11 августа 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенче пулчĕ.
Вите тăрринчи мăян
- Ĕнесен йышне ÿстернĕ май фермăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма васкарĕç министра Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» хуçалăхра.
Çуртра строительство ĕçĕсем пыраççĕ-ха, анчах вите тăрринче пилĕк çÿллĕш ашкăрса ларакан мăян тĕлĕнтерет. «Юсав ĕçне çи виттирен пуçлаççĕ», - чăтаймарĕ асăрхаттармасăр М.Игнатьев. Территорири тасамарлăх, йĕркесĕрлĕх пĕртте илем кÿмеççĕ. Республикăра пушар хăрушлăхĕ ÿснине пăхмасăр кунта вут-çулăмран асăрханни сисĕнмест. Инкек сиксе тухасса кĕтеççĕ-ши;
Тралькасси ял тăрăхĕнче хушма хуçалăх тытакансен электронлă адресне йĕркелени хут ĕçне çăмăллатать, шута илессине лайăхлатать. Хальхи вăхăтра ял халăхне мĕн кăсăклантарать; Паллах, хаксем. Министр Тралькассинчи тĕслĕх библиотекăра интернет урлă хальхи хаксемпе паллаштарма ыйтрĕ. Те пăлханнипе, те компьютера япăх пĕлнипе библиотекаре «глобаллă çыхăну йывăр парăнчĕ». Çула май министр Чăвашпотребсоюзăн Мучикассинчи магазинри хаксемпе те кăсăкланчĕ. Спекулянтсем юлашки вăхăтра куллен кирлĕ таварсене виçесĕр хаклатса яни пăшăрхантарать. Шупашкарти суту-илÿ çурчĕсенче пысăк сортлă çăнăха килограмне 37 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Райпон вара ял çыннин кĕсйине çÿхетмеççĕ. Хайхи çăнăха 15 тенкĕпех туянма пулать. Ăна аякран кÿрсе килмен, республикăра авăртса хатĕрлениех. Хĕрлĕ Чутай райповĕ çăнăха курттăм туянса чĕркемсемпе сутать. Магазинра хамăр республикăра туса кăларнă таварсем самай. Çавăнпах-тăр хакĕсем те ытлашши пысăк мар. «Спекулянтсен кăткăс лару-тăрупа, шăрăх çанталăкпа усă курса услам тумалла мар», - терĕ М.Игнатьев.
Шел, инкек çинче пуйма хăтланакан пайтаçăсем Хĕрлĕ Чутайра та пур. Тĕрĕслевçĕсен çула тухмах тивĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне тишкернĕ май вăл юлашки тапхăрта каялла чакнине палăртрĕ министр. Ăна тарăн çырмана сиктерекенсем çĕршыври йывăр лару-тăру, шăрăх, типĕ çанталăк та мар. Вырăнти пуçлăхсен тÿнтерле ĕçĕ йĕркеллĕ аталанма памасть района. Мĕнпур категорири хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх хисепĕ, ял хуçалăх продукчĕсене туса илесси чакса пырать. Тĕш тырă тухăçĕ пĕчĕк пулин те «гектартан 9,5 центнер» аякран кÿрсе килессине йĕркелемен. Промышленность аталанман районта ял хуçалăхне те лачакана кĕртсе ÿкересси пăшăрхантарать.
- Капла малашне мĕн ĕçлесе пурăнасшăн; - тÿррĕн ыйтрĕ Михаил Васильевич.
Ку тăрăха туртса пыракансем - «Коминтерн» хуçалăх тата райпо. Бюджета шăпах вĕсенчен ытларах тупăш кĕрет. Шел, йывăрлăхпа пухăнакан укçана тĕлли-паллисĕр сапалама юратакансем туллиех иккен.
Алла алă çăвать-ши;
Вĕрентÿ, сывлăх учрежденийĕсем валли апат-çимĕç туянма капашсăр укçа уйăрсан та çитсе пымасть. Мĕншĕн; Вĕсен ертÿçисем палла тăрансенчен чĕр тавара палăртнинчен те хаклăрахпа туянасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Ялти хуçалăхсемшĕн çул хупă темелле. Тĕрĕслев органĕсем йĕркесĕрлĕхе курмăш туни тĕлĕнтерет. Тепĕр тÿнтерле тĕслĕх. Районта физкультурăпа спорт комплексне çĕклеме конкурса 13 организаци хутшăннă. Вĕсенчен пĕрне суйласа илнĕ-ха, çапах конкурса ячĕшĕн кăна ирттернĕн туйăнать. Конкурс тĕллевĕ - социаллă объекта йÿнĕрех хакпа тума килĕшекене палăртасси. Анчах кунта çĕнтерÿçĕ строительство ĕçĕсен хакне чакарманпа пĕрех. «Патшалăх кĕсйи чăтать», - тенĕ-ши; Районта патшалăх заказĕн пысăк пайне конкурса та тăратмаççĕ. Алла алă çăвасси тарăн тымар янă. Районăн çĕнĕ ертÿçин ăна тăпăлтарма вăй çитĕ-и; Анчах татăклă утăмсăр, çирĕп алăсăр малалла каясси иккĕлентерет.
Ларура пушартан сыхланассине те сÿтсе яврĕç. Йĕри-тавра вут-çулăм алхаснине пăхмасăр чылай çĕрте çакăн çине çиелтен пăхни сисĕнет. Явапсăрлăх Шупашкар, Комсомольски, Улатăр, Йĕпреç енĕсенче пысăк инкек патне çитерчĕ. Нумай пулмасть вара Патăрьел районĕнчи хуçалăхра витепе çирĕм ытла пăру çуннă. Çав вăхăтра яваплă çынсем, хуралçă ăçта пулнă; Республикăра пушар вăй илнине шута илсе нивушлĕ социаллă объектсене сыхлассине вăйлатмалла пулман; «Чрезвычайлă лару-тăрура должноçри кашни çыннăн тивĕçне туллин пурнăçламалла. Явапсăрлăха типĕ çанталăк çине ямалла мар», - асăрхаттарчĕ министр.
«Эсир - ял тĕкĕрĕ»
Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмашари ял тăрăхĕн кантурĕ умне тасатма тăрăшнă-ха. Анчах айккинче, çуртпа юнашарах çум курăк вăй илнĕ. Типсе хăрса кайнăскере тивсе илме сÿнтермен пирус та çителĕклĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем сăмса айĕнчине курмасан ыттисенчен мĕнех ыйтăн; «Эсир - ял тĕкĕрĕ, сирĕн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла», - ÿпкелерĕ М.В.Игнатьев.
Турханти культурăпа сывлăх центрĕнче иртнĕ канашлура Çĕмĕрле районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика чăхăмлама тытăннине те палăртрĕç. Ял çыннин пурнăçне лайăхлатмаллине сÿтсе яврĕç. «Йывăрлăхран тухма çĕнĕ çул-йĕр шырамалла», - палăртрĕ министр.
Л.Никитина
***
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев август уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче пулнă. Ленин тата Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхсен куккуруспа сĕлĕ уйĕсене çитсе курнă.
Республика пуçлăхĕ Чăваш Енре ĕççи мĕнле пынипе тĕплĕ кăсăкланнă, ял хуçалăх культурисем пĕтнине пула йывăрлăхран тухас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине пĕлтерме ыйтнă. Михаил Игнатьев кăçалхи шăрăх мĕнпур культурăна çитĕнме паманнине, çавăнпа тухăç пĕчĕк пулнине, çапах та ял ĕçченĕсем мал ĕмĕтпе пурăннине, мĕн çитĕннине çывăх вăхăтрах пухса кĕртессине палăртнă. Уйрăммăн илсен, мăйракаллă шултра выльăх валли куккуруспа улăмран силос хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен пĕлтернĕ.
Президент мелиораци ĕçне çĕнĕрен йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва тепĕр хут çĕкленĕ. «Пур япалана та, çав шутра çут çанталăк пăтăрмахне те, çĕнтерме пирĕн яланах хатĕр пулмалла, - тенĕ президент. - Çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре вăхăтра тупмалла»..