АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн çăнăх мĕнрен кая, е Ютти тутлăрах-ши?

06 августа 2010 г.

 Августăн виççĕмĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Чи малтанах «Маяк» ял хуçалăх производство кооперативĕн уйне çитсе курчĕ. Комбайнерсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. «Тасарах тĕшĕлеме пулать-çке, - терĕ вăл çĕнĕ тухăçа алла илнĕ май. - Кăçал тыр-пула тăкаксăр, тирпейлĕ пухса илме тăрăшмалла. Ытти çул улăма та пуçтарман, кăçал вара тюкласа хĕле валли хатĕрлемелле». Çавăн пекех Михаил Васильевич пушар тухас пулсан шывпа тивĕçтерес ыйту еплерех шайра пулнипе кăсăкланчĕ.

Асăннă хуçалăхри сĕт-çу ферминче пулнă май кунти ĕçченсемпе, производство ветеранĕпе К.Волковпа курса калаçрĕ. Сăмах май, Волков 45 çул çак предприятире вăй хунă. Халĕ сакăр теçеткерен иртнĕ пулсан та ял хуçалăхĕн ĕçĕсемпе интересленет.

Ял хуçалăх министрĕ ферма хĕле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ, çавăн пекех выльăх апачĕн пахалăхне тĕрĕслерĕ. «Маяк» хуçалăхра кăçал сĕт пăрăхне улăштарнă. Çак паха шĕвеке упрама çĕнĕ холодильниксем кирли пирки асăрхаттарчĕ М.Игнатьев. «Хальхи саманапа тан утмалла. Производствăна çĕнĕ технологисем кĕртмелле. Анчах та яваплăх пирки манмалла мар». Сĕт хакĕпе те кăсăкланчĕ ертÿçĕ. Асăннă хуçалăх ăна Шупашкарти сĕт-çу заводне 12 тенкĕпе «1 литрне» сутать.

Пăрачкав ял тăрăхĕнче çуртсем лартмалли, тирпей-илем кĕртмелли проекта еплерех пурнăçланипе паллашрăмăр. Кунта щитсенчен тăвакан 51 çурт çĕкленмелле. Керменсене тума федераци бюджетĕнчен 39,38 млн тенкĕ, республикăннинчен - 19,38 млн тенкĕ, вырăнтинчен - 3,65 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕсенче çамрăк, кивĕ çуртсенчен куçарнă, ял хуçалăхĕнче вăй хуракан çемьесем пурăнма пуçлĕç. Хальлĕхе 9 çурт хатĕр. Пÿртсене вăхăтра çĕклесси иккĕлентерчĕ министра. «Шăрăх çанталăка пула вăрмансене кĕме чарни ĕçе тытса тăрать», - тÿрре тухма пулчĕç вырăнти ертÿçĕсем.

М.Игнатьев лавккари апат-çимĕç хакĕсемпе кăсăкланчĕ. Малтанах Пăрачкаври уйрăм çын тытакан «Перекресток», каярахпа Чăвашпотребсоюзăн «Купеческий» лавккисенче пулчĕ. Чăваш Ен хатĕрлекен апат-çимĕçпе интересленчĕ. Чăн та, «Перекрестокра» ют регионсенчен кÿрсе килнĕ кăлпасси анчахчĕ. Çăнăх 24-25 тенкĕ «чи лайăх сорт» тăрать, сахăр - 35 тенкĕ. «Мĕншĕн сутлăхра Алтай тăрăхĕнчен килнĕ çăнăх кăна? Хамăрăн ăçта?» - ыйтрĕ тĕлĕнсе сутуçăран. Çак ыйтăвах Михаил Васильевич район администрацийĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлура та хускатрĕ. Çăнăх хакĕ пысăк пулни тĕлĕнтерчĕ ăна.

«16-17 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар, - терĕ вăл. - Республикăри экономикăна аталантарасси пирки калаçатпăр, çав вăхăтрах укçа-тенкĕ Чăваш Ен тулашне каять. Хамăрăн çăнăх мĕнрен кая? Çитменнине çителĕклĕ те. Вырăнти хаксене ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен сăнасах тăмалла».

Выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси пирки те сăмах пычĕ. «Кăçалхи çул сĕтпе тата аш-какайпа çеç укçа тума пулать. Ял хуçалăхĕнчи ытти отрасль тупăш памасть», - терĕ министр. Хăй çавăнтах ял халăхĕнчен сĕте мĕн хакпа пуçтарнипе кăсăкланчĕ. «Паянхи куншăн 8 тенкĕ çав тери пĕчĕк, - терĕ вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ятласа. - Вырăнта кооперативсем йĕркелемелле, конкуренци пултăр».

Канашлура ял хуçалăх министрĕ «Маяк» хуçалăхăн трактористне В.Емелина ялти çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме социаллă тÿлев парасси çинчен калакан сертификатпа чысларĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе паллашнă май Напольнăри вăтам шкула çитсе курчĕ Михаил Васильевич. Кунта ĕç вĕресе тăрать: сăрлаççĕ, шуратаççĕ, чÿречесене улăштараççĕ. Юсав ĕçĕсене августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине палăртрĕ шкул директорĕ В.Герасимов.

«Çакнашкал тирпейсĕр ĕçлемелле мар. Хальхи технологисене пăхăнса вăй хумалла. Çавăнпа та «Строймонтаж» ООО организацие «хура» списока кĕртме те юрать», - ятларĕ ертÿçĕ спортзалти юсав ĕçĕсемпе паллашнă май. Шкул территорине тирпей-илем кĕртмелли пирки те асăрхаттарчĕ.

«ПорецкАгро» ООО тата Улатăр филиалĕн «Мордва тĕш тырă ресурсĕ» ООО хуçалăхĕсен уйĕсене те çитсе куртăмăр. «Шăрăх çанталăка пăхмасăр пур çĕрте те ĕç кал-кал пырать. Тавах çĕр ĕçченне. Тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшмалла кăçал. Кашни пĕрчĕ хаклă», - терĕ министр.

Улатăрти тĕп больницăра пулнă май Михаил Игнатьев ертÿçĕсемпе медицина ĕçченĕсене пушар тухас хăрушлăхра çынсене васкавлă та кирлĕ пулăшу пама хатĕр пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Кунта та лавккасенче пулса курчĕ, хаксемпе интересленчĕ. Пăрачкаврипе танлаштарсан вырăнти çăкăр завочĕ кăларакан çăнăх та пур Улатăрта. Унăн хакĕ - 14 тенкĕ те 50 пус.

«Пăрачкав, Улатăр районĕсем - республикăра малти ретре мар, - терĕ ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов çул çÿреве пĕтĕмлетсе. - Ку тăрăхсенче выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакать, ял хуçалăхĕ те, хушма хуçалăх та сахал. Кооперативсем йĕркелесси те кирлĕ шайра мар. Патăрьел, Комсомольски районĕсемпе танлаштарсан. Сĕт, аш-какай туса илессипе ытларах ĕçлемелле. Лару-тăру кăткăс асăннă тăрăхсенче. Çавна май вырăнти хуçалăхсене пулăшу кирлех. Çул çÿрев çакна тÿрремĕнех кăтартрĕ».

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика