18 августа 2010 г.
Çырава хатĕрленнĕ май Чăвашстат ятарлă буклет хатĕрлесе кăларнă. «Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ» сăмахсемпе уçăлать вăл. Пĕчĕк те çÿхе блокнот майлăскер усă курма меллĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ, вăл пирĕн пурнăçа мĕнле улăштарни пирки кĕскен те ăнланмалла çырса кăтартнă. Унпа паллашнă май çырава хутшăнассипе çыхăннă иккĕленÿллĕ шухăшсем те сирĕлчĕç. Çакна 2002 çулхи перепись çĕршыва мĕнле улшăнусем илсе кĕртнипе те çирĕплетнĕ. Çырав кăтартăвĕсем ĕнтĕ демографи лару-тăрăвĕн çивĕчлĕхне кăтартнă, çÿлте ларакансене «Амăшĕн капиталĕ» программа, «Вĕрентÿ», «Сывлăх» наци проекчĕсем йышăнма хистенĕ. «Шкул автобусĕ» программа хута кайни аякри ялсенчен вĕренме çÿрекенсен çулне тинех çăмăллатнă, кĕскетнĕ.
Чăваш наци конгресĕ те çырава халалласа ятарлă календарь кăларнă.