АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра тытмалла

11 августа 2010 г.

1. Ирпе ирех урама тухассинчен тытăнса тăмалла. Çав вăхăтра сывлăшра тĕтĕм нихçанхинчен те ытларах пухăнать.

2. Çанталăк вĕри чухне урама сахалтарах тухмалла.

3. Шыв нумай ĕçмелле. Температура пысăк чухне çын вăйлă тарлать, çавна май ÿт тата сывлав çулĕсем урлă кали тăварĕпе шĕвек нумай пĕтет. Тăварсемпе микроэлементсем пĕтнине тăварлăрах шыв, сĕт-турăх, сĕткенсем, минерал напитокĕсем ĕçсе саплаштармалла. Газлă пылак шывсем ĕçмелле мар.

4. Ытлашши вăй хурса ĕçлемелле мар.

5. Тĕтĕм-сĕрĕмĕн наркăмăшлă витĕмне сирме поливитаминсем ĕçме тăрăшмалла.

6. Тĕтĕм шăрши вăйлансан йĕпетнĕ хÿтĕлев маски тăхăнмалла. Уçă чÿречесене нÿрĕ татăкпа картламалла.

7. Пÿлĕмри урайне кунсеренех çумалла, тусана нÿрлĕ татăкпа сăтăрмалла.

8. Синтетикăран çĕленĕ тум тăхăнмалла мар.

9. Кунне темиçе хутчен шывпа çăвăнмалла.Сăмсапа карланкăна чÿхемелле.

10. Витаминпа тата минерал веществисемпе пуян çăмăл апат, пахча çимĕçпе улма-çырла çиме тăрăшмалла.

11. Эрех-сăра ĕçесрен тытăнса тăмалла.

12. Çулталăка çитмен ачасене шăрăх иртмесĕр те çĕнĕ апат пама хушмаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика