11 августа 2010 г.
Вăрмансем çуннипе тухакан тĕтĕм тата çунăк шăрши организма аванах сиенлет: çын кислород çитменнине туять, аллерги пуçланас хăрушлăх пур.
Хулара сĕрĕм газĕ виçерен пысăк пулни аллергипе аптракансемшĕн, ÿпке тата сăмса хăвăлĕн инфекцийĕпе нуша куракансемшĕн уйрăмах начар. Унсăр пуçне çие юлнă хĕрарăмсен тата чĕре операцийĕ чăтса ирттернисен тĕтĕм-сĕрĕмлĕ сывлăша сывлама юрамасть. Сывă çыннăн та сĕрĕм газĕпе сывласан пуç çаврăнма, ыратма пуçлать. Тĕтĕм тусанне пула куçпа сăмса хăвăлĕ шар курать. Тухтăрсем сывлăша тĕтĕм карса илсен сăлтавсăрах урама тухма хушмаççĕ, карланкăна чÿхемелле, марльăран повязка туса çыхмалла, куçсене эмел тумлатмалла.