ыйтăвĕсене Чăваш халăх сайчĕн серверĕнче вырнаçтарать. Çакнашкал 11 конкурс ирттернине палăртрĕ вăл. Юлашкине К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă. Вунă ыйту кĕртнĕ унта. Асăннă конкурса 1 пине яхăн ача хутшăннă. Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчен те чылай хурав килнĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Чĕмпĕр хулинчи 7-мĕш класра вĕренекен А.Александров тивĕçнĕ.

Çавăн пекех фантастикăллă калавсем çырас енĕпе «Урхамахсем тăраççĕ тапăртатса» конкурс та йĕркеленĕ. Кунта тĕп сăнарта урхамах е тиха пулмалла. Ку ăмăртăва кĕркунне пĕтĕмлетĕç. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем хутшăнма пултараççĕ.

«Чăваш чĕлхи словарĕн» пĕрремĕш кăларăмĕ тухнăранпа 100 çул çитнине халалласа конкурс ирттерме палăртатпăр малашне, - тет Владимир Юрьевич. - Çавăн пекех Н.Ашмарин паллă тĕпчевçĕн, тюркологăн 140 çулхи юбилейĕ те çывхарать. Çак пулăма та тĕлсĕр-йĕрсĕр хăвармăпăр».

Виççĕмĕш çул интернет мелĕпе педканашлу иртет. Унта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ĕçтешĕсемпе канашлаççĕ, пĕр-пĕр ыйту сÿтсе яваççĕ. Унсăр пуçне сайта хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă статьясем вырнаçтараççĕ. Çапла вара килте компьютер умĕнче ларсах ĕçтешĕсемпе канашлама май тупаççĕ. Паллах, йĕркелÿ ĕçĕнче В.Андреева Чăваш Енри вĕрентÿ институчĕпе ЧР Культура министерстви чылай пулăшать.

«Мĕн акатăн - çав шăтать»

Владимир Юрьевич Михайловкăри тулли мар вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентет. Унсăр пуçне вăл асăннă пĕлÿ çурчĕн директорĕ те. Ку ĕçе 1997 çултанпа пурнăçлать. «Маларах вăтам шкул шутланатчĕ, - пĕлтерет В.Андреев. - Унăн тытăмне улăштарнăранпа икĕ çул çитрĕ. Халĕ кашни ача шутра. Çавна май вĕсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр».

Паян кунта 110 ача вĕренет, вĕсен йышĕнчех шкул çумĕнчи садике çÿрекен шăпăрлансем те пур. Хăй вăхăтĕнче ачасен йышĕ хăвăрт чакнăран пĕлÿ çурчĕ çумĕнчех пĕчĕккисен ушкăнне йĕркелеме тивнĕ.

«Иртнĕ çул пирĕн микрорайонта 27 ача çуралнă, - сăмахне малалла тăсать шкул ертÿçи. - Çавна май малашне 1,5-2,5 çултисем валли ясли уçасшăн. Вĕсене хамăр валли хатĕрлесшĕн. Сăмахран, акăлчан чĕлхине шăпăрлансене садикрех вĕрентетпĕр. Пĕчĕк шкулсенче пĕлÿ шайне тытса пыма çăмăлрах. Эпир кашни ачапа ĕçлетпĕр».

Чăн та, çитĕнÿсем вара куç умĕнчех. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Михайловка шкулĕ тĕрлĕ конкурсра вун çичĕ хутчен палăрма тивĕçнĕ. Район, республика шайĕнче çеç мар, Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ тĕслĕх те пур. Вăл - Аня Федорова.

Коллективра арçын вĕрентекенсем пачах çукки пăшăрхантарать директора. «Шкулта çур ставкăпа - рабочи, туллипе хуралçă пур. Вĕсемсĕр пуçне - хам. Çавăнпа та юсав ĕçĕсем ирттернĕ чухне алла пуртă та, çава та тытма тивет, - тет вăл. - Арçынна шалупа тивĕçтерсен шкултах ĕçлĕччĕ вăл. Тĕрĕссипе, ачана унăн воспитани памалла. Аталанса пыракан çĕршывсенче арçын учитель ытларах. Пĕлÿ тĕнчине вăрлăх акатпăр эпир. Вăл парка çитĕнесси вара тĕрлĕ сăлтавран килет».

Çапла, ача-пăча çитĕнĕвне пăхса вĕрентекен ĕçне хаклама пулать. Ахальтен-им учителе кура вĕренекенсем ку е вăл предмета та килĕштереççĕ. Каярахпа чун туртăмĕпе унăн çул-йĕрне суйлаççĕ.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика