АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перекетлĕх пĕремĕк çитерет

18 августа 2010 г.

Иртнĕ эрнере ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев Канаш тата Комсомольски тăрăхĕсенче пулчĕ. Асăннă районсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлусем ирттерчĕ.

ВЫЛЬĂХ ШУТНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРМАЛЛА

Канаш районĕ пĕрремĕш çур çулта аш-какай тата сĕт пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен сахалрах туса илнĕ. Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче килти хушма хуçалăха аталантарассипе япăх ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне кунти хуçалăхсем те саланнă. «Вĕсем вырăнтах юлччăр тесе мĕн турăр эсир?» - кăсăкланса ыйтрĕ министр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен. Шел те, хурава кĕтсе илеймерĕ. Малашне вырăнта фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме, çынсем валли ĕç вырăнĕсем тума сĕнчĕ. «Çĕре юратмалла, унпа ĕçлемелле. Вара тупăш илесси те пулĕ», - терĕ М.Игнатьев.

«Пинер» общество, «Урюм» хуçалăх çанталăка кура выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеймен. Çавна май выльăх-чĕрлĕх шутне чакарма шут тытнă. «Мăйракаллă шултра выльăх шутне сыхласа хăварас, ытти йывăр лару-тăруран тухас тĕллевпе 80 пуç вăкăра аш комбинатне леçесшĕн», - терĕ «Урюм» хуçалăх ертÿçи. «Ĕç вырăнĕсем пĕтеççĕ-çке капла», - хирĕçлерĕ ăна ял хуçалăх министрĕ.

«Мотор» хуçалăх та паянхи кун кăтартусемпе савăнтармасть. Юлашки выльăх-чĕрлĕхне сутасшăн. Фермăра пенсионерсем çеç ĕçлеççĕ. «20 пуç ĕнешĕн ферма тытма кирлĕ те мар. Фермерсем те 100 пуçа çитереççĕ», - çирĕппĕн палăртрĕ ертÿçĕ.

Район, хуçалăхсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене М.Игнатьев выльăх шутне сыхласа хăварма, утă-улăма республика тулашĕнчен турттарса килме чĕнсе каларĕ. «Цивиль» обществăн Пайкилт фермине те çитсе курчĕ вăл. В.Ефимов директор палăртнă тăрăх, кунта выльăх шутне чакарма мар, 100 пуç ÿстересшĕн. Çавна май ял хуçалăх министрĕ пултаруллă ертÿçе мухтаса: «Малашне те маттур пулăр», - терĕ.

ĂÇТА КАЯТЬ БЮДЖЕТ УКÇИ

Тĕп больницăсемпе вĕрентÿ управленийĕсем апат-çимĕçе хаклăрах туяннине палăртрĕ çак çул çÿревре М.Игнатьев. Сăмахран, Канаш районĕн тĕп больници «тĕп врачĕ Р.Федорова» пĕр килограмм ĕне ашне 130 тенкĕпе илнĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсенчен вара ăна 80-85 тенкĕллех туянма пулать. Çăмарта, услам çу, купăста хакĕ те пысăк. Документсем тăрăх тĕп больница апат-çимĕçе предпринимательтен илни паллă. Хуçалăхсенчен курттăммăн туянас тăк чылай йÿнĕрех пулмалла вăл. «Бюджет укçине ытлашши сапалатăр эсир, - кăмăлсăрланчĕ министр. - Çавна май эмел туянма укçа юлмасть сирĕн. Чирлисене «ку çук», «вăл çук» тесе ăнлантаратăр, хăйсене илме хушатăр. Перекетсĕр тăкакланă укçана сирĕнтен шыраса илмелле мар-и?»

Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева та çак сăлтавпах сăмах тиврĕ: 1 килограмм сысна ашне шкулсем валли 145 тенкĕпе, сахăра - 36 тенкĕ те 50 пуспа, тăвара 9 тенкĕпе туяннă. Ытти апат-çимĕç те хаклă. Çапла вара сахалтан та 95 пин тенкĕ ытларах тÿленĕ вĕсемшĕн. «Çак укçана юсав ĕçĕсем валли те перекетлеме май пулнă-çке», - ÿпкелемесĕр чăтаймарĕ Михаил Васильевич. Апат-çимĕç хакĕ çумне транспорт тăкакне кĕртнине те палăртрĕ Ю.Алексеев. «Эсир тавара Мускавран илсе килĕр. Ун чухне, тен, йÿнĕрех пулĕ», - тăрăхларĕ Канашсенчен министр.

Çакнашкал киревсĕр лару-тăрăва уçăмлатма финанс уйрăмĕн пуçлăхне А.Полякова сăмах пачĕ. Анчах лешĕ нимĕн калама та пĕлмерĕ. «Ырантан ĕçе тытăнăпăр», - терĕ çеç.

Комсомольски районĕн тĕп больницинче те, вĕрентÿ управленийĕнче те çакнашкал ÿкерчĕкех. Анчах та кунта, финанс уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Васильева каланă тăрăх, ку енĕпе тĕрĕслев ирттернĕ. Хăш-пĕр объект пирки документсене право сыхлавĕн органĕсене панă.

ÇĔнĔ цех

Михаил Игнатьев «Комсомольскинчи ял хуçалăх техники» обществăра типĕтнĕ çĕр улми тата пахча çимĕç хатĕрлекен цехăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ăна тăхăр уйăх каялла тума пуçланă. Сентябрь вĕçĕнче хута ярасшăн. Оборудованин 90 процентне илсе килсе вырнаçтарнă. 94 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. «Раççейре кун пек цехсем сахал, - терĕ акционерсен обществин директорĕсен канашĕн председателĕ А.Капитонов. - Пурте йĕркеллĕ пулсан малашне çакнашкал цехсем республикăра татах уçасшăн». Типĕтнĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана туянас текенсем тупăннă та ĕнтĕ.

«Малаллах Ĕçлемелле»

Комсомольски районĕнче тыр-пула пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - гектартан 14,8 центнер. Утă, сенаж, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 50 процента яхăн сахалрах хатĕрленĕ. Çавна май выльăх апачĕ çителĕксĕр. Утă-улăма республика тулашĕнчен турттарса килессине йĕркеленĕ. Кунта та выльăх-чĕрлĕх шутне чакараççĕ. Акă «Турхан» хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăха пĕтернĕ. Малашне ÿсен-тăран çитĕнтерессипе çеç ĕçлесшĕн. «Хĕлле мĕн тăватăр? Кăмака çинче ларатăр-и? Выльăх-чĕрлĕхе пĕтерсен хуçалăх саланасси куç кĕретех», - çирĕппĕн палăртрĕ министр.

Район администраци пуçлăхĕ Г.Волков паянхи куна район 340 млн тенкĕ кредит тавăрса памаллине каларĕ. «Хăть мĕнле пулсан та пирĕн малалла ĕçлемелле. Чи кирли вара - мăйракаллă шултра выльăх шутне упраса хăварасси», - терĕ вăл.

Районта пĕчĕк предпринимательлĕх лайăх аталанать. Анчах та тавар туса кăларакансем сахалрах. Ытларах - туянса-сутса укçа тăвакансем. Çавăнпа та тĕллевлĕрех ĕçлемеллине пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Çавăн пекех вăл ача сачĕсенче вырăн çитменни, хăш-пĕр яла автобус маршручĕсемпе тивĕçтересси пирки те каларĕ. Район çитĕнĕвĕсене пăхмасăр малашне тата та лайăхрах ĕçлемеллипе килĕшрĕ вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика