АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мигрантсем те шутра

18 августа 2010 г.

 2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче çĕршыври кашни çынна гражданлăха, регистрацие пăхмасăр шута илĕç. Çав шутра мигрантсене те.

Федерацин «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен» çĕнетсе улăштарнă саккунĕпе килĕшÿллĕн перепиçре миграци пирки хыпар пухасси те тĕп вырăнта пулĕ. Л формăллă çырав листинче «Миграци» пай пур. Унти ыйтусене пăхса тухса çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ информаци илме май парать: çын çуралнăранпа çакăнта пурăнать е çук. Раççейри хăш регионран е ют патшалăхран куçса килнĕ, мĕн тĕллевпе; Миграци пирки туллин кăтартусем пухни çĕршывра социаллă пурнăçпа экономикин политикине, демографие йĕркелесе тытса пыма кирлĕ. Раççей _ интенсивлă миграциллĕ çĕршыв, анчах ăна шута илесси япăх пулса пырать. Чикĕ леш енчен килнисемпе ятарлă служба, пограничниксем ĕçлеççĕ-ха, çапах шалти миграцие йĕркеллĕ шута илекенсем çукрах. Ял тăрăхĕсенче акă кам ăçта тухса кайнипе, куçса килнипе кăсăкланмаççĕ. Халăх йышĕ _ власть органĕсемшĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхĕшĕн уйрăмах кирлĕ кăтарту. Мĕншĕн тесен вăл çĕршыври тĕрлĕ шайри бюджета йĕркелет. Анчах 2002 çулхи перепись куллен шута илсе пынипе çыравра пухнă кăтартусен пысăк уйрăмлăхне кăтартнă. Раççейре 1,8 миллион çын ытлашши тухнă.

Миграци ыйтăвĕ çулран çул çивĕчленсе пырать. Совет Союзĕ арканнă хыççăн 90-мĕш çулсенче халăх куçса çÿресси уйрăмах вăй илчĕ. Раççейĕн Тĕп тата Çурçĕр Хĕвел анăç регионĕсенче ĕç мигранчĕсем пайтах. Мегаполиссенче ĕç алли çителĕксĕррипе ирĕксĕрех ютсене явăçтармалла. Тĕрĕссипе вĕсем, СНГ çĕршывĕсенчен çитнĕскерсем, пирĕншĕн çывăх темелле. Вĕсемпе экономика, культура, тăванлăх çыхăнăвĕсем татăлман-ха. Çавăнпа лайăх шалуллă ĕç, ытлă-çитлĕ пурнăç шыраса Раççее хăюллăнах килеççĕ, вырнаçаççĕ. Хăш-пĕр чухне саккуна пăсса, ирĕк илмесĕрех. Чăваш Енре те сахал-им вĕсем; Пасарсенче сутса тăракан эрмен-грузина, таджика... куллен курма пулать.

2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕ тăрăх 1989-2002-мĕш çулсенче çĕршывра миграци юхăмĕ сасартăк ÿссе кайнă. Çак тапхăрта Раççейре халăх йышĕ миграци пулăшнипе 5,6 миллион çын хушăннă. 2003-2008-мĕш çулсенче çĕршывра пурăнакансен 9,4 проценчĕ «13,4 миллион çын» вырăнтан вырăна куçса çÿрени паллă. Асăннă вăхăтра Раççейрен 384,2 пин çын тухса кайнă, яланлăхах пурăнма килекенсем _ 1,2 миллион. Çапах регионсенчи миграци юхăмĕн тĕп шăнăрĕ _ вырăнти халăх. Вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи халăх хисепне витĕм кÿрет.

Мигранта идентификацилесси йывăр ĕç. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ шăпах мигрантсем пирки хыпар пухма, çĕршыври миграци лару-тăрăвне тишкерме пулăшать. Саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ май Росстат миграци ыйтăвне татах анлăлатнă. Гражданинăн хăй пурăнакан çĕршыв, гражданлăх, Раççей территорине мĕн тĕллевпе тата мĕнле вăхăтлăха килни пирки каласа пама тивĕ. Чăн та, çыравччен ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. Унсăрăн нумайăшĕ перепиçе мигрантсене хĕсĕрлемелли мел вырăнне йышăнма пултарĕ.

- Пирĕн тĕллев - çĕршывра пурăнакансем пирки хыпар пухасси. Шел, мигрантсем Раççейри халăх çыравĕ вĕсене пырса тивмест тесе пăрăнма хăтланаççĕ, - тенĕ Росстат ертÿçи Александр Суринов. - Анчах мĕнпур халăхăн диаспорине шута илни Раççейĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин политикине тÿрлетÿсем кĕртме кăна мар, диаспорăсен, наци пĕрлешĕвĕсен, обществăлла юхăмсен представителĕсене хăйсен ентешĕсене пулăшмашкăн малашлăхри ĕçĕ-хĕлне палăртма май парĕ.

А.Суринов каланă тăрăх, çакна пурин те пĕлмелле: хăнасемпе мигрантсене шута илни Раççейри халăх хисепне юриех ÿстерме хăтланнине пĕлтермест. Вăхăтлăх хăнасем çĕршывра пурăнакансен хисепĕ çине витĕм кÿреймĕç. Мигрантсем çыравран пăрăнма хăтланнин тĕп сăлтавĕ - пурăнас йĕркене пăснăшăн е вăрттăн ĕçленĕшĕн çĕршывран кăларса яма пултарасси. Çавăнпа переписчиксем хуравлакансенчен нимĕнле документ - паспорт, миграци картти, ĕçлеме ирĕк пани... - ыйтмĕç, вĕсем каланă тăрăх çырса хурĕç.

2010 çулхи халăх çыравĕнче тинех ют çĕршыв гражданĕсене шута илес ыйтăва татса парĕç. Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ çĕнĕ экономика условийĕсене ирттерекен иккĕмĕш çырав. Вăл пуриншĕн те кирлĕ, усăллă: çырăнакансемшĕн те, çыракансемшĕн те «патшалăхшăн». Çырав хăш регионсенче миграци пысăккине, çынсем ăçта туртăннине, вĕсен ÿсĕм çулне кăтартса парĕ. Кăтартăва тĕпе хурса Раççейре миграци политикине йĕркелесе тытса пыма, çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика