АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçа упрамалла

06 августа 2010 г.

 Хурлăхан, крыжовник тĕммисене шурă янкар «мучнистая роса» сырăнни тухăçсăр хăварнисĕр пуçне ÿсен-тăранăн сывлăхне те аванах хавшатать. Хĕле япăхрах чăтса ирттерет, çитес çул тухăçне тата сахалтарах парать.

Енчен те чир паллине кая юлса асăрхарăр, вăл çырласемпе хунавсене те тапăннă пулсан ÿсен-тăрана кальциллĕ содăпа супăнь « 10 л шыва 50-шар г» е йÿçек фосфорлă натри шĕвекĕпе сирпĕтĕр. Çапла туни çырла тĕммисене сыватма, чире чарма май парать.

Чире пĕтерме тата унран сыхланма çулсеренех, май уйăх вĕçĕнче тата июнь пуçламăшĕнче, хурлăханпа крыжовника ĕне тислĕкĕн шывĕпе пĕрĕхтермелле. Ăна хатĕрлеме 1 пай тислĕк тата 3 пай шыв илсе хутăштармалла та 3 кун лартмалла. Унтан шĕвеке шултра пир витĕр кăларса 3 хут ытларах илнĕ шывпа хутăштараççĕ. Мĕнпур çырла тĕмĕсене лайăх сирпĕтеççĕ.

Антракнозран «малтан çулçăсенче вĕтĕ хăмăр пăнчăсем пулаççĕ, кайран вĕсем хăмăрланса типеççĕ» крыжовникпа хура хурлăхана бордос шĕвекĕпе «10 л шыва _ 100 г пăхăр купоросĕ тата 100 г известь» пĕрĕхтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика